Сезон грипĕ пекех А (H1N1) калаçнă чух, ӳсĕрнĕ чух сурчăкпа чирлĕ çынран сывă çынна ерет. Ӳсĕрекенсем, чирлекенсем патне 1 метртан çывăха пымалла мар, мерăсем йышăнмалла:
– аллăрпа сăмсăра, çăварăра ан лекĕр;
– тăтăшах алла супăньпе е спиртлă япаласемпе çумалла;
– çынсем йышлăн пухăнакан çĕре тухса çӳремелле мар;
– чирлĕ çынсемпе çывăх хутшăнмалла мар;
– пӳлĕме, хваттере тăтăшах уçăлтармалла;
– сывă пурнăç йĕркине тытса пымалла, тăраниччен çывăрмалла, вăхăтра апатланмалла, физкультура хусканăвĕсем тумалла.
Маскăсемпе усă курасси çинчен мĕн калама пулать? Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлав организацийĕ çакăн çине мĕнле пăхать?
Эсир чирлĕ мар-тăк маска тăхăнма та кирлĕ мар.
Енчен те эсир чирлĕ çынна пăхатăр, ун çывăхне пынă чух маска тăхăнма пултаратăр. Çакăн хыççăн маскăна пăрахăçламалла, алла супăньпе çумалла.
Енчен те эсир чирлĕ, апла пулин те çула тухмалла е сывă çынсемпе хутшăнмалла пулсан – маска тăхăнăр.
Маскăсемпе тĕрĕс усă курни инфекцие сарăлма памасть, çакна асра тытмалла.
Манăн А (H1N1) грипп пулнине мĕнле пĕлмелле?
Хăвăр тĕллĕн сезон грипĕнчен А (H1N1) уйăраймăр, мĕншĕн тесен чир паллисем пĕр пекех: температура пысăк,
...
Малалла вула »