Чăваш Республикинче пурăнакан халăхăн 94 проценчĕ Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне хастар хутшăннă. Пĕтĕмпе 1 миллион та 239 пин çынна шута илнĕ. Ку кăтарту, иртнĕ çыраврипе (2002 ç.) танлаштарсан, республикăмăрта 20-25 пин çын сахалтарах пурăннине çирĕплетет. ИА REGNUM пĕлтернĕ тăрăх çакăн çинчен Чăвашстат пуçлăхĕ Эльвира Максимова Президент куллен ирттерекен планеркăра пĕлтернĕ. Президент администрацийĕн пресс служби те çакна çирĕплетнĕ. Малтан ИА REGNUM Новости пĕлтернĕ тăрăх, 2010 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне Чăваш Республикинчи халăх йышĕ 1278,4 пин çынпа танлашнă. Çак йышран 58 проценчĕ (741,8 пин çын) хулара пурăнать, 42 проценчĕ (536,6 пин çын) - ялта. Çулталăк хушшинче халăх йышĕ 1.007 çынна чакнă (0,1%). Халăх йышĕ чакасси, тĕпрен илсен, вилнисем çуралнисенчен нумайрах пулнипе çыхăннă (уйрăмлăх - 1.389 çын шучĕ). Миграципе куçса килнисен йышĕ çак çухатăва 27,5 процент таран çеç сахаллатма пултарнă. Çыпăçтарнисем: |