Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Нарăс 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Паянхи шкул ачин ятарлă тум-тир пулмалла-и?
Пурĕ миçе ответ: 15
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Шăматкун, 04.05.2024, 10:39
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2010 » Нарăс » 17 » Бюджет пысăкланать, анчах Н.Федоров Президент хăшне-пĕрне “аппетита виçеллĕ тума” хушрĕ ("Хыпар")
    Бюджет пысăкланать, анчах Н.Федоров Президент хăшне-пĕрне “аппетита виçеллĕ тума” хушрĕ ("Хыпар")
    18:22
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    "Кризис кÿнĕ сиене пĕтерес енĕпе çеç ĕçлени çителĕксĕр. Малалла та талпăнмалла, çак тĕллевпе кашни ертÿçĕн çĕнĕ ресурссемпе усă курмалла”, - ЧР Министрсен Кабинечĕн кĕçнерни кун иртнĕ ларăвне Николай Федоров Президент çак сăмахсемпе пуçланиех тишкерекен ыйтăвăн пысăк пĕлтерĕшне палăртрĕ-тĕр. Сăмах Чăваш Республикин 2010 çулхи тата планпа пăхнă 2011 тата 2012 çулсенчи бюджечĕ çинчен калакан саккуна улшăнусем кĕртесси тавра пычĕ.

    Улшăнусен сăлтавĕ кăмăллă: бюджет палăрмаллах пысăкланать - 2,2 млрд тенкĕлĕх. Президент палăртнă тăрăх, лару умĕн хушма укçана мĕнле тĕллевсемпе ярасси пирки Правительство пуçлăхĕпе, финанс министрĕпе самай çивĕч калаçу пулнă. Çапла ĕнтĕ, укçа тавлаштарать.

    Хушма укçа çăл куçĕсем ăçтан тупăннă-ха? Николай Васильевич малтанах промышленноç производстви ерипен çĕнĕрен вăй илме тытăннине палăртрĕ. Çакă предприятисен тупăшне те пысăклатать, бюджета та пуянлатать. Çапах тĕп тĕрев - кăрлач уйăхĕнчи пулăмсем. Тĕрĕсрех, кăрлачăн 25-мĕшĕнчи... Çав кун Шупашкара Раççей Правительствин пуçлăхĕ Владимир Путин килсе кайрĕ. Çавна май федераци бюджетĕнчен хушма укçа илмелли майсем çуралнă. "Çакна В.Путин пирĕн ĕçе тивĕçлипе хаклани те çирĕплетет, - терĕ Николай Васильевич. - Вăл кунта пулнă май эпĕ çивĕч ыйтусене çĕклерĕм, Правительство пуçлăхĕ пирĕн пуçарусене хушма финанспа пулăшма хатĕррине палăртрĕ”.

    Тĕслĕх вырăнне Президент çак кунсенче республикăна аванс шучĕпе 700 млн тенкĕ укçа килни çинчен пĕлтерчĕ. Çакă, вăл палăртнă тăрăх, "финанс министрĕшĕн Н.Смирновшăн та çухалса каймалла кĕтменлĕх” иккен. Мускавăн çак утăмне Н.Федоров ансат сăлтавларĕ: эпир РФ Правительствин пулăшăвĕпе тухăçлă усă курма пултаратпăр, мĕншĕн тесен укçа тăкакламалли правилăсене питĕ уçăмлă йĕркеленĕ.

    - Раштавăн 30-мĕшĕнче указ кăларса экологи хăрушсăрлăхне тивĕçтермелли питĕ пысăк йышăну турăмăр, - аса илтерчĕ Николай Васильевич. - Ку енĕпе тăракан тĕп ыйтусем пирки РФ Правительствин пуçлăхне пĕлтертĕм, вăл федераци министрĕсене çак указа пурнăçлама пулăшмашкăн пайăр хушусем пачĕ.

    Калăпăр, тасатакан биологи сооруженийĕсен реконструкцине хывакан инвестицисен калăпăшĕ кăçалах 900 млн тенкĕрен кая мар пулмалла. В.Путин Питтукассинчи çÿп-çап тăкмалли территори вырăнне çĕнĕ йышши полигон тумалли проекта ырланă - унăн хакĕ 1 млрд тенкĕ патнелле. Çавăн пекех Чăваш Енри шыв объекчĕсен мониторинг тытăмне сăнав майĕпе хута ямалла. Çакă Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар çыннисене ĕçмелли паха шывпа тивĕçтерессине гарантилеме май парĕ. Икĕ хулара республикăри халăхăн çурри пурăнать. Эппин, вĕсен сывлăхĕшĕн тăрăшни калама çук пысăк пĕлтерĕшлĕ.

