Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Юпа 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
262728293031
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Раççейри чăвашсен хăйсен ирĕклĕ патшалăхне йĕркелеме ирĕк пур-и?
Пурĕ миçе ответ: 18
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Юнкун, 18.12.2024, 21:12
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2009 » Юпа » 13 » Минтимер ШАЙМИЕВ: «ПАРИТЕТА УПРАМАЛЛА»
    Минтимер ШАЙМИЕВ: «ПАРИТЕТА УПРАМАЛЛА»
    19:06
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Кризис Тутарстан айккипе пырать: центртан килекен укçа юхăмĕ татăлмасть, ĕçсĕрлĕх лару-тăрăвĕ те çĕршывринчен самай аван, регионти пĕтĕмĕшле тупăш (ВРП) чакнин прогнозĕ 3 процент çеç. Шаймиев Президентăн хăйĕн соципотекипе шкулсенче тутар чĕлхине лăпкăн сыхласа хăварма майсем пур. 
    Кăçал çулла Санкт-Петербургра иртнĕ экономика форумĕнче Минтимер Шаймиев журналистсене 2010 çулта хăйĕн полномочийĕсем вĕçленсен урăх влаçра юлмасси çинчен пĕлтернĕ. Палăртмалла, республикăра шăпах Президент тăрăшнипе темиçе пысăк проект пурнăçланса пырать. Тĕслĕхрен, вĕсенчен пĕри урăх нихăш регионта та çук проект – социаллă ипотека, кăçал çак программăпа 40 процент çурт-йĕр тумалла, тата вырăнти тавар тăвакансене тĕрев памалли мерăсен комплексĕ. 
    Вăл влаçпа сывпуллашас тенине халăх лăпкă йышăнчĕ. Аналитиксен пĕр пайĕ çакна политика маневрĕ тесе те каларĕ. Регион пуçлăхĕ çакна Кремльтисем шухăша кайччăр тесе юри каланă имĕш: кризис пынă вăхăтра çĕршывăн чи тĕреклĕ регионĕнче çакнашкал пысăк улшăнусем кирлĕ-и вĕсене? Анчах 2008 çулхи сентябрьте Президентăн ун чухнехи пресс-секретарĕ Ирек Муртазин хăйĕн блогĕ урлă сарнă Шаймиев вилнĕ текен хыпар вара нумай шăв-шав çĕклерĕ, пĕр-икĕ кунлăха ĕçе те чарса тăчĕ темелле: çынсем хыпара пĕр-пĕрне пĕлтерчĕç, вăл тĕрĕссипе тĕрĕс маррине, енчен те – Тур сыхлатăр – тĕрĕс пулсан малашне мĕн пулассине сӳтсе яврĕç. Урăхла каласан халĕ республикăри ĕçлĕ çынсемпе халăх мĕнрен шикленни паллă ĕнтĕ. 
    ХУСАНА УНИВЕРСИАДА ХĂТАРАТЬ
    Пĕлтĕр кĕркунне пире асăрхаттарчĕç: кризис вăйлă, экономика енчен аталаннă, экспортшăн ĕçлекен регионсене пырса тивет. Йăлтах Тутарстан çинчен. Ăçта вара кризис? Кăçалхи июльте республикăра 60 пине яхăн ĕçсĕр çынччĕ, Самарпа Свердловск облаçĕсенче 2-2,5 хут ытларах. Пĕр çын пуçне тупăш калăпăшĕ тата вăтам ĕç укçи, 2008 çулхи пĕрремĕш çур çултипе танлаштарсан, ӳснĕ. Потребитель хакĕсен индексĕ вара, кăштах – 6,3 процента ӳсрĕ пулсан та – Атăлçи тăрăхĕнче чи пĕчĕкки. 
    Кризис кризис-ха та, анчах хальхи ăнăçăвăн сăлтавĕ – Сочири Олимпиадăна тата унăн генеральнăй репетицине – Хусанти Универсиадăна – çӳллĕ шайра ирттерессинче. Апла-тăк хуласен те йĕркеллĕ-тирпейлĕ пулмалла. Çапла вара Тутарстана тĕп хăрушсăрлăх «минтерĕпе» малашлăха витĕр курса тăракан республика влаçĕ кризис пуçланиччен самай малтан, 2007 çулта Хусанта Студентсен спорт вăййисене ирттерме ирĕк çĕнсе илес тесе кĕрешме пуçланă чухнех тивĕçтернĕ. Пĕлтĕрхи май уйăхĕнче Студентсен спорчĕн халăхсен хушшинчи федерацийĕ (FISU) пирĕн майлă йышăну турĕ. Халĕ ун çимĕçĕпе киленетпĕр. Кăçал республика федераллă бюджетран çурт-йĕр фондне тĕпрен юсама 5 миллиард тата Универсиада объекчĕсем валли 7 миллиард тенкĕ ытла илнĕ. 
