Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Нарăс 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Раççейри чăвашсен хăйсен ирĕклĕ патшалăхне йĕркелеме ирĕк пур-и?
Пурĕ миçе ответ: 18
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Ытларикун, 26.11.2024, 09:26
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2010 » Нарăс » 10 » "Орден илме тивĕç Станьял" (Анатолий Данилов)
    "Орден илме тивĕç Станьял" (Анатолий Данилов)
    22:14
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Виталий Станьяла пĕлмен чăваш çуках: пĕрисемшĕн вăл киремет вырăнĕнче, иккĕмĕшсемшĕн - поэт, виççĕмĕшсем ăна паллă публицист-тишкерÿçĕ пек пĕлеççĕ, тăваттăмĕшĕсем, сăмахсăрах, ăна вĕрентÿçĕ пек хаклаççĕ, сума сăваççĕ, пиллĕкмĕшсемшĕн Виталий Петрович тавра пĕлÿçĕсен турри, ЧНК хастарĕ... Çак сăнчăра тата та тăсма пулать. Кам-ха вăл Станьял? Юлташ-и? Хăспатин-и? Мистер-и?

    2010 çулăн пĕрремĕш кунĕнче, кăрлачăн 1-мĕшĕнче ĕнтĕ, ирхине ирех Шупашкарти Мускав проспектĕнчи пĕр çуртăн хваттерне почтальон пырса шакканă. Республика ертÿçи Н.В.Федоров янă саламлă телеграммăна тыттарса хăварсан пуçне кăтăрт-кăтăрт! хыçнă Виталий Петрович. "Ун патне 17 çул тултарнă ятпа янă ăшă çав салама”, - терĕ И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш филологи факультечĕн деканĕ Евдокия Андреева шахвăртарах.

    Литератор, критик, публицист, меслетçĕ, вĕрентÿçĕ пек пĕлетĕп Станьяла. Çавăнпа унăн кун-çул йĕрне хам пĕлнĕ пек тишкерсе тухас терĕм.

    Романтик
    Пултаруллă та Станьял.
    Ун пек чăрсăр çын сахал.
    Ĕçе сÿрĕккĕн тусан
    Вĕçтерет çĕртен тусан.
    В.Рыбкин.

    ХХ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсем. Эпĕ - студент. Çав тери хаваслă вăхăт. Практикăпа семинар занятийĕсем хыççăн общежитие чупатпăр: хĕрсемпе, çĕнĕ юлташсемпе паллашатпăр. Каçхине, хăвăрах пĕлетĕр, дискотекăна. "Студентсен хулинчи” общежитисен кашни чÿречинченех "Чарлан”, "Сывлăшра тополь мамăкĕсем”, "Кăвак куçусем”, "Сана мар саватăп, сана мар” юрă кĕввисем чуна çупăрлаççĕ. Вĕсене тăван тăрăхрах илтнĕччĕ-ха, çавăн чухнех студент пулас ĕмĕт тĕвĕленнĕччĕ. Ĕç-пуç çапларах пулса тухрĕ: "Çĕнтерÿшĕн” редакцире манпа пĕрле "тарлакан” Костя Алимасов Йĕпреç ене ЧПУран тĕлĕнмелле ушкăн килсе çитнине пĕлтерчĕ. Каç пулттипе "Минск” мотоцикла "çăварлăхларăм” та студентсем патне вĕçтертĕм. Хаваслă ушкăн гитара каласа юрлать, вĕçĕмсĕр шÿтлет. Çавăн чухне куçăмсăр майпа паллашрăм та Станьялпа. "Мерчен” пирĕштийĕсем - икĕ Лида, Афанасьевăпа Ананьева, кашăк çапакансен лидерĕ Иван Анисимов, чаплă юрăсен авторĕ Вениамин Смирнов тата студентсене кирек мĕнле пуçарура та ырă сунакан, йывăрлăхра алă паракан, çамрăксен тем тĕрлĕ ушкăнне йĕркеленĕ Станьял асăма чылайлăха кĕрсе юлчĕç.

