Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Чӳк 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
30
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Раççейри чăвашсен хăйсен ирĕклĕ патшалăхне йĕркелеме ирĕк пур-и?
Пурĕ миçе ответ: 18
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Шăматкун, 14.12.2024, 17:04
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2009 » Чӳк » 27 » В.Л.Мутко: «ПРЕЗИДЕНТ ТĔРĔС АСĂРХАТТАРЧĔ»
    В.Л.Мутко: «ПРЕЗИДЕНТ ТĔРĔС АСĂРХАТТАРЧĔ»
    19:39
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    «Раççей – спорт çĕршывĕ» форум çулсерен пулакан мероприяти. Вăл спортри актуаллă ыйтусене татса пама, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашма май парать. Çитес форумра пĕр çавра сĕтел те пулин çулталăк хушшинче спортпа физкультура сферинче тунă пĕтĕмлетӳсемпе çыхăнсан питĕ лайăх пулмалла. Хальхинче эпир ытларах мĕн тумалли пирки калаçрăмăр.
    Юлашки çулсенче халăх спортпа ытларах интересленни курăнать, çавна май спорт объекчĕсен шутне ӳстерме тивет. Ăмăртусен шучĕ ӳсет, тĕнчери спорт аренинче конкурентлăха эпир çухатман-ха. Пирĕн 14 аслă шкул, 5 наукăпа тĕпчев центрĕ. Анчах спорт отраслĕ халăх пурнăçне лайăхлатма пулăштăр тесен нумай ĕç пурнăçламалла. Спорт приоритетлă отрасльсен шутне кĕнине Раççей Президенчĕ те çирĕплетрĕ. Спорт инфраструктури çĕршыв регионĕсенче пĕр пек аталанмалла. Анчах, шел пулин те, Федерацин физкультурăпа спорта аталантарассин тĕллевлĕ программине 42 регион кăна хутшăннă. Ыттисем пачах урăх шухăшпа пурăнаççĕ апла? 
    Форумра ача-пăчасемпе çамрăксен спорчĕ пирки нумай калаçрĕç. Унăн ăнлавĕ массăлла спорт ăнлавĕнчен пач улшăнса тăрать. Паян пирĕн пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкулсенче физкультура системине йăлт çĕнетмелле. Чи малтан вăл ачасемшĕн интереслĕ пултăр, ăмăртусем комплекслă пулмалла. Спортăн вăйăллă тĕсĕсене кĕртмелле. 
    Иккĕмĕш пысăк ыйту спорт резервне хатĕрлессин системине çĕнетессипе çыхăннă. Пысăк кăтартусен спортĕнче 3000 яхăн спортсмен, хĕллехи спорт тĕсĕсемпе наци сборнăйĕсен кăтарту динамикине пăхса тухар-ха. Ĕçтешсем, кама хатĕрлетпĕр эпир? Енчен те çак система сывлăха çирĕплетмешкĕн кăна ĕçлет-тĕк, ку енĕпе эпир пысăк кăтартусем тăваймастпăр. Критерисене улăштармалла. Ятарлă спорт шкулĕсенчен пирĕн çурри вĕрентӳпе наука, тепĕр çурри спортпа туризм министерствинче тăраççĕ. Спорт шкулĕсен спорт федерацийĕсене пăхăнса тăмалла, унта методика центрĕ, спорт медицини тĕпленмелле. Кун пирки пленарлă ларура нумай калаçрăмăр. Канаш сĕнӳсемпе килĕшрĕ, халĕ палăртнă тезиссене пурнăçа кĕртме пуçламалла. Виççĕмĕш проблема сывлăхлă пурнăç йĕркине пропагандăлассипе çыхăннă. Ку енĕпе япăх ĕçлетпĕр. Ăçта пирĕн наука? Халăха наука тĕпчевĕсем çинче никĕсленнĕ пĕлӳ памалла. Сывлăхлă пулас тесен этеме мĕн чухлĕ нагрузка кирли çинчен хăçан калаçма пуçлатпăр? Спортсменсен ырă тĕслĕхĕсемпе паллаштармалла. Çамрăксенче интерес çуратмалла. Хăш-пĕр çĕре килетĕн те стена çинче ют çĕршыв спортсменĕсен портречĕсене куратăн. Пирĕн хамăрăн та пур. Сахал мар. 
    Форумра çитес пысăк ăмăртусене пысăк тимлĕх уйăртăмăр. Умра Ванкуверти Хĕллехи Олимпиада, Халăхсен хушшинчи олимпиада комитечĕ хатĕрлекен ача-пăчасемпе çамрăксен ăмăртăвĕсем. Кунта манăн акă мĕн калас килет. Ылтăн медаль çĕнсе илес тесен нумай çĕршыв хăйсем патĕнче вăйлă аталаннă спорт тĕсĕсене олимпиадăсемпе чемпионатсене кĕртме тăрăшать. Пирĕн те тăрăшмалла. Хамăр патра лайăх аталаннă спорт тĕсĕпе пиртен никам та иртсе каяймасси куçкĕрет. Ыттисем пултарнипе эпир халь олимпиадăра керлингпа ăмăртатпăр. Ку политика. Çавăнпа тĕнчери спорт организацийĕсенче пирĕн вăйлă управленецсем пулмаллах. Ванкувера эпир оптимистла кăмăлпа кĕтетпĕр. Раççей сборнăйĕ хĕллехи 12 спорт тĕсĕпе конкурентлă. Лидерсен ретне лекме шанăçсем пур. Халĕ эпир йĕлтĕр спортне вăйлатассипе ĕçлеме пуçларăмăр. Эпир çурçĕр çĕршывĕ, пирĕн хамăрăн йăла-йĕркесене манмалла мар, йĕлтĕр спорчĕпе кайра пулни намăс. Биатлонпа эпир вăйлă. Конькипе чупасси аталанса пырать. Хоккейпе ăмăрту вирлĕ пуласси паллă. 