    Сентябрь пуçламăшĕнче Тутарстан Республикин пуçлăхĕпе тĕл пулнă чух Премьер-министр Владимир Путин тепĕр ырă хыпар пĕлтерчĕ: «Универсиадăна хатĕрленес ĕçсене ирттерме эпĕ 2009 çулта тата 4 миллиард тенкĕ уйăрма йышăнтăм». Çавăн чухнех çитес çул республика спорт объекчĕсем тума, инфраструктурăна хута яма тата 10 миллиард тенкĕрен кая мар илесси паллă пулчĕ. 
    СОЦИПОТЕКА: ÇУРТ-ЙĔР ХĂЙ ХАКЛĂХĔНЧЕН ЙӲНĔРЕХ
    Тутарстан темиçе çул ĕнтĕ çурт-йĕр туса хута ярассин калăпăшĕпе малта пырать. Строительствăна Минтимер Шаймиев 1996 çултах приоритетсен шутне кĕртнĕччĕ, ун чух республикăра Президент пуçарнипе юхăннă çурт-йĕре пĕтерес программа ĕçлеме пуçларĕ. 2004 çулта ăна социаллă ипотека программи ылмаштарчĕ. Асăннă программăпа кăçал 800 пин тăваткал метр çурт-йĕр хута ямалла. Ку ТР Президенчĕ çумĕнчи Патшалăх çурт-йĕр фондне взноссем тӳлекен социаллă сферăра тата предприятисенче ĕçлекенсем, ялта пурăнакансем,çамрăк çемьесем валли Тутарстанра шухăшласа кăларнă проект. Çак взноссемпе республикăри строительство компанийĕсене тара тытса çурт-йĕр тăвать те Патшалăх çурт-йĕр фончĕ. 
    Республика территорийĕнче ĕçлекен предприятисем Патшалăх çурт-йĕр фондне хывма тивĕçлĕ налога «вырăнти хушма налог» тесе ят панă, кризис вăхăтĕнче тăкаксене оптимизацилесси республикăпа пурлăх хуçисем хушшинче чăрмав пулса тăчĕ. Тĕслĕхрен, 2009 çулта «Альфа-банк» укçа куçарма пăрахнă. «Эпир патшалăх умĕнчи пур тивĕçе те пурнăçлатпăр, анчах та банк çине социаллă тивĕçсем çакасси пирки сăмах хускатсан эпир çакăн пек йышăнусем çине питĕ тĕплĕн шухăшласа пăхатпăр», – хăйĕн шухăшне пĕлтернĕ «Альфа-банкăн» правленийĕн председателĕ Рушан Хвесюк.
    Хăш-пĕр предприятисем программăран тухнă пулсан та Патшалăх çурт-йĕр фончĕн официаллă отчечĕ позитивлă: программăна хутшăнакансен йышĕ 200 юридически сăпат таран ӳснĕ, укçа куçарасси те планра палăртнинчен кая мар. Анчах чăннипе сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне укçа пухăнасси предприятисем шантарнин 60 проценчĕпе çеç танлашнă. Социаллă ипотека программипе çӳлерех асăннă категорисене кĕрекенсем 7 процент ставкăпа çурт-йĕр туянса ăна 28,5 çул таранччен тӳлеме пултараççĕ. Тăваткал метр хакне кашни çул çирĕплетеççĕ – кăçал вăл 22 пин тенкĕпе танлашать. Патшалăх çурт-йĕр фончĕн заказĕпе ĕçлекен строительсем çак хака тĕпе хурса ĕçлеме тивĕç те. Анчах рынокра ку лару-тăру пирки пĕрре мар çакă строительство хăй хаклăхĕнчен та сахалрах тесе каланă. «Хусанта кирпĕч çуртри хваттерĕн пĕр тăваткал метрĕн чи йӳнĕ хакĕ 33 пин тенкĕ», – пĕлтерет «Солнечный город» компанин директорĕ Павел Кострикин.
