Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Чӳк 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
30
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен тенине эсир епле ăнланатăр?
Пурĕ миçе ответ: 34
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Шăматкун, 14.12.2024, 16:11
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2009 » Чӳк » 29 » Хулара лайăхрах-и е ялта-и?
    Хулара лайăхрах-и е ялта-и?
    18:08
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Çак ыйтăва Шупашкарта çуралса ÿснĕ, унтах вĕренсе тухса ĕçленĕ, халĕ вара Вăрнар районĕнчи Санарпуç тăрăхĕнче пурăнакан Ольга Киселева пĕр иккĕленмесĕр: "Паллах, ялта!” - тесе хуравларĕ. Хĕр-упраçпа яш-кĕрĕмрен ытларахăшĕ хуланалла туртăнать, çемьеленсен мăшăрне те хăйпе пĕрле илсе кайма ăнтăлать, вăл вара... Тĕрĕссипе, ун пек маттур пикесем - халăхри пек каласан "хула майрисем” - пурри чăнласах та савăнтарать. Ольга хăшĕ-пĕри пек: "Эпĕ хулара ÿснĕ вĕт!” - тесе кахалланса лармасть, пахчара хаваспах тăрмашать. Хĕлле тепĕр чухне тĕлĕкĕнче çум курăк та курăнать иккен. Çук, йыт пырши-мăян таврашĕ тарăхтарса çитернĕрен мар, пахчара хăвăртрах ĕçлеме пуçлас килнĕрен. Çамрăк хĕрарăмăн тата тепĕр ырă енне те палăртса хăварар: пĕр-икĕ çеç мар, виçĕ-тăватă ача çуратма ĕмĕтленет вăл. "Хĕрача "туянмасăр” чарăнмастпăр”, - шÿтлесе те чăнласа пĕлтерет чиперскер.

    Тĕрĕссипе, Ольгăшăн ял пурнăçĕ пĕчĕкренпех ют пулман: шкулта вĕреннĕ чухне каникулта вăл ашшĕн тăван тăрăхне - Çĕрпÿ районне - час-часах васканă. Паллах, унта каннă çеç мар, тăванĕсене кил-тĕрĕшре те, пахчара та пулăшнă. Хĕр яла каймассерен çакна ăнланнă: кунта сывлăш таса та уçă, хулари хваттерте хĕсĕнсе пурăниччен хăвăн çуртунта ирĕклĕхпе савăнни аванрах тата ĕçленипе халиччен никам та вилмен-ха. Ĕç - çитĕнекен ăрăва воспитани памалли чи лайăх мел. Çавăнпа Вăрнар каччипе çемье çавăрсан унăн тăван тăрăхне куçса килнĕ.

    Хулара сутуçăра ĕçлекен хĕрпе ял хуçалăх тытăмĕнче тăрăшакан яш мĕнле паллашнă тетĕр-и? Ольгăн пĕр тантăшĕ Вăрнар тăрăхĕнчен иккен. Ăна, ача кĕтекенскере, хулана пĕлĕшĕсем ыйтнипе Михаил Киселев илсе килнĕ. Çамрăксем ун чухне паллашнă та. "Вăрнарти тантăшăм патне хăнана çÿреме пуçларăм. Икĕ-виçĕ уйăхран Мишăна аннепе паллаштартăм. Çывăх çыннăма та килĕшрĕ вăл. Çулталăкран туй туса пĕрлешрĕмĕр”, - аса илет Ольга. Сăмах май, вĕсем пĕлтĕр пуш уйăхĕнче Вăрнарта туй кĕрлеттернĕ. Шăпах çак вăхăталла хула хĕрĕ социаллă педагог дипломне илнĕ. Качча тухсан хуларах ĕçленĕ вăл, пушă вăхăт тупăнсанах юратнă мăшăрĕ патне васканă. Çие юлсан темиçе уйăхран ялтах пурăнма пуçланă.

    Хăнара чухне тăвансене пулăшни - пĕр ĕç, килти хуçалăха йĕркелесе тытса пырасси вара - шутсăр пысăк яваплăх. Ялта ытлă-çитлĕ пурăнас, хăв çитĕнтернĕ таса та тутлă пахча çимĕç, аш-какай, сĕт-тăпăрчă çиес тесен питĕ нумай ĕçлемелле: çĕре кăпкалатмалла, акмалла, шăвармалла, çумламалла* выльăх-чĕрлĕхе пăхмалла, хĕлле валли апат хатĕрлемелле, витене тасатмалла, юсамалла... "Кунта мĕн чухлĕ ĕç тесе малтан шикленсе ÿкмерĕр-и?” - кăсăклантăмăр эпир. "Упăшкасем икĕ тĕрлĕ пулаççĕ: пĕрисем диван çине выртса телевизор пăхаççĕ, теприсем пĕрмай ĕçлеççĕ. Манăн Миша - иккĕмĕш ушкăнран. Килти пĕтĕм ĕçе пурнăçлама пултарать вăл. Мана çăмăл пултăр тесе шыв та йăтса парать, тăпăрч-хăйма та хăех тăвать, - йăл кулать хĕрарăм. - Мана уйрăмах пахчара ĕçлеме килĕшет. Унта кăмăл-туйăм çĕкленет. Манăн анне теплицăра ĕçлеме ĕмĕтленнĕ. Çак туртăм мана та куçнă ахăртнех. Çумласси нихăçан та йăлăхтармасса шанас килет”.

    Киселевсем виçĕ сысна /вĕсене çăвăрлаттарасшăн/, икĕ ĕне /пĕри - пушмак/, вăкăр, чăх-чĕп, кăркка усраççĕ. Выльăх-чĕрлĕхе тĕпрен илсен Михаилăн ашшĕ Геннадий Семенович пăхать, ĕне те вăлах сăвать. Çак ĕçпе çамрăк кин те аппаланса пăхнă, анчах выльăх пĕр алла хăнăхнă иккен - тапкалашать. Пушмакĕ пăруласан ăна Ольга хăех сăвасшăн. Кăрккасем вара «унăн». Пĕчĕк чухне черчен иккен вĕсем, тимлĕ пулмасан чирлеме те пултараççĕ. Чĕпĕсене лайăх пăхас тесе интернетра тĕрлĕ информаци пухнă çамрăксем, унти сĕнÿсемпе халĕ те усă кураççĕ. 

    Пĕр тĕслĕхе кулса аса илеççĕ Киселевсем. Кăçал çулла вĕсен пепкине Ромăна тухтăра кăтартмашкăн хулана каймалла пулнă. Кăркка чĕпписене пăхма ашшĕн вăхăчĕ пулмĕ тесе хĕрарăм хайхискерсене курупкана тултарнă та... хулана пĕрле илсе кайнă. Пĕр эрне Шупашкарта усранă вĕсене: "кладовкăра” апат çитернĕ, балкон çине уçăлма илсе тухнă. "Кăркка чĕпписем пĕчĕк ача пекех вĕт: кашни виçĕ сехетрен çитермелле, сăнасах тăмалла”, - тÿрре тухнăн калаçать Ольга.

    Михаил хула хĕрне качча илнĕшĕн пĕрре те ÿкĕнмест: "Ял пурнăçне хăнăхса пырать мăшăрăм. Утă типĕтсе пуçтарма та ÿркенмест. Ăна мотоблокпа хам çулатăп. Ялта пурăнма çăмăлах маррине Ольгăна малтанах каланă, "вăйпа илсе килместĕп, хăв шухăшла” тенĕ”. Арçын "Санар” агрофирма” ОООра водительте тăрăшать, пуçлăха турттарать. Килĕ аякрах марри, ĕç укçи вăхăтра тÿлени, тырă пани килĕшет ăна. Михаил, чăн та, нимĕнле ĕçрен те хăрамасть. "Хăнăхнă эпир”, - тет. Мăшăрĕпе калаçнă хушăра сĕтел тулли апат-çимĕç хăех хатĕрлерĕ, техĕмлĕ чейпе сăйларĕ. "Ÿркенмесен ялта та лайăх пурăнма пулать. Асфальт çул пур, газпа усă куратпăр. Пÿрте шыв кĕртес, ванна пÿлĕмĕ тăвас ĕмĕтпе çунатланатпăр”, - чунне уçать арçын. Пушă вăхăт çукпа пĕрех унăн, çапах тепĕр чухне май тупса ашшĕпе пĕрле сунара каять.

