Чăваш патшалăх университечĕн сайчĕ «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акци вĕçленни пирки пĕлтерет. Тĕрĕслев комиссине пĕтĕмпе 2304 ĕç çитнĕ. И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче хăй пĕлĕвне 251 çын тĕрĕсленĕ, ыттисем хăйсем пурăнакан вырăнта çырса ĕçĕсене интернетпа ярса панă. Пĕтĕм ĕçрен 1736 диктанта шута илнĕ, ыттисене хакланисен ретне кĕртме май килмен — техника сăлтавĕсене пула (сканерпа куçа курăнмалла кăларман, чылайăшĕн е пуçламăшĕ, е пĕтмĕшĕ çук) тĕрĕслев комиссийĕ вĕсене пăхса тухайман. Хаклава тивĕçлĕ ĕçсенчен «5» палла тивĕçнисем — 171 (9,8 %), «4» паллă илнисем — 677 (39 %), «3» паллă илнисем — 376 ( 21,7 %), «2» паллă илнисем — 512 ( 29,5 %). «3» тата «2» паллă илекенсен хушшинче ытларах шкул ачисем, мĕншĕн тесен кĕçĕнрех классенче вĕренекен ачасем тĕрĕс çырмалли правилăсене пурне те вĕренсе ĕлкĕреймен. Шкулта 9 класс пĕтернĕ тĕле çеç орфографи тата пунктуаци правилисене туллин пăхса тухаççĕ, «Пĕтĕм чăваш диктантне» вара шкул ачисем 5 класран пуçласах хутшăннă. Пĕтĕмĕшле илсен, «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акци ăнăçлă иртнĕ, вăл чăвашсем хăйсен тăван чĕлхине хисепленине, сума сунине кăтартса пачĕ.
Çыпăçтарнисем: |