    Строительсен шухăшне ТР строительство, архитектура тата ÇКХ министрĕ Марат Хуснуллин та çирĕплетет: « Тăваткал метршăн 22 пин тенкĕ – кун пекки çĕршывра та урăх çук! Эпир ăна кризиса пула унчченхи пекех хăвартăмăр, стройматериал хакĕсем вара самай малалла кайрĕç. Эпĕ питĕ йывăрпа килĕшрĕм çак хакпа, ара, нумай строительсене кăткăс лару-тăрăва кĕртсе ӳкеретпĕр вĕт». Августра «Деловой квартал» журнала панă интервьюра министр çак хак республикăри строительство комплексне упраса хăварма май парать, анчах аталантармасть тесе каласа панăччĕ. Ун шучĕпе, тăваткал метр хакне 26,5 пин тенкĕ таран хăпартсан тĕрĕс пулĕччĕ. 
    Апла пулин те çурт-йĕр хакне тата программăна хутшăнакансене хăйсен тивĕçĕсене пурнăçлаттарассинче Президент кăçал улшăнусем йышăнасшăн мар: «Президент çумĕнчи Патшалăх çурт-йĕр фондне взноссем вăхăтлă тӳлес ыйтăва никамăн та сӳтсе явма ирĕк çук. Хушнине пурнăçламалла!»
    ВЫРĂНТИСЕМ КИЛĔШӲСЕН КОНТРОЛĔ УРЛĂ МАЛАЛЛА КАЙНИ
    Кризиса хирĕçле мерăсен тепĕр паллă саманчĕ – вырăнти производителе тĕрев пани. Тутарстан пуçлăхĕ республикăри компанисем продукцие хамăрăннисенченех илччĕр тесе пĕрре мар калаçнă. Регион экономикишĕн тупăш пуласси куçкĕрет: кайран ĕç укçине çаврăнакан налогсем те, компанисен тупăшĕ те регионта юлать-çке. Кăçалхи çуркунне республика пуçлăхĕн хăйĕн идейине пурнăçлама чăн-чăн хатĕр тупăнчĕ – электронлă таварпа информаци системи (ЭТИС). Ку пуриншĕн те уçă интернет-площадка, унта тĕп юсав тата Универсиада объекчĕсен килĕшĕвĕсен каталогĕсене вырнаçтарнă. Çавăн пекех федераци нушисем валли аукционсем ирттереççĕ. ЭТИСăн тĕп тĕллевĕсем: йӳнĕреххине суйласа илсе бюджет ресурсĕсене перекетлени тата вырăнти тавар тăвакансене тĕрев пани. «Енчен те вырăнти объектăн подрядчикĕ тавара рынокринчен хаклăрах хакпа туянать, çитменнине вырăнти тавар тăваканран та мар – унран мĕншĕн тесе ыйтаççех», – ăнлантарать Патшалăх заказĕ, инвестицисем тата регионсем хушшинчи çыхăнусем енĕпе ĕçлекен агентствăн генеральнăй директорĕ Яков Геллер. 
    ТР Патшалăх Канашне чĕнсе каланинче Минтимер Шаймиев бюджет тата корпораци шучĕпе тăвакан суту-илӳ республикăри электронлă суту-илӳ площадкинче иртмелли çинчен каларĕ. Контрольсĕр пуçне çакă вырăнти тавара Раççей тата чикĕ леш енчи рынока тухма май парать, мĕншĕн тесен ЭТИС регионсем хушшинчи площадка пек ĕçлет. 
    ВĂЙ КĂТАРТНИ
    Федераллă центр ялан тĕрев пани Тутарстана хăйĕн никама пăхăнманлăхне тата хăйне евĕрлĕхне палăртма чăрмантармасть. Иртнĕ çулла Президент Тутарстан Республикин Патшалăх наци политикин концепцине йышăнчĕ, вăл, ун сăмахĕсемпе, «Тутарстанăн халăхсемпе ĕçлессинчи опытне тата пирĕн тĕллевсене питĕ уççăн кăтартса парать».Документра çырнă тăрăх, Тутарстанăн тулашри тата шалти политики наци ыйтăвĕсене татса парас, республикăра тата ун тулашĕнче нацисемшĕн тулли пурнăç туса парас енĕпе ĕçлет. 
    Минтимер Шаймиев маларах регионăн культура интересĕсене хӳтĕленине те палăртмалла. Вăл 2007 çул вĕçĕнче наци чĕлхисене упраса хăварма тата аталантарма законлă гаранти паман, федераллă закона йышăнасси çине питĕ тимлĕн пăхрĕ. 