    Киселевсем икĕ хутлă çĕнĕ çуртра пурăнаççĕ, пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса пыраççĕ. Ольга пысăк та туслă çемье пирки ĕмĕтленет. "Ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхмен, ĕçлеме юратакан мăшăрсен нумай ача пулмалла”, - тет вăл. Вăхăт çитсен "кĕмĕл” те "туянасшăн” çамрăк хĕрарăм. "Ылтăнĕ” вара иккĕ таранах. Рома кĕçех сакăр уйăх тултарать, упаленме хăтланать. Ольгăн аслă ывăлĕ кукамăшĕпе хулара пурăнать. Яла час-часах килсе çÿрет, амăшĕ те Шупашкара кайсах тăрать. Вăхăт иртнĕçемĕн ăна Вăрнар районне куçарма та хирĕç мар Ольга. Ачине хальлĕхе хăнăхнă шкулах, хăй кăмăлланă кружоксемпе секцинех çÿреттересшĕн. Ромăна вара ялти садикех ярасшăн.

    "Ачасене ялта ÿстермешкĕн чылай лайăхрах. Кунта лăпкăрах, ирĕклĕрех, экологи те тасарах. Хулара кашни кунах хĕвĕшÿ: ялан таçта васкамалла, тем тума та ĕлкĕрмелле. Мишăн ашшĕ, калăпăр, кунĕпе ĕçлет, çавна пулах-тăр унăн сывлăхĕ те çирĕп. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыни те пулăшать ăна. Аслă ывăла яла килсен ĕçлеттерме тăрăшатăп. Хулара мĕне вĕрентме пулать вĕсене? Ачасене тĕрĕс воспитани парас тесен малтан ашшĕ-амăшĕн ырă тĕслĕх кăтартмалла. "Пирус туртмалла мар, эрех ĕçме юрамасть”, - тенĕ хушăрах хамăр усал йăласемпе иртĕхсен ним усси те пулмĕ”, - чунĕнче мĕн пытарăннипе паллаштарать ял пурнăçне килĕштерекенскер. Ачи кăшт аталансан Вăрнар районĕнчех хăйĕн профессийĕпе - социаллă педагог - ĕçлеме хирĕç мар вăл. Пĕр пулăм çеç пăшăрхантарать Ольгăна: ялта тантăш-пĕлĕш сахалран кичемрех ăна. Çапах вăхăт иртнĕçемĕн лару-тăру улшăнасса шанатпăр.

    "Çамрăксене çапла калас килет: ялти пурнăçран ан хăрăр. Пурте хулана тарса пĕтсен мĕн патне çитĕпĕр? Хулара тата ялта тĕпленнисен пĕр-пĕрне пулăшмалла. Ĕмĕтсем-и? Яланах шăкăл-шăкăл тата пĕр-пĕрне ăнланса пурăнасчĕ”, - калаçăва малалла тăсрĕ Михаил.

    Ĕçчен те тăрăшуллă çемьепе курнăçнă чухне пĕчĕк Рома хăйĕн чĕлхипе калаçрĕ те калаçрĕ. Ялти пурнăç ăна та килĕшет иккен: хулана илсе кайсан канăçсăрланать, лăпкă çывăрмасть. Амăшĕ ăна чĕр чун тĕнчипе халех паллаштарать. Ыйтсан хăшĕ йытă, хăшĕ ĕне пулнине аллипе кăтартать-мĕн. Арçын ача çитĕнсе пынăçемĕн ял пурнăçĕнчен сивĕнмессе, ашшĕ-амăшĕнчен тĕслĕх илессе шанас килет.

    "Чăваш Енĕн ыранхи кунне палăртакан, тăван республика таса та хитре, пирĕншĕн тата ачамăрсемпе мăнукăмăрсемшĕн интереслĕ пултăр тесе хăйсенчен мĕн килнине пĕтĕмпех тăвакан çамрăксене саламлама хавас эпĕ. Паян эпир хресченсене - тăрантаракансене - чыслатпăр. Сире çăмăл мар, анчах питĕ кирлĕ ĕçе, кризис условийĕсенче пире пурне те шанчăклă туйма май параканскере, суйласа илнĕшĕн тав тăватăп”, - тенĕччĕ ЧР Президенчĕ Н.Федоров "Ял çамрăкĕсем - Чăваш Ен тĕрекĕ” форума хутшăнакансене саламланă, ял çыннин тăрăшулăхĕсĕр хула та аталанайманнине палăртнă май. Ку сăмахсем Киселевсемпе паллашнă хыççăн çине-çинех аса килчĕç. Çакнашкал çемье Чăваш Енре ытларах пултăр. Вĕсем - пирĕн республикăн шанăçĕпе тĕрекĕ.
    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 808 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 3.3/15 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)