Трак енри шкулсенче чăваш чĕлхи
вунă кунлăхĕ пуçланчĕ. Акă, Красноармейски иккĕмĕш шкулĕнче те администраципе тăван чĕлхе вĕрентекенсен творчествăлла ĕçлекен ушкăн ларăвĕнче чăваш чĕлхи вунă
кунлăхĕн ĕç планне çирĕплетрĕç. Унта И.Я.Яковлев Аслă Вĕрентекене халалласа
уроксем иртĕç. Класс тулашĕнче вара «Юхма Мишши çыравçăн нумай енлĕ таланчĕ»
рефератсен конкурсĕ, «Юхма Мишши – чăвашсен паллă çыравçи» электронлă хаçатсен
конкурсĕ, Яков Ухсай поэзине юратакансен «Акăш тĕкĕ евĕр эс çемçе…» илемлĕ
вулав ăмăртăвĕ, сăвă çыракансен «Чăваш чĕлхи – анне чĕлхи» литература конкурсĕ,
Трак тăрăхĕнче çуралнă Совет Союзĕн Геройĕ В.В.Васильев çуралнăранпа 100
çитнине халалланă «Мăн Шетмĕ паттăрĕ» викторинапулĕ. Шкул вулавăшĕнче вара ачасем И.Я.Яковлев, Я.Г.Ухсай тата М.И.Ильин
(Юхма Мишши) хайлавĕсемпе паллашĕç.
Ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче шкулта Республикăмăрти
районсем хушшинчи V«Çамрăк ăсчах» вăйă конкурс иртет. Унта юнашар районсенчи
шкулсенчен килнĕ ачасем – инçет куçăмсăр вăйă конкурсăн пĕрремĕш турĕн
çĕнтерÿçисем, чăваш ч
... Малалла вула »
Миçе çын пăхнă: 768 | | Комментарисем (0)|
Хăш кун хушнă: 21.04.2011
| Рейтинг: