Чÿк уйăхĕнче И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче чăваш чĕлхипе литературине, халăх историйĕпе культурине кăмăллакан шкул ачисем валли «Сенкер инçет» олимпиадăн черетлĕ ăмăртăвĕ пулнă. Унăн пуçламăш тапхăрĕ кăçал пирвайхи хут интернетра онлайн йĕркипе иртнĕ, çавăнпа та чылай çамрăка кăсăклантарнă. Олимпиадăна хутшăннисен шучĕ 500-тен те иртнĕ. Хăйсен хастарлăхне уйрăмах 8-9 класс ачисем кăтартнă.
Ăмăртуçăсен 1/3 пайĕ – 10-11 класс çамрăкĕсем. Вĕренекенсем уйăрса панă вăхăтра олимпиада ыйтăвĕсене хуравланă.
Олимпиадăна хутшăнакансем ытларах Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисенчен, Çĕрпÿ, Красноармейски, Сĕнтĕрвăрри, Комсомольски тата республикăмăрти ытти районсенчен пулнине палăртмалла. Тутарстанпа (Аксу районĕнчи Кив Саврăш, Çĕпрел районĕнчи Матак ялĕсем) Пушкăртстан (Пишпÿлек районĕнчи Кистенлĕ ялĕ) чăвашĕсем те хутшăнма хапăл туни вара уйрăмах савăнтарать.
Асăннă ăмăрту 2015-мĕш çулхи нарăс уйăхĕнче малалла тăсăлĕ. Пĕрремĕш тапхăрта пысăк балл пухнисене ăс-тăн вăййин пĕтĕмлетÿллĕ тапхăрне чĕнеççĕ.
Тĕплĕнрех Çыпăçтарнисем: |