    Сывлăх тенĕрен, Президент Чăваш Ен юлашки çулсенче медицинăра пысăк технологисене ĕçе кĕртес енĕпе нумай ĕçлени çинче чарăнса тăчĕ. Кăçал вара ку енĕпе "истори шайĕнчи” тепĕр утăм пулĕ: "Онкологи чирĕсенчен сиплекен медпулăшу пахалăх тĕлĕшпе çĕнĕ шая çĕкленĕ”. Çак тĕллевпе бюджетра тата 544 млн тенкĕ ытла хушăнĕ. Çулталăк тăршшĕпе вара ку тăкаксен виçи 711 млн тенкĕрен иртĕ. "Онкологи чирĕсемпе нушаланакан пин-пин çын пысăк технологисен шайĕнчи пулăшу илĕ. Чăваш Ен кăçал ку ыйтăва чи лайăх стандартсемпе татса парĕ”, - шантарчĕ республика ертÿçи. Çийĕнчен хайхи "технологиллĕ медпулăшăва” тивĕçтерессине пулăшма РФ Правительстви пире тата 45 млн тенкĕ пама йышăннă. Унсăр пуçне хÿтлĕхсĕр сийсене эмелпе тивĕçтерме уйăракан тăкаксен виçи те палăрмаллах пысăкланĕ. Асăннă йышра инвалид ачасем те пур. Çак тĕллевпе хушма 206 млн тенкĕ уйăраççĕ.

    Вăрттăнлăх мар, ачасен сывлăхне çирĕплетмелли мероприятисем тĕлĕшпе юлашки вăхăтра кăмăлсăрлăх пурччĕ. Унччен çак ĕç валли Федерацин социаллă страховани фончĕ укçа панă, халĕ уйăрмасть. "Паян вара çак ыйту тĕлĕшпе пăнчă лартатпăр, - терĕ Николай Васильевич. - Асăннă тĕллевпе тата 107 млн тенкĕ ытла уйăрма сĕнетпĕр. Çулталăкри тăкаксен виçи 166 млн тенкĕ урлă каçĕ. Унччен, кризисченхи лайăх çулсенче, ку виçе 133-134 млн тенкĕпе танлашнă”.

    Ытти сферăри тăкаксем те пысăкланаççĕ. Вĕсен шутĕнче Н.Федоров музыка училищипе унăн общежитине юсама, муниципалитет пĕрлĕхĕсен кĕнеке фончĕсене комплектлама, студентсемпе шкул ачисене чукун çул транспорчĕпе çÿремешкĕн çăмăллăх пама укçа уйăрасси çинчен пĕлтерчĕ. Общество инфратытăмне аталантарма та хушма ресурссем тупнă - 724 млн тенке яхăн. Çав шутра 340 млн тенкĕ - ялсене, çĕнĕ урамсене электрификацилеме. Тата 112 млн - физкультурăпа спорт объекчĕсене тума. Тăвай тата Патăрьел районĕсенчи шкулсен строительстви валли - 93 млн., Вăрмарти вокзала реконструкцилеме - 18 млн тенкĕ. Хушма 480 млн тенкĕ уйăрни çурт-йĕр строительствине вăй парĕ. Патшалăхăн пурăнмалли çурт-йĕр фондне аталантарма тата 50 млн тенкĕ хушни чылай çемьене тÿлевсĕр хваттерсемпе тивĕçтерме май парĕ. Агропромышленноç комплексĕ валли те хушма кĕмĕл пулать.

    Пĕтĕмпе вара 2010 çулхи бюджетăн тупăш пайĕ малтан палăртнинчен 3,5% пысăкланса 21820 млн тенке яхăн пулĕ, тăкаксем 10% чухлех ÿссе 25 млрд тенкĕ патнех çывхармалла. "Çакна пурнăçлама çăмăл мар, эппин, кам ĕçлеме пултарать, камăн ĕçлес кăмăл пур - пурин те вăй хумалла. Ĕçлес килменнисем пирĕн йышра çук. Е унашкаллисем пирĕн патра ĕçлемĕç...” - пĕтĕмлетрĕ Президент.

    Пĕрремĕш вице-премьер - финанс министрĕ Николай Смирнов юлашки вăхăтра бюджет тупăшĕсемпе çыхăннă ĕç-пуç аванланнине палăртнипе пĕрлех хăш-пĕр енĕпе уксахланине те пытармарĕ. Уйрăм çынсен тупăшĕнчен илекен налук калăпăшĕ пĕлтĕр чакнă, кăçал та сахалраххи сисĕнет. Пурлăхран налук илес тĕлĕшпе те ĕçлемелли пур. Бюджет тăкакĕсене палăрмаллах пысăклатнă май ку енĕпе çине тăмалли куç кĕрет.

