Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Чӳк 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
30
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Шкул директорĕсене демократиллĕ майпа вĕренекенсемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсем суйланине ырлатăр-и?
Пурĕ миçе ответ: 15
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Шăматкун, 14.12.2024, 15:48
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2009 » Чӳк » 22 » Лев Кураков: “Университет - обществăн социаллă пайĕ ("Хыпар" хаçатран)
    Лев Кураков: “Университет - обществăн социаллă пайĕ ("Хыпар" хаçатран)
    18:45
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Чăваш патшалăх университетĕнче студентсене, преподавательсене, ытти ĕçчене социаллă хÿтлĕх кÿрессипе çирĕп тытăм йĕркеленĕ. 2005 çулта аслă шкул пĕтĕм Раççейри "Раççейри социаллă пысăк эффективлăхăн организацийĕ” пиллĕкмĕш конкурсĕнче "Вĕрентÿ тата ăслăлăх” номинацире çĕнтерни ăнсăртран мар. Малаллахи çулсенче вара асăннă конкурсăн лауреачĕн ятне вăл темиçе хутчен те илнĕ.
    Лев Пантелеймонович Кураков, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ, экономика ăслăлăхĕсен докторĕ, профессор, Раççей Вĕрентÿ академийĕн академикĕ. Чăваш Республикинчи аслă вĕренÿ заведенийĕсен ректорĕсен канашĕн ертÿçи, ЧР тата РФ ăслăлăх тава тивĕçлĕ деятелĕ, РФ аслă шкулăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Хисеп орденне, К.Д.Ушинский медальне, пĕтĕм тĕнчери "Золотой слиток” наградăна тивĕçнĕ. РФ Президенчĕн вĕрентÿ тытăмĕнчи премийĕн лауреачĕ. 
    Журналăн çĕнĕ номерне калăпланă вăхăтра хыпар çитрĕ: РФ Президенчĕн Указĕпе Л.П.Куракова IV степень "Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн” орденпа чысланă. 
    Çынна ÿкĕте кĕртес пултарулăх енчен Лев Пантелеймонович Куракова çитекеннине тупма йывăр. Хăй 20 çула яхăн ертсе пыракан университет çинчен каласа панă чухне вăл: "Ăна курмаллах”, - тесе палăртма юратать. Шăпах хамăн курасчĕ тенипех Шупашкара çул тытрăм.
    Чăнахах - вырăна çитсен кăмăл çĕкленчĕ. Вĕренÿ корпусĕсем çутă мрамор ăшĕнче, коридорсемпе аудиторисенче хĕсĕк мар, çутă столовăйсенче менюри апат-çимĕç йÿнĕ. 1990 çулта Лев Пантелеймоновичăн коллектива ырă улшăнусем пуласса ĕнентерме тивнĕ. Унччен ректор должноçĕнчи çынна суйламан - çирĕплетнĕ çеç.
    Вăл вăхăтра Лев Кураков экономика факультечĕн деканĕ çеç мар, Чăваш Республикин Аслă Канашĕн депутачĕ те пулнă. Ун чухне вăл çĕршывра тин çеç йĕркеленекен рынок хутшăнăвĕсен çивĕч ыйтăвĕсемпе çине тăрса ĕçленĕ. Ят-сумĕ пысăккине кура ректора суйланă чухне Л.Кураков çыннăн /преподавателĕн, студентăн, тирпейлÿçĕн, хуралçăн т. ыт. те/ интересĕсене мала хума сăмах парсан - халăх ĕненнĕ. Каланине ĕçпе çирĕплетни - акă унри чăн пахалăх. Шăпах çав ырă ене пула университетра çеç мар, республикăра та хисеп çĕнсе илме пултарнă вăл. 
    - Ректора суйланнă тапхăрта университетăн 30 млн тенкĕ парăм пурччĕ, счет çинче - нуль. Çурăк валашка умĕнче тăраттăм, - аса илет Лев Пантелеймонович. - Иртнĕ ĕмĕрти 90-мĕш çулсенчи çĕршыври арканăва пурте ас тăваççĕ. Çавăн чухне те эпир ĕçтешсене - шалу, студентсене стипенди кая юлмасăр панă. Ют çĕршыв студенчĕсене хамăр пата илентернипе укçа-тенкĕ ĕçлесе илеттĕмĕр. Индире Чăваш патшалăх университечĕн филиалне уçрăмăр. Çапла йĕри-тавра йăлт арканнă вăхăтра долларсем пире çĕкленме, вăй илме май пачĕç.

    20 çул каялла ректорăн пĕртен-пĕр кивĕ "Волга” пулнă, халĕ вара аслă шкулăн автопаркĕнче - 46 машина.

    Университетăн - 20 вĕренÿ корпусĕ, вĕсенче усă куракан лаптăк - 130 пин тăваткал метр ытла. Студентсен хулинче - хăтлă 8 общежити. Коллективăн мăнаçланмалăх Культура çурчĕ те пур.
    Юлашки çулсенче вĕренĕвĕн пур корпусне те тĕплĕ юсанă.
    Библиотекăн кĕнеке фончĕ пуян: 1,9 млн экземпляр. ЧПУ преподавателĕсен ĕçĕсен электрон библиотеки хута кайнă. Наука, вĕренÿ-методика литератури пичетлесе кăларас тĕлĕшпе ЧПУ Раççейри чи лайăх 10 аслă шкул йышĕнче. Кунти типографире - полиграфин хальхи йышши техники.
    1998 çултанпа Интернет центрĕ ĕçлет. Унăн тытăмĕнче - 8 класс. Вĕсене куллен 600 çын çÿрет. Сетьпе аслă шкулăн пур кафедри те çыхăннă. 
    Чăваш патшалăх университечĕн тĕп тĕшши - социаллă аталанăвĕ. Ректор суйлав умĕнхи хăйĕн сăмахне тытса университетăн темиçе пин çынран тăракан ушкăнĕн ырлăхĕшĕн ĕçлет. Çав вăхăтрах пĕлтерĕшлĕ пĕр ыйтăва та пĕччен татса памасть. Тивĕçлĕ йышăнусемшĕн демократи мелне тĕпе хуракан пуху, ăслăлăх канашĕ яваплăха хăй çине илет. 

    - Тÿлемелли çĕнĕ тытăм çине куçнă май ĕç укçин хавхалантаракан пайĕ 50 процент таранах çитет. Хушма укçана кама парассине кафедрăсем хăйсем пăхса тухаççĕ. Çакă ĕçтешсене хавхалану кÿрет. Тăрăшуллă профессор уйăхра 50 пин тенкĕ таран шалу илет, - каласа кăтартать Лев Пантелеймонович. 

    Аслă шкулăн социаллă пысăк программине пурнăçа кĕртме укçа-тенкĕ чылай кирлĕ. Бюджет тулашĕнчи пурлăх шучĕпе ятран паракан 100 стипенди уйăрнă. Çакă студентсене вĕренÿре тата наука-тĕпчев ĕçĕнче хăйсене кăтартма май парать. 2008 çулта бюджет шучĕпе вĕренекен студентсем, аспирантсем тата докторантсем хушма стипендипе пурлăх пулăшăвне пурĕ 25 млн ытла тенкĕлĕх илнĕ. Чи лайăх вĕренекенсем, пуçаруллă хĕрсемпе каччăсем, сахал тупăшлă çемьери студентсем университет шучĕпе тинĕс хĕррине канма çÿреççĕ, Питĕре, Мускава, Хусана е Ылтăн Ункă хулисем тăрăх çул çÿреве тухаççĕ. 
    Аслă шкул укçа-тенкĕ ăçтан çитерет-ха? Ку ыйтăва Лев Пантелеймонович йăл кулса çапла хуравлать: "Турри парать. - Унтан хушса çапла ăнлантарать. - Пĕрремĕшĕнчен, патшалăх уйăракан нухратпа пĕлсе усă курмалла. Рынок условийĕсенче пĕр япаланах хаклăпа та туянма пулать, самай йÿнĕпе те. Бюджетри укçа-тенкĕпе эффективлă усă курма тăрăшатпăр, тепĕр енчен - ăслăлăхра грантсене тивĕçнипе хамăр ĕçлесе илетпĕр. Спонсорсем те çителĕклех: промышленноç предприятийĕсем пире наукăпа ĕçлеме хăйсен пÿлĕмĕсене тÿлевсĕр кĕртеççĕ. Сăмах май, туслă çыхăну тĕлĕшпе килĕшÿ нумай пирĕн. Партнерсем укçа-тенкĕ ыйтмаççĕ. Эпир вĕсене çамрăк, ăслă, пултаруллă çынсемпе тивĕçтерсе пулăшатпăр. 
    Мĕн пур чăваш çыннишĕн кăмăл-сипетпе ăс-хакăл вĕрентÿçи - Иван Яковлевич Яковлев. Çутта кăлараканăн ятне асра тытассипе университетра пĕлтерĕшлĕ ĕç тăваççĕ. И.Я.Яковлев пурнăçĕн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен кĕнекесем пичетленеççĕ. Сумлă педагогăн шухăш-ĕмĕтне паян та пурнăçа кĕртсе пыма тăрăшаççĕ. Республикăра чылай çĕрте ЧПУ филиалĕсем, представительствисем, наука-вĕрентÿ центрĕсем, вĕренÿ-консультаци пункчĕсем ĕçлеççĕ. 
    Тăван ялĕнче, Патăрьел районĕнчи Чăваш Ишекре, Лев Кураков хăйĕн укçипе Пĕлÿ çурчĕ çĕкленĕ. Кунта ачасем çывăхри ялсенчен те килеççĕ, аслă шкула вĕренме кĕмешкĕн хатĕрленеççĕ.
    Çурта хăпартас ĕçе ялĕпех хутшăннă. Юнашарах Сергий Радонежский ячĕпе часавай туса лартнă. Малтанласа вара республикăри чухăн çак ялта чиркÿ пачах пулман. II Алексий Патриарх ЧПУ ректорĕ патне çакăн пек телеграмма янă: "Эсир пуçарнипе çĕкленнĕ Пĕлÿ çурчĕпе часавай нумай нациллĕ Чăваш Республикин пĕрлĕхлĕх ĕçĕшĕн - пĕлтерĕшлĕ тÿпе. Эсир чăвашсен хушшинче пысăк хисепре”.
    Чăваш патшалăх университечĕ ял çыннисене медицина пулăшăвĕ кÿме те пулăшать. Тухтăрсем, профессорсем республикăн тĕрлĕ вырăнне тăтăшах тухса çÿреççĕ, чирлисене тÿлевсĕр сиплеççĕ. Ял халăхĕ пысăк ăстасене чăтăмсăррăн кĕтет, вĕсене тимлĕхĕшĕн чунран тав тăвать.
    - Республикăн тĕрлĕ районĕнче пулнă май çамрăксемпе час-часах тĕл пулатăп. Эпир волейбол, шахмат, армреслинг, кире пуканĕ çĕклес енĕпе ăмăртусем ирттеретпĕр. Çĕнтерÿçĕсене университет парнисемпе чыслатпăр. Çавнашкал тĕл пулусем чăн-чăн уява çаврăнаççĕ. Пире йыхравлаççĕ, кĕтеççĕ. Университетăн ят-сумĕ çапла майпа ÿссех пырать, çамрăк ăрăва вăл ырă витĕм кÿрет. Каярах çав хĕрсемпе яшсем пирĕн пата вĕренме килеççĕ, - каласа кăтартать Лев Пантелеймонович.

    - Обществăри гуманизаци - социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ çăл куçĕ. Социаллă политикăсăр аталану пулмасть. Малтан çыншăн тăрăшмалла, ун валли кирлĕ условисем йĕркелемелле, кайран тин унран ĕç ыйтма юрать. Вăл пултарайманнине те пултарĕ. Вĕçĕмсĕр ятласан унăн алли усăнĕ. Хăйне евĕр пултарулăх кашни çыннăн пур - ăна аталантармалла, - çапла шухăшлать Лев Пантелеймонович. 

    Ун шучĕпе, воспитани - вĕрентÿ никĕсĕ. Математика, физика, экономика лекцийĕсенче те воспитани сĕмĕ пулмалла. Ку енĕпе Лев Пантелеймонович шухăшĕсем паллă педагог-новатор Шалва Александрович Амонашвили тытса пыракан "çынна хисеплекен” педагогика концепцийĕпе пĕр килеççĕ. Çакă ăнсăртран мар иккен. Лев Пантелеймонович Амонашвилие пĕлет, ăна профессорсемпе преподавательсем валли семинар ирттерме университета чĕннĕ, малашне пĕрле кĕнеке кăларасшăн. 
    - Преподавательсен пурин те Шалва Александрович пек "чун ыйтнипе” педагог пулмалла. Студент çавнашкал преподавателĕн кашни сăмахне ăша хывĕ. Профессор 20 çул каялла çырнă лекцие хут тăрăх вуланине вара никам та итлемĕ, - тет ректор.
    ЧПУра студентсенчен экзаменсенче вĕсене лекцисемпе семинарсенче панинчен ытларах ыйтнăшăн преподавательсене пуçран ачашламаççĕ. Унашкаллисемпе кунта пĕр шелсĕр сыв пуллашаççĕ. Хушма консультацисене тÿлевсĕр кăна ирттереççĕ. Студент "иккĕ” илни вара чи малтанах преподавателĕн хăйĕн ĕç хаклавĕ пулса тăрать.
    Кăçал университетра конкурс пĕлтĕрхинчен чылай пысăкрах пулчĕ. Ахальтен мар пирĕн пата ытти регионсенчен те тÿлевлĕ майпа вĕренме килеççĕ. Вĕсем эпир специалистсене лайăх хатĕрленине пĕлеççĕ, студентсем валли условисем аваннине шута илеççĕ. Чи кирли вара - пирĕн хулапа республикăри ырă атмосфера. Пирĕн патра студентсене мĕскĕнлетмеççĕ, хатĕрленмен тĕк - тÿлевсĕр консультаципе усă кур. Университет куншăн педагога хăй хушса тÿлет, - каласа парать ректор.
    Университетри ăшă та ырă хутшăнусене кунта çемье династийĕсене хисеплени те вăй парать. ЧПУра ĕçлекенсен ачисене пулăшаççĕ. Балсем çителĕклĕ тĕк - бюджет никĕсĕ çинче вĕрен. Ыттисем - контрактпа, анчах укçине университет тÿлет. 
    Ырă хутшăнусем, хăрушсăрлăх - çакă ют çĕршыв студенчĕсене ЧПУна илĕртет. Халĕ кунта тĕнчери 40 çĕршыв студенчĕсем пĕлÿ илеççĕ. Çемье çавăрса тарават çак республикăра юлакансем те пур. Кунтан вĕренсе тухнисенчен нумайăшĕ посольствăсенче, Ют çĕршыв ĕçĕсен министерствисенче, министрта ĕçлеççĕ, вĕсем хăйсен çĕршывĕсенче - Чăваш патшалăх университечĕн "посолĕсем”. Ректор вĕсенчен пулăшу час-часах ыйтать - хирĕçлемеççĕ.
    Маларах уçнă специальноçсемсĕр пуçне ЧПУра çĕннисене те кĕртнĕ: "Туризм”, "Патшалăх тата муниципалитет управленийĕ”, "Çурт-йĕр проектласси”, "Бизнес-информатика”, "Организаци менеджменчĕ”, "Пахалăх управленийĕ”, "Радиотехника”, "Дизайн”, "Куçару” тата ыттисем. Аспирантурăра 500 ытла аспирант вĕренет
    Преподавательсем ют çĕршывсенчи аслă шкулсене лекцисем вулама çÿреççĕ. ЧПУна та чикĕ леш енчен специалистсене чĕнеççĕ. Университет студенчĕсем АПШри, Германири, Турцири, ытти çĕршыври вузсенче стажировкăра пулаççĕ. Университет виçĕ хут Пĕтĕм тĕнчери "Европа пахалăхĕ” наградăна тивĕçнĕ.
    Çапах çĕршыври вĕрентÿ шайĕ чакни ЧПУна та хумхантарать. Кун пирки Л.П.Кураков акă мĕн калать:

    - Совет вĕрентÿ тытăмĕ тĕнчере чи лайăххи пулнă, анчах çĕнетÿ тапхăрĕнче эпир нумай япалана çухатрăмăр. Шел те, çĕршывăн вĕрентÿ тытăмĕнче пулнă хăш-пĕр реформа та тивĕçлĕ кăтарту кÿмерĕ.
    Халĕ паллă: Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕнче пысăк балсем илнисенчен нумайăшĕ çакна хăйсен пĕлĕвĕпе çирĕплетеймест. Çивĕч тепĕр ыйту - çăмăллăхлă çамрăксем, вĕсем чи кирлĕ специальноçсемпе вĕренмелли вырăнсен çуррине йышăнаççĕ.
    Эпир пĕрлехи экзаменпа çыхăннă сăнава пуçламăшĕнченех хутшăннă, шел те, ППЭн лайăх енĕсемпе пĕрлех япăххисем те çук мар. Çакăн пирки пирĕн калаçмалла, çитменлĕхсене пĕтерес енĕпе çине тăмалла. 
    Раççей вĕрентÿпе наука министрĕ тĕрĕс палăртать: студент тăрăшмасть тĕк - ăна аслă шкултан кăларса ямалла. Анчах ку ĕç-пуç кăтартăвĕ вĕт, унăн сăлтавĕ мар. Ректорсен корпусне çакă пăшăрхантарать. Лару-тăрăва тишкерсе уçăмлăх кÿмелле.
    ППЭ - вĕрентÿ пахалăхĕ чакнин сăлтавĕсенчен пĕри. Йышăну комиссийĕн яваплă секретарĕ, вĕренÿ енĕпе ĕçлекен проректор Всеволод Георгиевич Агаков иккĕленмест: шкул ачисен пĕлÿ шайне тĕрĕс те никама пăхăнмасăр хакламалли ППЭне паян мĕнлерех йĕркелени тĕллеве туллин пурнăçлама май памасть. 
