Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Ака 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
252627282930
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Паянхи шкул ачин ятарлă тум-тир пулмалла-и?
Пурĕ миçе ответ: 15
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Кĕçнерникун, 26.12.2024, 21:45
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2011 » Ака » 24
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Фоторепортаж

    Ăнланатăп: эсир пĕтĕмлетĕве чăтăмсăррăн кĕтетĕр. Шел пулин те, тĕрĕслеме вăхăт кирлĕ. Вăйă конкурс пĕтĕмлетĕвне ыран - Чăваш чĕлхи кунĕнче вĕçлетĕп. Хальлĕхе фоторепортажпа паллашма пултаратăр.

    Миçе çын пăхнă: 833 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 24.04.2011 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Трак енти Красноармейски иккĕмĕш шкулĕн 6-мĕш класс вĕренекенĕсем Чăваш чĕлхин вунă кунлăхне хутшăннă май В.М.Михайлов вĕрентекен ертсе пынипе Шупашкарта Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче пулса курчĕç. Унта музейри экскурсовод ертсе пынипе чăваш ÿнерçĕ классикĕсен ĕçĕсемпе паллашрĕç. Уйрăмах вĕсене А.Кокель, М.Спиридонов, Н.Сверчков, Н.Овчинников ĕçĕсем  килĕшрĕç. Кунсăр пуçне Валерий Бобков художникăн Чернобыльти атом электростанцийĕнчи хăрушă инкек çинчен ÿкернĕ сăрăллă сăнĕсемпе паллашрĕç.
    Ачасене кÿршĕллĕ Тутарстан маçтăрĕн Александр Ивановăн чеканка мелĕпе тунă ÿкерчĕкĕсем те тĕлĕнтерчĕç.
    Шкул ачисем  Шупашкарти канăва аван ирттерчĕç. Вĕсем "Макдональдс" кафене кĕрсе апатланма та пултарчĕç.
    Миçе çын пăхнă: 763 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 24.04.2011 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Православи тĕнне ĕненекенсем аслă уяв – Мăнкун эрнине паллă тăваççĕ. Мăн кун ыран тенĕ каç çынсем çăмарта хĕретсе чиркĕве кайнă та çĕрĕпех кĕлĕ итленĕ: пĕрле юрланă. Ирхи шуçăмпа килне таврăннă: килти турăш умне çурта çутнă: кукăль-çăмах пĕçернĕ. Ачасене таса тумтир (ытларах çĕннине) тăхăнтартнă. Ĕлĕкхи чăвашсем Мăн куна кĕтсе илме ирех ялтан мал еннелле выртакан тăвайккине чупнă. Унта вĕсем хĕвел тухнине курма кайнă. Хĕвел тухнă чух ваттисем ача-пăча çине тырă сапнă: хăмла вĕçтернĕ. Ачасем яла таврăнсан вĕсене кашни хапха умĕнчех тăванĕсем кĕтсе тăнă: пӳрте кĕме чĕннĕ: кучченеçсемпе пĕветнĕ çăмартасем панă. Ку енчи чăвашсем каланă тăрăх: çур çĕр çитсен (шăп вун икĕ сехет тĕлĕнче) чан айне тăрса мĕн те пулин шухăшласа хурсан çав шухăш пурнăçланать, имĕш. Мăн кун ют çын пырса кĕрсен ăна ĕлĕкренех пӳртре сак е пукан çине латрма тăрăшнă. Çавăн пек тумасан чăх пусма лармасть, тенĕ. Мăн кун тĕлне тата ача-пăчана савăнмашкăн çитĕннисем урам варрине чуччу лартнă. Кăнтăрла вара унта ачасем ярăннă: каçхине хĕр упраçпа яш-кĕрĕм тухнă. Çитĕннисем вара Мăн кун эрнин иккĕмĕш кунĕнче ĕрет çӳреме тытăннă.
    Тăван-хурăнташ тĕп киле пуçтарăнса п ... Малалла вула »
    Миçе çын пăхнă: 862 | | Комментарисем (1)| Хăш кун хушнă: 24.04.2011 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Трак енти Красноармейски иккĕмĕш шкулĕн 6-мĕш класс вĕренекенĕсем Чăваш чĕлхин вунă кунлăхне хутшăннă май В.М.Михайлов вĕрентекенпе пĕрле Шупашкарта К.В.Иванов ячĕллĕ драма театрĕнче пулса курчĕç. Вĕсем ăста артист, поэт тата драматург, хăйсен ентешĕ Александр Пăртта çырнă пьеса тăрăх çырнă «Укçа чул кастарать» спектакль премьери пăхрĕç. 
    Пьеса авторĕ паянхи кун кăларса тăратнă «ашшĕ-амăшĕ тата ачисем» ыйтăва çивĕччĕн çĕкленĕ. Аякра та мар пурăнакан ачисем вунă çул хушши пĕччен пурăнакан амăшне килсе курмаççĕ, пулăшмаççĕ. Укçа кирли çеç вĕсене ватă амăшĕ патне килме хистет. Шел пулин те, тăван ачисене укçа çеç кирли , вĕсем уншăн çапăçса кайни амăшне питĕ кÿрентерет, ăна вилĕм çапса хуçать.
    Пьесăра кулăшла самантсем те чылай. Пьесăна лартакансем çынсен çитменлĕхĕсене кулăш , сарказм тата гротеск мелĕпе уçса пама тăрăшнă. Çаванпа спектакль куракансене пăхма питĕ кăмаллă пулса тухнă. Спектакльте паллă тата пултаруллă артистсем (В.Трифонова, Н.Григоьева тата ыттисем те) выляни те ун шайне çĕклет.
    Ачасем спектальпе кăмăллă юлчĕç. Шкула автобус уйăрса панăшăшăн вĕсем Красноарме ... Малалла вула »
    Миçе çын пăхнă: 652 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 24.04.2011 | Рейтинг:


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)