Организмра пухăнакан тăвара ирĕлтермелли меслетсем пайтах. Мана хĕвел çаврăнăш тымарĕнчен тунă чей лайăх пулăшрĕ. Çавăнпах кăçал пахчана хĕвел çаврăнăш нумай акрăм – пăхма та киленӳ, сипленме те шеп кăна. Тымарсене çапла хатĕрлемелле: чакаласа кăлармалла, хулăн пайне çăмламас тымарĕсенчен тасатмалла, çуса хĕвел ӳкмен çĕрте типĕтмелле. Чей тăвас умĕн тымара вĕтететĕп. 3 литр шыв валли 1 стакан типĕтнĕ тымар илетĕп. Вĕреме кĕрсен 1-2 минут вĕрететĕп те марля витĕр сĕрсе илетĕп. Анчах тымарсене пăрахмастăп. Чее 2-3 кунра ĕçсе яратăп та çак тымарсенех тепĕр хут вĕрететĕп, анчах хальхинче ытларах вăхăт – 5 минут. 3 литр чее татах 2-3 кун ĕçетĕп. Виççĕмĕш хут та чее çав тымарсемпех хатĕрлемелле, анчах 10-15 минутран кая мар вĕретмелле. Тепрехинче чей хатĕрленĕ чух «çĕнĕ» тымарсем илмелле, вĕсемпе те виçĕ хут усă курмалла. Тăварсем организмран икĕ эрнерен кăна тухма пуçлаççĕ, чее вара пĕр уйăх ĕçмелле. Сиплĕ чей ĕçнĕ чух «çивĕч», тăварлă апат çимелле. Вăхăтлăха вегетарианецсен апачĕ çине куçсан тата лайăхрах. Çак вăхăтра типĕтнĕ улма-çырла çиме тăрăшмалла (организм çухатакан усăллă тăварсемпе пуянланать). Çакăн пек процедурăсене эпĕ çулталăкра икĕ хут ирттеретĕп. Çурăм шăмми те, сыпăсем те аптратмаççĕ. Эсир те ман меслетпе усă курса пăхăр. Врач шухăшĕ: Хĕвел çаврăнăшĕн тымарĕсем чăнах та организмри веществосен ылмашăвне лайăхлатаççĕ. Анчах виçине пĕлмесĕр хăтланни ырри патне çитермест – шĕвеке 1 уйăхран ытла ĕçмелле мар. ■ М.Збруева. Елабуга хули.
Çыпăçтарнисем: |