    Тест абитуриентпа куçа-куçăн калаçнине улăштараймасть. Хăй вăхăтĕнче вăл техника специальноçĕпе вĕренме кĕнĕ май математикăпа çырса тата сăмахпа каласа экзамен тытнă. Сăмахпа каламалли экзаменра теоремăна ĕнентермелле, задачăна темиçе вариантпа шутламалла пулнă. Урăхла каласан шкулта логика шухăшлавне аталантарнă. Тест çырнă чух вара нимĕн те ĕнентерме кирлĕ мар. Санăн формулăсене пĕлмелле, пĕлÿ пулмалла. Çавна май абитуриентсене хатĕрлес шай та ерипен чакать. Шкулсенче шкул программипе вĕрентессине мар, ППЭне хатĕрленессине тĕпе хураççĕ. Ачасене логикăпа килĕшÿллĕн шухăшлама вĕрентмеççĕ.
    Ялти ачасен хатĕрленÿ шайне çĕклес енĕпе те ĕçлеме тивет. Хулари тантăшĕсемпе танлаштарсан вĕсен майĕсем пĕчĕкрех вĕт. Çак тĕллевпе Чăваш патшалăх университечĕ тăватă филиал, регионти икĕ наукăпа вĕрентÿ центрĕ, гимнази-интернат, 16 лицей тата лицей класĕсем, Çамрăк менеджерсен академине, 21 районта вуз умĕнхи хатĕрленÿ центрĕсене уçнă.
    Тĕнчери экономика кризисĕ çĕршыври вĕрентÿ тытăмне те пырса тиврĕ. Аслă шкулсене бюджетран укçа сахалрах параççĕ, халăхăн укçа сахалраххине кура контракт мелĕпе вĕрентнинчен килекен тупăш та пĕчĕкленес хăрушлăх пур. Çапах, Кирилл Патриарх Раççейри Ректорсен союзĕн IX съездĕнче питĕ тĕрĕс палăртнă пек, кризис - çынсен пуçĕнче. Дмитрий Медведев Президент йывăрлăхсене кризис çине йăвантармалла маррине, çак лару-тăруран тухмалли майсене шырамаллине палăртрĕ.
    Чăваш патшалăх университетĕнче кризиспа кĕрешмелли программа хатĕрленĕ. Тĕп шухăш - çине тăрса, яваплăха туйса ĕçлесси. Перекетлĕх енĕпе те хăйне евĕрри пур. Сăмахран, университетра сĕтел-пукан цехĕ ĕçлет. Вăл аслă шкулăн мĕн пур подразделенине сĕтел-пуканпа тивĕçтерет. Çакă миллион-миллион тенкĕ перекетлеме те май парать, студентсене пурлăха упрама та вĕрентет. 
    Кризиса пула çĕршывра нумай ăста рабочи, сантехник, строитель ĕçсĕр юлчĕ. Университет çакăнпа та усă курать: хăйĕн юсав бригадине йĕркеленĕ. Унта ĕçлекенсен шалăвĕ те аван - 15-20 пин тенкĕ. Халĕ мĕн пур юсав ĕçне хăйсен вăйĕпе хăвăрт тата пысăк пахалăхпа пурнăçлаççĕ. Перекет курăмлă. Унччен юсав ĕçĕсене пурнăçламашкăн конкурссем йĕркелеме тивнĕ-çке. 
    Ачисен вĕренĕвĕшĕн тÿлес енĕпе йывăрлăх тÿсекенсене пулăшас тĕллевпе ЧПУ çак хака 20 процент чакарнă. Пĕлтĕр çавна май 20 млн тенкĕ тупăш илсе çитереймен. Çапах, Л.П.Кураков шучĕпе, çак укçана çухатнă теме çук. Ку - çынна хывнă инвестици.
    Çын кирек ăçта ĕçлесен те - вăл пирĕн, Раççей гражданинĕ, республика çынни. Вăл хăйне панинчен каялла ытларах парĕ, тет Лев Пантелеймонович. Ун шучĕпе, талантлă çамрăксене пулăшмалла, - çакă пирĕн тĕп тĕллев. Вĕрентÿ пин-пин çемьепе çыхăннă. Университет вара - çынсен пурнăçне, кăмăл-туйăмне кăтартакан социаллă барометр. Çак барометрпа пĕлсе усă курмалла, обществăна усă кÿрес тĕллевпе кашни утăма виçсе тумалла.
    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 741 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 5.0/2 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)