Фоторепортаж Нарăсăн 13-14-мĕшĕсенче Красноармейски вăрманĕ çывăхĕнче Пĕтĕм Раççейри "Йĕлтĕр йĕрĕ - 2010" чупăвĕн районти XXVIII тапхăрĕ иртрĕ. Пĕрремĕш кунне чупăва районти шкул ачисем тухрĕç. Пĕтĕмпе 300 яхăн çамрăк йĕлтĕрçĕ тухрĕ старта. Вырсарникун вара, нарăсăн 14-мĕшĕнче, тĕрлĕ дистанциллĕ старта районти 40 предприятипе организацирен 200 ытла йĕлтĕрçĕ тăчĕ. Вĕсенчен 20 проценчĕ - ертÿçĕсем, çав шутра ял тăрăхĕсен 4 пуçлăхĕ тата 7 шкул директорĕ. Чи пысăк ушкăнсем Упири ятарлă шкул коллективĕпе район администрацийĕн йышĕ пулчĕç.
Спортсменсене спорт уявĕ пуçланнă ятпа район пуçлăхĕ С. А. Николаев (сăмах май, Станислав Андреевич хăй те VIP-чупăва хутшăнчĕ), Чăваш Республикин Президенчĕн представителĕ А. Д. Грицай, Çеçмер ялĕнчен килнĕ спорт ветеранĕ П. А. Шумилов саламларĕç.
Малтанах старта хĕрсемпе каччăсем тухрĕç. Вĕсем 3 километра чупрĕç. Çакăн пек дистанциех 39 çула çитмен арçынсем чупса тухрĕс. Унтан - 39 çула çитмен хĕрарăмсем тата 40-49 çулсенчи арçынсем 2 километра чупса ăмăртрĕç. 40-49 çулхи хĕрарăмсем тата 50 çулхи тата унтан та аслă арçынсем километр çурăна, 50 çулхи тата унтан та аслă хĕрарăмсем – 1 километра. Çĕнтерÿçĕсене медальсемпе, дипломсемпе тата парнесемпе чысларĕç. "Спортпа сывлах уявĕ чăннипех ăнăçлă иртрĕ", - терĕ юлашкинчен пухăннисене район пуçлăхĕ С.А.Николаев. Çыпăçтарнисем: |