ĕЧР Патшалăх Канашĕн черетлĕ сессине хальхинче 18 ыйту кĕртнĕ. Ытларах калаçтараканни-тавлаштараканни, паллах, пĕрремĕшĕ пулчĕ: "Чăваш Республикин "Чăваш Республикин 2010 çулхи тата планпа палăртнă 2011 тата 2012 çулсенчи тапхăрти республика бюджечĕ çинчен” саккун проекчĕ. Унпа ЧР пĕрремĕш вице-премьерĕ - финанс министрĕ Николай Смирнов паллаштарчĕ, асăннă проекта Раççей Федерацийĕн Бюджет кодексĕпе тата "Чăваш Республикин бюджечĕн право хутшăнăвĕсене йĕркелесси çинчен” саккунĕпе килĕшÿллĕн хатĕрленине, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Бюджет, налуксем, предпринимательлĕх тата пурлăх енĕпе ĕçлекен комитетĕнче тĕплĕ тишкернине палăртрĕ. "Тĕнче экономикинчи кризис пулăмĕсене пăхмасăр Чăваш Республикин 2009 çулхи бюджечĕ хăйĕн позицийĕсене упраса хăварать кăна мар, хуласемпе районсен социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантармалли хăвата ÿстерсе пырать. Çакă малашлăхра та пысăк талпăнупа ĕçлеме шанăç кÿрет”, - терĕ Николай Васильевич. Чăнах та, тĕнче экономикинчи амак Раççее те япăх витĕм кÿчĕ, татса паман чылай ыйтăва çиеле кăларчĕ. Çапах та çĕршывăн унчченхи экономикинчи ырă конъюнктура унăн çивĕчлĕхне кăштах пусарчĕ. Çакна шута илсе правительство хăйĕн обязательствисене пурнăçланă вăхăтра йывăрлăх ан пултăр тесе палăртакан тапхăра йышăнакан бюджета хатĕрленĕ чухне экономика малашлăхне виçеллĕ хаклассине тĕпе хунине каларĕ министр. Сессире пăхса тухма сĕннĕ бюджета тишкерсен республикăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн прогнозĕ аванни курăнать: промышленноç производствин индексĕ, пур формăллă ял хуçалăх предприятийĕсен продукци туса илесси ÿсмелле, тĕп капитала ытларах инвестици хывма палăртнă, ĕç укçи фончĕ пысăкланмалла... Хамран çакна кăна хушса калам: кашни пункт çинче тĕплĕн чарăнса тăма кирлех мар пулĕ, мĕншĕн тесен сессие хутшăннă 39 депутатран 31-шĕ пĕр саслăн йышăннă /çиччĕшĕ - хирĕç, пĕри тытăнса тăчĕ/ саккун кĕçех "Хыпар” хаçатра туллин пичетленĕ, унпа кашни вулакан тĕплĕ паллашĕ. Сесси кун йĕркинчи иккĕмĕш ыйтăва - "Чăваш Республикин 2010 çулхи тата планпа пăхнă 2011 тата 2012 çулсенчи тапхăрти обязательнăй медицина страхованийĕн территори фончĕн бюджечĕ çинчен” саккун проектне - Раççей Федерацийĕн "Медицина страхованийĕ çинчен” тата "Чăваш Республикин бюджечĕн право хутшăнăвĕсене йĕркелесси çинчен” саккунĕсене, республикăн 2010-2012 çулсенчи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн прогнозне тата Чăваш Ен Президенчĕ Николай Федоров палăртнă бюджет политикин тĕп çул-йĕрне тĕпе хурса хатĕрленĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министрĕ Нина Суслонова каланă сăмахран çакă паллă: виçĕ çулта фонд бюджечĕ малтанхи çул - 4499,0 млн, 2011 çулта - 2544,5 млн., 2012 çулта 2674,1 млн тенкĕпе танлашĕ. Çак тапхăрта ĕç паракансем обязательнăй медицина страхованийĕн фондне взнос шучĕпе 2010 ç. - 725,5 млн, 2011 ç. - 1256,0 млн., 2012 çулта 1385,6 млн тенкĕ хывĕç. Чăваш Республикин бюджетĕнчен уйăракан трансфертсен калăпăшĕ пĕрремĕш ыйтупа йышăннă бюджет кăтартăвĕпе пĕр килет. Çак суммăсем тата ытти çăл куçран пухăнакан укçа-тенкĕ участокри врач-терапевтсем, врач-педиатрсем, пĕтĕмĕшле практика врачĕсем, медицина сестрисем кÿрекен пулăшăва саплаштарма кайĕç. Унсăр пуçне 2010 çулта республика бюджетĕнчен каялла тавăрса памалла мар укçа шучĕпе куçакан 1,6 млн тенкĕ обязательнăй медицина страхованийĕн территорири фончĕшĕн самаях пысăк тĕрев пулĕ. Ĕçсĕр юлнă халăха медицина пулăшăвĕ пама кашни çул валли 1025,0-шер млн тенкĕ уйăрма палăртнă, 2010 çулта вăл кăçалхинчен 14,5 процент пысăкланĕ. Çум докладчик - Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Социаллă политика, сывлăх сыхлавĕ, физкультурăпа спорт енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Ольга Зайцева - хăйĕн сăмахĕнче саккун проектне комитет ларăвĕнче икĕ хут пăхса тухнине, асăрхаттарусемпе сĕнÿсене пурне те шута илнине пĕлтерчĕ, ĕçтешĕсене уншăн сасăлама сĕнчĕ. Депутатсем ăна пĕр саслăн йышăнчĕç. Кун йĕркинчи ытти ыйту пирки калас тăк - тĕпрен илсен вĕсем республикăри хăш-пĕр саккун акчĕсене улшăнусем кĕртесси, çĕнетесси, муниципалитет районĕсемпе ял тăрăхĕсенчи пурлăх камăн пулнине уçăмлă палăртасси, республикăри ачасене социаллă пулăшу кÿресси, вăрçă ветеранĕсене пурăнмалли çурт-йĕрпе е хваттерпе тивĕçтересси, Патшалăх Канашĕн тăкакĕсен сметине, район судйисене çирĕплетесси çинчен пулчĕç.
Çыпăçтарнисем: |