Паян Чӑваш наци вулавӑшӗнче чӑваш халӑх академикӗсен черетлӗ пухӑвӗ иртрӗ. Вӑл 10 сехетре пуҫланчӗ. Виталий Петрович Станьял пуху йӗркине пӗлтернӗ хыҫҫӑн академиксем кӑларнӑ ҫӗнӗ кӗнекесен презентациӗ иртрӗ. Кашни кӗнекене тенӗ пекех дипломпа чысларӗҫ. Хӑш-пӗр автор ҫулталӑк хушшинче пӗр кӗнеке ҫеҫ мар, иккӗ-виҫҫӗ те кӑларма ӗлкӗрнӗ иккен. Чи малтан Герман Николаевич Ксенофонтов кӑларнӑ «Долгожители Чувашии» кӗнекепе паллашрӗҫ. Автор хӑйӗн кӗнеки ҫинчен каласа пачӗ. Ку кӗнеке валли материал пухнӑ чухне йывӑрлӑхсем сахал пулман иккен — ӑна, материала, пухма ЗАГСсемпе районсенчи социаллӑ хӳтӗлӳ пайӗсене кӗрсе тухмалла пулнӑ. Ку учрежденисем хупӑ шутланаҫҫӗ, ахаль ҫынсене материал унта ттырса ямаҫҫӗ. Герман Николаевич ҫавах та унта ҫул тупма май тупнӑ-тупнах. Кӑна кӗнеке хулӑнӑшӗ те ҫирӗплетет — унта пурӗ 300 патнелле статья е очерк. Вӗҫӗнче халӗ пурӑнакан 100 ҫултан иртнӗ ҫынсен списокне илсе кӑтартнӑ. Хальхи вӑхӑтра Чӑвашра 100 ҫултан иртнисен йышӗ 50 иртет. Кӗнеке 400 экземплярпа тухнӑ. Герман Николаевич ҫакнашкал кӗнеке урӑх ниҫта та, урӑх нихӑш регионта та ҫуккине палӑртрӗ — чӑвашсем унашкал кӗнекене пӗрремӗш кӑлараҫҫӗ. Залра ларакансем ку кӗнекене Патшалӑх п
... Малалла вула »
Миçе çын пăхнă: 741 | | Комментарисем (0)|
Хăш кун хушнă: 28.11.2009
| Рейтинг: