Ванкуверта ĕнер (вырăнти вăхăтпа — виçмине, 18 сехетре) 5 сехет ирхине хĕллехи XXI олимпиадăна уçрĕç. Дэвид Пирс çырнă кĕвĕ янранă май мероприятие Канадăн генерал-губернаторĕ Микаэль Жан, Пĕтĕм тĕнчери олимп комитечĕн президенчĕ Жак Рогге тата 4 индей йăхĕсен ертӳçисем тухрĕç. Индей йăхĕсен пуçлăхĕсене çак олимпиадăна ирттерме туса лартнă çуртсемпе сооруженисем вĕсен çĕрĕ çинче ларнăран чĕннĕ. Чи малтан хăнасене йышăнакан патшалăхăн гимнĕ янрарĕ, унтан вара индей йăхĕсен ертӳçисем хăйсен сăмахне каларĕç. Кайран вара, йăлана кĕнĕ йĕркепе, стадион çулĕ çине чи малтан Греци сборнăйĕ тухрĕ. Вĕсем хыççăн ыттисем. Раççей сборнăйăн ялавне хоккей ушкăнĕн капитанĕ Алексей Морозов тытса пычĕ. Ванкуверти олимпиадăна Раççейрен 179 спортсмен хутшăнĕ. Малтанхи олимпиадăпа танлаштарсан — пĕр çын ытларах. Раççей спортсменĕсем 75 награда пуххишĕн тупăшасшăн. Ылтăн медальшĕн 100 пин евро, кĕмĕлшĕн — 60 пин евро, пăхăршăн — 40 пин евро пама шантарнă. Чăваш Енрен олимпиадăна хутшăнакан çук. Çавах та çак спортсменсене асăнса хăварма пулать: Нкеирука Хилариевна Езех (кукамайĕ Шупашкар çывăхĕнчи ялта пурăнать), Максим Александрович Чудов (амăшĕ — чăваш, Пушкăртстанран), Лилия Николаевна Вайгина-Ефремова (Шупашкарта çуралнă, Украин сборнăйĕнче шутланать). Ванкуверти олимпиадăра пурĕ 86 награда пуххишĕн тупăшĕç. Ăмăртусем 17 кун тăсăлĕç. Пурĕ 15 спорт тĕсĕ пулĕ: биатлон, бобслей, туçи йĕлтĕр, двоеборье, керлинг, йĕлтĕрпе чупасси, трамплинтан сикесси, çуна, коньки, скелетон, сноуборд, фигурлă ярăнасси, фристайл, хоккей тата шорт-трек.
Çыпăçтарнисем: |