    «Енчен те Тутарстанра Конституци тăрăх вырăс тата тутар чĕлхисем пĕр тан патшалăх чĕлхисем пулсан маншăн хушакан правилăсене еплерех пурнăçласси ăнланмалла мар. Паритета пăсса кам пире тăван чĕлхе сехечĕсене чакарма хушаять? – тарăхнине пытарман Минтимер Шаймиев. – Эпир федеративлă патшалăхра иккĕмĕш сортлă халăхсем тăватпăр пулса тухать-çке капла. Эпир вара хамăр мăнаçланакан тăнăçлăха, нумай нациллĕ Раççей Федерацийĕнче çирĕплĕхе пăсма пултараймастпăр». 
    Республика Президенчĕ çирĕп позици йышăнчĕ: енчен те ыйтăва татса памасан, Тутарстан вĕрентĕвĕн çĕнĕ стандарчĕсем çине куçмасть. ТР Патшалăх Канашĕ регион компонентне тавăрма сĕнчĕ, çак пуçарăва Раççейĕн 21 субъекчĕ ырларĕ. «Эпир çак ыйтăва РФ Патшалăх Думи пăхса тухасса шанатпăр. Унсăрăн пирĕн Конституци судĕнчен пулăшу ыйтма тӳр килет, урăхла çул çук», – терĕ Тутарстан пуçлăхĕ. 
    Çав вăхăтрах Тутарстан Республикинче 2010 – 2015 çулсенче вĕрентӳ системине аталантаракан патшалăх комплекслă программине хатĕрлесе çитерчĕ. Президент хăй ертсе пыракан комиссин пĕрремĕш ларăвĕ кăçалхи июлĕн 14-мĕшĕнче Хусан Кремлĕнче иртрĕ. Вĕрентĕве реформăлассине инновациллĕ йышăнусем çинче никĕслеме, стратегин презентацине çитес тĕлпулура ирттерме калаçса татăлчĕç. 
    Никама пăхăнман патшалăх политикипе çыхăннă ыйтусенче çирĕп позицире тăни, экспертсен шучĕпе, Тутарстан Президенчĕ Кремль умĕнче хăйĕн авторитетне кăтартасшăннине пĕлтерет. «Ман шутпа Шаймиев ун хыççăн юлма Кремль ют çынна сĕнесрен шикленет», – ăнлантарать Наци стратегийĕн институчĕн президенчĕ Станислав Белковский. Политолог шучĕпе, Кремль Минтимер Шаймиева влаçра хăйнех юлма ыйтать е вăл сĕннĕ çынна Президент пулма çирĕплетет. 
    МИНТИМЕР ШАЙМИЕВ
    Тутарстан Республикин Президенчĕ
    1937 çулхи январĕн 20-мĕшĕнче Тутарстан Республикинчи Актаныш районне кĕрекен Аняково ялĕнче çуралнă.
    Пĕлӳ: 
    1959 çулта Хусанти ял хуçалăх институтне пĕтернĕ.
    Карьера:
    Ял хуçалăхне механизацилес облаçра ĕçленĕ.
    1969 – 1983 çулсенче – ТАССР мелиораци тата шыв хуçалăхĕн министрĕ;
    1983 – ТАССР Министрсен Канашĕн Председателĕн пĕрремĕш çумĕ;
    1983 – 1985 – КПСС Тутар обкомĕн секретарĕ; 
    1985 – 1989 – ТАССР Министрсен Канашĕн Председателĕ;
    1989 – 1990 – КПСС Тутар обкомĕн пĕрремĕш секретарĕ;
    1990 çулта ТАССР Аслă Канашĕн Председательне суйланă. Çав çул Тутарстан Республикин Патшалăх суверенитечĕ çинчен калакан декларацие йышăннă;
    1991 çулхи июнĕн 12-мĕшĕнче Тутарстан Республикин пĕрремĕш Президентне суйланă; 
    1996 çулхи мартăн 24-мĕшĕнче тата 2001 çулхи мартăн 25-мĕшĕнче ăна республика пуçлăхĕ пулмах суйланă;
    1994 – 2001 – РФ Федераллă Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕ;
    2005 çулхи мартăн 25-мĕшĕнче ТР Патшалăх Канашĕ Раççей Президенчĕ Владимир Путин сĕннипе каллех Шаймиева Президент полномочийĕсене панă.
    Патшалăх наградисем:
    1966 – Ленин орденĕ;
    1971 – Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ;
    1976 – Октябрь Революцийĕн орденĕ;
    1987 – Халăхсен туслăхĕн орденĕ;
    1997 – II степеньлĕ «Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден;
    2007 – I степеньлĕ «Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден тата ытти те.
    Çемье:
    мăшăрлă, икĕ ывăл.
    ■ Наталья ШТЕЛЕ.
    «Деловой квартал».
     

    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 752 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 2.5/24 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)