    1981 çулта университета вĕренме кĕнĕ каччăсенчен пурте тенĕ пекех çарта пулнăччĕ, чылайăшĕн ĕç кĕнеки те пурччĕ ĕнтĕ. Элĕк районĕнчи Кăканар каччи Юрий Никифоров, Тутарстанри Элшел ялĕнчен килнĕ Василий Цыфаркин тата эпĕ пĕр пÿлĕме вырнаçрăмăр. Пĕррехинче 6-мĕш общежитин 201-мĕш пÿлĕмне Виталий Петрович кĕрсе тăчĕ. "Паттăрсене салам”, - терĕ вăл шлепкине хывса. Унтан кам мĕнпе кăсăкланнине ыйтса пĕлчĕ. Сăмаха ерипен "Çилçунат” литература пĕрлешĕвĕ çине куçарчĕ. Курсри кашни студент пултарулăхĕпе кăсăкланчĕ вĕрентÿçĕ. Блокнотне тем çыра-çыра хучĕ. Пĕрремĕш тĕл пулурах Виталий Петрович тахçан пĕлнĕ çын пек, тус-юлташ пек пулса тăчĕ. Вăл нихăçан та "преподаватель-студент” ăнлану хушшине чикĕ лартман, яланах вĕсемшĕн шанчăклă тĕрек пулма тăрăшнă. Юлташăмсем, Николай Сидоров /халĕ паллă драматург/, Альбина Степанова /Чĕмпĕрти "Канаш” хаçат журналисчĕ/, Юрий Фролов /"Халăх шкулĕ” журналăн пай редакторĕ/... кĕске хушăрах Станьялăн харсăр "Çилçуначĕ” çине утланчĕç. Пуçланчĕç вара тата та канăçсăртарах кунсем: тĕл пулусем, литература каçĕсем, экспедицисем, хаçат кăларнисем, ăслăлăх доклачĕ çырнисем...

    Каларăм-çке: ХХ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенчи чăваш студентлăхĕ варкăш çилĕпе пурăнакан хăватчĕ. Хăватлă çак варкăша çамрăклăх парăсне вĕрсе тăраканĕ никам та мар, Виталий Станьялччĕ. Вăл чи малтан пысăк чĕреллĕ романтик, чаплă йĕркелÿçĕ пулнине палăртмалла. Унăн "Çилçунатĕнче” республикăри тата чăвашсем йышлă пурăнакан Самарпа Чĕмпĕр облаçĕсенчи, Тутарпа Пушкăрт республикисенчи, аякри Çĕпĕр хутлăхĕнчи чăвашлăх çут ĕçĕнче, литературинче, журналистикинче, искусствинче çуталнă çăлтăрсем вăй илнĕ. Вăл ирттернĕ çул çÿревсемпе экспедицисен шутне каласа та пĕтереймĕн.

    Виталий Петрович 17-18 çулсенчи çамрăксенех вăл вăхăтри "турăсемпе” пĕр урапа çине лартма ăстаччĕ. Республика "Кĕлпук мучи” авторĕн 70 çулхи юбилейне паллă тума хатĕрленет. "Çилçунат” литпĕрлешÿ Ухсай Яккăвне халалланă самай пысăк конференци ирттерчĕ ĕнтĕ. Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче иртекен чыслава çилçунатçăсен халăх поэчĕн кун-çулне кăтартакан фотохаçат хатĕрлемелле. Архивсенче, "Ялав”, "Тăван Атăл” литература журналĕсен редакцийĕсенче шырарăмăр поэтăмăрăн сăн ÿкерчĕкĕсене. 10 метрлă хаçат кăларма мар, пĕр ватман валли те çитмест пирĕн фотопурлăх.

    "Эсĕ редакцире ĕçленĕ. Фотоаппаратна çак та паянах Яков Гаврилович килне вĕçтер. Акă адресĕ”, - терĕ Виталий Петрович. Сĕнкĕлтетрĕм çапла "Тăван литература” вĕренÿ кĕнекисенче тĕп вырăнсенчен пĕрне йышăнакан автор килне. Кăрарах характерлăччĕ Ухсай. Ăшшăнах йышăнмарĕ малтанах. Мĕн йывăрлăхпа çÿренине пĕлсен пулăшма килĕшрĕ. Пĕр эрне çÿрерĕм ун патне. Станьялпа унăн ачисем хатĕрленĕ "Ухсай. Фотоанонс” хаçат тăршшĕ 15 метра çитрĕ.

