Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Нарăс 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Паянхи шкул ачин ятарлă тум-тир пулмалла-и?
Пурĕ миçе ответ: 15
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Ытларикун, 26.11.2024, 09:37
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2010 » Нарăс » 6 » Минтимер ШАЙМИЕВ: «КУ ЫЙТĂВА ЭПĔ ТАХÇАНАХ ТАТСА ПАНĂ»
    Минтимер ШАЙМИЕВ: «КУ ЫЙТĂВА ЭПĔ ТАХÇАНАХ ТАТСА ПАНĂ»
    16:34
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Вун тăхăр çул пĕр улшăнми Тутарстан республикин ертӳçинче тăрăшнă хыççăн иртнĕ эрнере Минтимер Шарипович Шаймиев март уйăхĕнче Президент вырăнне хăварасси пирки пĕлтерчĕ. Çак хыпар пурне те хумхантарчĕ пулмалла. Тутарстан суверенлă республика пулса тăнăранпах ун умĕнче Минтимер Шаймиев тăнă-çке. Ăслă, çивĕч туйăмлă, пысăк тавракурăмлă, пуян опытлă политик пулнă май, Минтимер Шарипович çак хушăра Тутарстана кая юлса пыракан субъектсен шутĕнчен туртса кăларса вăйлă аталану çулĕ çине тăратрĕ. Çапла, пирĕн нефть пур, анчах çут çанталăк ресурсĕсемпе пĕлмесĕр усă курсан экономикăна çирĕплетеймĕн. Тутарстан çирĕпленсе ура çине тăрсан ТР Президенчĕн тимлĕхĕ социаллă сфера çине куçрĕ. Çак тапхăрта республикăра мĕн чухлĕ социаллă программа хута кайнине пурте пĕлетпĕр. Ялта çуралса ӳснĕ Минтимер Шариповичшăн ял хуçалăхĕ те яланах малти вырăнта пулнă. Ял хуçалăхне инвестицисем хывма çул уçса пани чылай йывăрлăхран тухма пулăшрĕ. Çак çĕнĕлĕхпе килĕшменнисем те пулчĕç, паллах, анчах вырăнти çитменлĕхсем ытларах ку чухне совеçĕ тасах мар инвесторсемпе çыхăннă. Президентăн тепĕр ăслă утăмĕ – республика экономикине Раççей, тĕнче шайĕнчи мероприятисене ирттерсе çирĕплетесси пулчĕ. Çакă Тутарстан ятне чикĕ леш енне те илсе тухма май пачĕ. Унăн çимĕçĕ – Тутарстан Республики чылай ют çĕршывпа экономикăлла, культурăлла хутшăнусем йĕркелени. Минтимер Шарипович хыттăн калама, çирĕппĕн асăрхаттарма пултарнипе пĕрлех пысăк чĕреллĕ, ăшă чунлă çын. Ку вăл çынсемпе мĕнле калаçма пултарнинчен курăнать. Ваттипе те, вĕттипе те сăмах килтерет вăл. Ахальтен мар пуль халăх ăна ăшшăн Бабай тесе чĕнет. Çавăнпа нумайăшне Шаймиевпа танлашма пултаракан урăх çук пек туйăнать. Вун тăхăр çул хушшинче хăнăхса çитнипе Шаймиева Президент пек мар курма йывăр.
    Анчах факт – Минтимер Шаймиев РФ Президентне Дмитрий Медведева çитес суйлавра ун кандидатурине шута илмелле мар тесе каланă. «Çамрăк политиксене хăйсене тĕрĕслеме çул памалла тесе шутлатăп», – тенĕ вăл Раççей Президентне.
    «Эсир регион аталанăвĕшĕн питĕ нумай ĕçлерĕр, Тутарстан паян социаллă экономика аталанăвĕпе çĕршыв лидерĕсен шутне кĕрет», – тенĕ Дмитрий Анатольевич Минтимер Шариповича тав туса. Ун хыççăн вăл Тутарстан Президенчĕ пулма Рустам Минниханов кандидатурине сĕннĕ. Сас-хура тăрăх, хальлĕхе Тутарстанăн çĕнĕ Президенчĕ кам пулассине çĕршывра икĕ çын пĕлеççĕ – Дмитрий Медведевпа Владимир Путин, паллах, хăйсен шухăшне вĕсем Минтимер Шаймиевпа канашламасăр çирĕплетмен. Рустам Минниханов пирки калас пулсан, декабрь уйăхĕнче ăна виçĕ çынран тăракан кандидатсен списокне кĕртнĕ, май килсен журналистсем çак хыпара илтсен Премьер-министр хăйне мĕнлерех туйнине ыйтнă. «Лăпкăн. Эсир пĕлетĕр вĕт кун пек япаласем çине эпĕ тимлĕх уйăрманнине. Çыннăн хăйне шанса панă вырăнта лайăх ĕçлеме тăрăшмалла», – тенĕ вăл кĕскен.
    Минтимер Шаймиев вара хăй Президент вырăнĕнчен каяс шухăшлине пĕлтерме пресс-конференци пуçтарчĕ. Унта вăл çак йышăнăва тахçанах тунине каларĕ. 2005 çултах вăл хăйне полномочисемпе тивĕçтерессинчен хăтарма ыйтнă. Ун чухнехи Президент Владимир Путин ăна тепĕр срока юлма ыйтнине эпир астăватпăр-ха.
    «Çулсем хăвăрт иртеççĕ, манăн çулсенче вара пушшех те чупаççĕ. Тав Турра, мана çирĕп сывлăх панăшăн. Президентран каясси сывлăхпа çыхăнман», – терĕ Минтимер Шарипович журналистсен ыйтăвне хуравласа. Анчах килте лăпланса ларма ĕмĕтленмест Минтимер Шаймиев. Тивĕçлĕ канура та вăл республикăна усăллă пулма шухăшлать. Хăй каланă тăрăх, унăн тахçанхи ĕмĕчĕ – Пăлхарти тата Сĕве утравĕ çинчи историпе культура заповедникĕсене çĕнĕрен чĕртсе ярасси. Шăп çак ĕçсемпе аппаланма шутлать вăл Президентран кайсан.
    ■ Ирина ТРИФОНОВА ("Сувар" хаçат).

    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 665 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 2.0/13 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)