    Виталий Мутко пленарлă ларура тухса калаçнă чухне ача-пăчасемпе çамрăксен тренерĕсен ĕç укçи питĕ те пĕчĕкçĕ пулнине асăннăччĕ (6 пин тенкĕ). Ашшĕ-амăшĕсен шучĕпе пĕчĕк ĕç укçи илекен тренер хăй тивĕçĕсене сӳрĕккĕн пурнăçлать, ку вара тӳрреммĕнех ачасене пырса тивет. Çавăнпа хăш-пĕри ачисене спорт шкулĕсене пама тăхтаса тăрать. Виталий Мутко пресс-конференцире кун пирки çапла каларĕ. 
    Темиçе çул каялла эпир полномочисене пайласси пирки закон йышăннăччĕ. Пĕлтĕртен тариф сеткисемпе ĕçлеме пăрахнă, ĕç укçи тӳлесси кашни отрасльтен хăйĕнчен килет. Раççей субъекчĕсенчен 53 проценчĕ ĕç укçи чăнах та 6000 тенкĕрен иртмен. Çав вăхăтрах 150 пин тенкĕ илекен тренерсене те пĕлетпĕр. Çавăнпа кунта стандартсене пăхăнма çирĕппĕн ыйтасси пирки сăмах пырать. Ача-пăчасен спорт шкулĕсен пĕр управлени системине пăхăнмала. Ун чухне ĕç укçи ыйтăвне татса пама меллĕрех пулать. 2010 çулхи бюджета ку енĕпе улшăнусем кĕртме шутланă. 
    Физкультура урокĕсем пирки. РФ вĕрентӳпе наука министрĕ Андрей Фурсенко ларура спорт менеджерĕ пекех калаçрĕ. Тинех эпир пĕр чĕлхепе калаçма пуçларăмăр ахăр. Раççей шкулĕсенче 13 миллион ача вĕренет. Физкультура урокĕсен стандарчĕсем туптанса çитнĕ теейместĕп. Вĕрентӳпе наука министерствин проекчĕсем мана тивĕçтермерĕç. Ман шутпа, физкультура воспитанийĕн тĕллевĕ – ачана сывă пурнăç йĕркине тытса пыма вĕрентни. Урам воспитанийĕн конкурентлăхĕ вăйлă, пирĕн тата вăйлăрах пулмалла. 
    Президент пире тĕрĕс асăрхаттарчĕ. Федерацисене профессионалсем ертсе пымалла. Мĕншĕн? Эпир халăхсен хушшинчи спорт организацийĕсенче хамăрăн авторитета çухатрăмăр. Час-часах конференцисемпе ларусене федераци президенчĕсем хăйсен представителĕсене яраççĕ, паллах, пысăк полномочисем вĕсен çук, апла вĕсемпе сăмахлама та интереслех мар. Организаци ертӳçи пултăн-тăк наянланса лармалла мар, ĕçлемелле. Менеджерсене ӳстермелле, çак ыйтупа эпир вуншар çул ĕçлемен. Аслă спорт шкулĕсенчен вĕренсе тухнисем кам ăçта пĕлет çавăнта ĕçлеме вырнаçать. Пирĕн вĕсене ĕçпе тивĕçтермелле. Спорт отраслĕнчи лару-тăрăва çĕнетес тесен спорт федерацийĕсен патшалăх партнерĕсем пулмалла. Ăмăртусене, спорт аталанăвне вĕсем хăйсен çине илмелле. Чылай федерацисем аталану пирки шутламаççĕ те. Чемпионатсем, олимпиадăсем иртеççĕ, вĕсен пĕр медаль те çук. Отчетсенче пуху ирттерсе кама пуçлăха лартни пирки çеç, аталану çинчен пĕр сăмах та. 
    Иртнĕ çул мана халăхсен хушшинчи футбол федерацийĕн ĕçтăвкомне йышăнчĕç. Унта лекме питĕ йывăр, ĕçлемелли те пайтах. Пирĕн çĕршывра 83 футбол клубĕ. Проблемăсем питĕ нумай, вĕсене халиччен татса пама та тăрăшман. Футбол питĕ тарăн тема. 
    Студентсен спорчĕ пирки. Кунта та ăмăртусен системи пулмалла. Аслă спорт шкулĕсенчи лару-тăру тĕлĕнтерет. Ячĕсĕр пуçне хăш-пĕр тĕлте нимех те çук. Нумай пулмасть Краснодарта пултăм. Унти аслă шкулта ишессипе кафедра пур, анчах бассейн çук! Мĕнле кафедра пирки тата сăмах пырать? Вĕренӳ пымасть, апла пулсан хупмалла. Кун пек тĕслĕхсем нумай. Çавăнпа Федерацин тĕллевлĕ программипе кашни регионтах çĕнĕ спорт объекчĕсем тума пуçларăмăр, Краснодарта бассейн пулатех. 
    Проблемăсем нумай, апла пулсан ĕçлеме те интереслĕрех. Кун йышши форумсем ытларах ирттермелле. Каласан ансат пек туйăнать пулĕ те, анчах пĕр-пĕрин опычĕпе паллашни куçа уçать, çĕнĕлле ĕçлеме, шухăшлама хистет. Типĕ конференцисене хыçа хăвармалла, вĕсен усси çук. Проблемăсене чĕрĕ калаçура татса пани эффективлăрах. 
    ■ Ирина ТРИФОНОВА.
     
    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 654 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 2.9/16 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)