    "Çилçунат” тĕпелĕнче мĕнлерех тĕл пулусем иртетчĕç тата? Виталий Станьял йыхравланипе Чăваш телекуравĕ "Сенкер тĕпел” уçнăччĕ. Унта чăваш литературин улăпĕсем, искусство деятелĕсем чăваш çамрăкĕсене хăйсен творчество лабораторийĕпе туллин паллаштарчĕç. Тĕпеле Вера Кузьмина, Нина Григорьева, Иван Христофоров артистсем те хаваслансах хутшăнчĕç, Мускаври Щепкин ячĕллĕ театр училищинче пĕлÿ пухакан чăваш студенчĕсем те "Çилçунат” хăнисемччĕ.

    "Паян Виктор Немцов художник мастерскойне кайăпăр. Алексей Майраслов скульптор Мускавран килет. Вăл И.Я.Яковлевăн кÿлепине çĕнĕрен ăсталасшăн”, - йыхравларĕ пĕррехинче Виталий Петрович. Тепрехинче Леонид Трифонов режиссерпа курнăçрăмăр, унтан... Энциклопеди ăсĕпе пурăнакан çын пирĕн герой. Ăсчахпа ăсчах пек калаçать, хресченпе хресчен евĕр, юрăç валли урăх хĕлĕхсем тупать. Халĕ ăнланатăп: Виталий Петрович яланах кĕçĕн тата аслă ăрусен хушшине туслăх кĕперĕ хывма тăрăшать.

    Педагог
    Пĕчĕк Сĕнтĕрĕн пысăк чăвашĕ
    Пирĕн сумлă Виталий Станьял!
    Савăнатпăр санпа, мухтанатпăр.
    Эс - поэт, журналист та ăсчах -
    Яланах пултаруллă та паттăр.
    Кĕрешÿ хирĕнче яланах.
    П.Афанасьев.

    "Çилçунат” литпĕрлешĕвĕн 300-мĕш пÿлĕмĕ кĕрлесе кăна тăратчĕ. Çилçунатçăсем пĕр харăсах 4 хаçат кăларатчĕç. Тепĕр чухне творчество процесĕ кăвак çутă киличченех тăсăлатчĕ. Пĕрре çапла çур çĕр иртсен Виталий Петрович килсе кĕчĕ. Пире сĕнÿсем пачĕ, хăйĕн çинчен каласа кăтартрĕ. Çĕрлехи калаçура вăл Юрий Скворцовпа, Геннадий Айхипе, Геннадий Юмартпа, Валерий Егоровпа, Николай Теветкелпе туслă пулни, тĕрлĕ çĕршыва çÿрени, 1-мĕш курсра вĕреннĕ чухне кимĕ айĕнче пурăнни çинчен каласа пачĕ.

    Пĕрремĕш заняти - литература теорийĕпе семинар. Преподавателĕ - В.П.Никитин доцент. Литература жанрĕсене пăхса тухатпăр. Çĕрĕпе хаçат кăларнă "паттăрсене” ыйту хыççăн ыйту парать. Драма, проза, поэзи ушкăнĕсене пĕлетпĕр-ха, аванах хуравлатпăр. "Повеç, калав, юптару... Калăр-ха, çамрăк ăру: хăш ĕмĕртен пуçланаççĕ, ăçтан çул-йĕрне хываççĕ?” - рифмăлать Станьял. Пĕрремĕш раунд чиперех иртрĕ пек. "Шкул программи сирĕншĕн шăл çемми, университетра тарăнрах чавмалла. Абрамов, мĕн-ха вăл пастиж? Жанр-и, жанрсен ушкăнĕ-и е урăх ăнлава пĕлтерекен термин-и?” - ыйту çумăрне çутарать Виталий Петрович. Пассатиж мĕн иккенне пĕлетĕп, анчах пастиж жанр çинчен нихăçан та илтмен.

    Станьял урокĕ маншăн та, юлташăмсемшĕн те пурнăçри чи пĕлтерĕшлĕ семинар пулса юлчĕ. Унăн философийĕ çакăнта пулĕ: нихăçан та, никама та ан сут, ан ултала, йывăрлăхра алă пама ан ман, вăхăтлăха хăвăнтан вăйсăртарах çынна пăрлă шыва ан тĕк. Пастиж философийĕ вара: çамрăкла тата вăхăтра вĕренни чул çинче, вăл пурнăç тăршшĕпех кирлĕ пулĕ. Пурнăç сукмакĕпе типтерлĕ çÿремелли çинчен Виталий Станьял çамрăксене çур ĕмĕр пĕр ывăнмасăр ăнлантарать.

    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 741 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 2.8/4 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)