Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Ака 2013  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
2930
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Сирĕн шкулта Интернет мĕнле ĕçлет?
Пурĕ миçе ответ: 13
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Шăматкун, 23.11.2024, 06:47
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2013 » Ака » 16
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ тата Чăваш Республикин Вĕренÿ институчĕ «Хыпар» хаçатпа, Чăваш наци радиовĕпе пĕрле чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслес тĕллевпе пĕрремĕш хут «Пĕтĕм чăвашсен пĕрлĕхлĕ диктанчĕ» акци ирттереççĕ. Вăл 2013 çулхи ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче чăвашсем пурăнакан мĕн пур хулапа ялта иртет.
    Диктант И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче 13.00 сехетре пуçланать. Хăйсем пурăнакан вырăнтах çырма кăмăл тăвакансем валли диктант текстне çав вăхăтрах Чăваш наци радиовĕпе вулаççĕ. Компьютерпа çырнă /наборланă/ е алăпа çырнă текста сканерпа кăларса диктанта вуласа пĕтернĕ хыççăн 10-15 минут хушшинче çак адреспа ярса памалла: chuv-total-dict@mail.ru.
    Диктант çырас умĕн орфографи тата пунктуаци правилисене аса илес текенсем валли «Тĕрĕс çырма вĕренер» занятисем иртеççĕ:
    - ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче 11.00 сехетре И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн I корпусĕнчи /Шупашкар, Президент бульварĕ, 19а çурт/ 201-мĕш аудиторире*
    - ака уйăх ... Малалла вула »
    Миçе çын пăхнă: 625 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 16.04.2013 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Акан 18-мĕшĕнче Чăваш халăх сайчĕпе «Хавал» пĕрлешӳ Чăвашла терминсем ăсталама хатĕрленĕ сайтăн хăтлавне ирттереççĕ! Эпир чăваш чĕлхипе тачă ĕçлекен пур çынна та йыхравлатпăр — ăсчахсене, студентсене, хаçатçăсене тата терминологипе кăсăкланакан ыттисене те. Хăтлав гуманитари институчĕн Ăслăлăх канашĕн пӳлĕмĕнче иртĕ. 
    Çак кун маларах çав пӳлĕмрех Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ Чăваш чĕлхи кунне халалласа тăй те «Чăваш халăхĕпе чĕлхемĕре упраса хăварас тесен мĕн тумалла?» ятлă çавра сĕтел ирттерет. Вăл 10 сехетре пуçланĕ, вĕçленсен пирĕн хăтлав иртĕ.
    Çавра сĕтелте çак ыйтусене сӳтсе явĕç: чăваш тĕнчи тата паянхи лару-тăру; чăваш чĕлхипе культури аталанăвĕн стратегийĕ; чăваш чĕлхине документлас ĕç; хальхи хаçат-журнал чĕлхи; чăваш чĕлхипе анлăрах усă курасси; чăвашла терминсем тăвас ĕç; электронлă кăларăмсем хатĕрлесси тата ытти те. 
    Унсăр пуçне вăл кунах, апата каяс умĕн, «Хавал» пĕрлешӳ тăрăшнипе тухнă «Пин те пĕр сăмах» ӳкерчĕклĕ сăмах кĕнекин хăтлавĕ иртĕ — сирĕн ăна туянма, унпа тĕплĕнрех паллашма май пулĕ.

    Миçе çын пăхнă: 487 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 16.04.2013 | Рейтинг:


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)