Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Ака 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
252627282930
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Шкул директорĕсене демократиллĕ майпа вĕренекенсемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсем суйланине ырлатăр-и?
Пурĕ миçе ответ: 15
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Шăматкун, 23.11.2024, 12:15
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2011 » Ака » 4 » «Эткерте» Яков Ухсай çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă ăмăрту вĕçленчĕ
    «Эткерте» Яков Ухсай çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă ăмăрту вĕçленчĕ
    23:51
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Шăматкун, акан 2-мĕшĕнче, Шупашкарти шкул тулашĕнчи ĕçсен «Эткер» центрĕнче Яков Ухсай çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа ирттернĕ ăмăртăвĕ вĕçленчĕ.
    Ăмăрту темиçе тапхăртан тăнă — килти ĕç (ăслăлăх тĕпчевĕ ирттермелле пулнă), сăмахкаçмăшсен ăмăртăвĕ (куçăмсăр майпа иртнĕ), сценарисемпе паллаштарасси тата интелектуаллă кĕрешӳ. Шăматкун «Эткерте» сценарисемпе паллаштарчĕç тата «кĕрешӳ» иртрĕ.
    Чи малтанах ачасен умĕнче ятарласа чĕннĕ хăнасем тухса калаçрĕç: пултаруллă сăвăçăн хĕрĕ Ольга Яковлевна, паллă сăвăç Юрий Сементер, çыравçă-журналист Аристарх Димитриев тата ыттисем. Вĕсем Яков Ухсай пултарулăхĕпе паллаштарчĕç, ăна сăнласа пачĕç.
    Малалла вара ăмартăвăн сценарисемпе паллаштармалли пайĕ пуçланчĕ. Ăна хатĕрленĕ чухне хутшăнакансен Яков Ухсай сăввисене е ăна халалласа çырнă хăйсен сăввисене тĕпе хурса мĕнле те пулин представлени тумалла пулнă. Çĕнтерме чăн та йывăр пулчĕ — артист та пулмалла, Яков Ухсайăн кун-çулне те пĕлмелле. 10 минут хушшинче пĕтĕмпех кăтартма та çамăл мар. Жюрире ларакансем çавăн пекех тумĕсене те хакларĕç, тĕпе хунă хайлав Яков Ухсай пурнăçĕпе епле çыхăннине тишкерчĕç.
    Сценарисемпе паллаштарнă хыççăн интелектуаллă кĕрешӳ пуçланчĕ — Яков Ухсайпа çыхăннă ыйтусен хуравĕсене шыраса пурĕ 12 ушкăн тупăшрĕç.
    Конкурс вĕçленнĕ хыççăн малтанхи тапхăрсенчи балсене хушса Яков Ухсай çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа ирттернĕ ăмăртăва пĕтĕмлетсе çĕнтерӳçĕсене палăртрĕç. Пурĕ 5 ушкăн вырăна тивĕçрĕç (шел те, кам вырăн йышăннине пĕлместпĕр, каярах пĕлтерĕпĕр).

    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 797 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 3.5/13 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)