    Министрсем бюджет саккунне улшăнусем кĕртес тĕлĕшпе пайăр сĕнÿсем пачĕç. Калăпăр, "тĕп строитель” Александр Гончаров республикăри çулсем тăрăх иртекен транспорт хатĕрĕсен йывăрăшне виçмелли куçса çÿрекен лаборатори туянмашкăн укçа ыйтрĕ - 3 млн тенке яхăн. Унăн 100 тоннăллă груз çĕклеме пултаракан кран туянассипе çыхăннă ыйтăвне те хирĕçлемерĕç. Унашкал кран çулсем çинче аварисем пулсан питĕ кирлĕ. Çул айккине сикнĕ, тÿнсе кайнă пысăк грузовиксене çĕклеме халиччен мостоотряд кранĕпе усă курнă, ку организаци вара халĕ урăх регионта ĕçлет - кран тĕлĕшпе ыйту тухса тăнă.

    Çапах вулакан хушма укçа кирлипе çыхăннă ыйтусем пурте çапла пĕр чăрмавсăр иртеççĕ тесе шутласа илчĕ тĕк - йăнăшать. "Тĕп финансист” Н.Смирнов хушма тăкаксем тĕлĕшпе "питĕ хытă” пулнине пурте пĕлеççĕ. Вăл çакна ку хутĕнче те çирĕплетрĕ. Физкультурăпа спорт министрĕ Анатолий Николаев тĕп хулари лаша спорчĕн шкулне Çĕнĕ Шупашкара куçарнă май тăкаксем пысăкланнине палăртса тата 2,5 млн тенкĕ кирли çинчен каларĕ. Н.Смирнов хирĕçлерĕ: "Сирĕн унта тÿлевлĕ пулăшу ĕçĕсем те пулаççĕ вĕт. Тăхтар...” А.Николаев укçа мĕн тума кирлине ăнлантарнине те йышăнмарĕ. Çийĕнчен Н.Федоров та сăмах хушрĕ: "Лаша спортне кăмăллакансем пурах-тăр. Вĕсене спонсор шучĕпе явăçтармалла. Тутарстанра лаша спорчĕ вăйлă аталаннă, пĕтĕмпех спонсорсен укçипе тытса тăраççĕ - вун-вун миллион тенкĕ”. Çавна май ял хуçалăх тата спорт министрĕсене ку енĕпе ĕçлеме сĕнчĕ. "Спонсорсем тупайманни эсир хăвăрăн должноçсене тивĕçтерменнине çирĕплетĕ...” - тесе асăрхаттарма та манмарĕ.

    Промэнергомин ыйтăвĕ те хивре калаçу çуратрĕ. Президентăн иртнĕ çул вĕçĕнче ялсемпе çĕнĕ урамсене электрификацилессине хăвăртлатма кăларнă указне пурнăçламашкăн ахаль те самай пысăк укçа уйăраççĕ-ха. Министерство вара электролинисене проектлама кирлĕ тăкаксен пĕр пайне саплаштармашкăн тата темиçе миллион тенкĕ уйăрма сĕнет. Аслати кĕрлесси Н.Смирновран пуçланчĕ. Вăл энергетиксем ахаль те пысăк тупăш илни çинчен аса илтерчĕ, укçана хайхи тăкаксем валли яма та юрать... Темăна Н.Федоров çийĕнчех ярса илчĕ: "Энергетиксен аппетичĕ ытла та пысăк. Эпир ялсемпе урамсене электрификацилеме пулăшас терĕмĕр - вĕсем кĕсйисене сарса та хучĕç. Аппетита чакармалла. Асăннă ĕç валли укçа уйăрасси - энергетиксен тата муниципалитетсен пĕрлехи ĕçĕ. Ку проектсемпе вĕсен ĕçлемелле. Пысăк услам тăвас кăмăла пусармалла. Энергетиксем хăйсен тупăшне илеççех. Анчах - халех мар, каярахпа, электрификаци хыççăн. Промэнергомин акă камсене лоббилет иккен! Ĕçлĕр, вĕсен тупăшĕпе усă курăр. Энергетиксем çав тупăша Чăваш Енри потребительсенчен илеççĕ, унăн пĕр пайĕпе электрификаци ĕçĕнче усă курмалла”.

    Пĕр сăмахпа, йĕмен ачана чĕчĕ паманни паллă, анчах йĕни те яланах вырăнлă мар иккен. Чи малтанах куççуль сăлтавлă пулмалла.

    • Николай Коновалов
    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 581 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 2.8/10 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)