Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Чӳк 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
30
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен тенине эсир епле ăнланатăр?
Пурĕ миçе ответ: 34
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Шăматкун, 14.12.2024, 16:32
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2009 » Чӳк » 16 » Паян кăвар чĕреллĕ Çеçпĕл Мишши çуралнă кун: Çеçпĕл сăввисем – темиçе чĕлхепе
    Паян кăвар чĕреллĕ Çеçпĕл Мишши çуралнă кун: Çеçпĕл сăввисем – темиçе чĕлхепе
    21:22
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    «Ан юлăр кун – çул уттинчен», - тесе чĕнсе каланă çамрăксене кăвар чĕреллĕ Çеçпĕл Мишши. 
      Çав сăмахсене Шупашкарти коопераци интитучĕн студенчĕсем тÿрре кăларма тăрăшаççĕ. Вĕсем Тăван çĕршыври ырă ĕç-пулăмра яланах хастар. Паллах, республикăри паллă кунсене те анлăн чысласси – кунта хисеплĕ тивĕçсенчен пĕри. Чăваш поэзийĕн классикĕ Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 110 çул çитнĕ тĕле тĕрлĕ ĕç туса ирттерме палăртнă. Ăна халалланă литература каçĕ те нумайлăха асра юлĕ.
      Кунта Чăваш халăх поэчĕ, философи ăслăлăхĕсен докторĕ Николай Исмуков Çеçпĕл Мишшин пурнăçĕпе пултарулăхне çĕнĕлле хакласа калаçрĕ. Çамрăксен премийĕн лауреачĕ Анатолий Смолин «çĕнĕ пурнăç юрăçин» сăввисене вырăсла куçарнă, вĕсене вуласа пачĕ. Владислав Пастухов юрист чăн-чăн поэзи çынна ĕмĕр тăршшĕпех тĕрĕслĕхшĕн çине тăма пулăшнине палăртрĕ. Студентсем – пулас экономистсем, бухгалтерсем, финансистсем, юристсем – литература каçне пынисене хытă тĕлĕнтерчĕç. Вĕсем Çеçпĕл Мишшин «Çĕн кун аки» сăввисене чăвашла тата вырăсла çеç мар, çармăсла, тутарла, акăлчанла, нимĕçле, французла чаплă вуларĕç. Институтра тĕрлĕ халăх çамрăкĕсем вĕреннине шута илсен – ытти чĕлхепе те янăрамаллаччĕ вăл. Шел, поэтăн темиçе çул каялла тĕрлĕ чĕлхепе тухнă кĕнекинче йăнăшсем кайни чăрмав кÿчĕ. Халĕ урăх вăхăт – компьютер самани. Çавăнпа корректура йăнăшĕсене тÿрлетсе тата çĕнĕ куçарусем хушса тепĕр кăларăм тухсан питĕ пархатарлă пулĕччĕ. Сăмахран, кĕнекери ярăмсенче нимĕçле сăвă çукчĕ. И.Н. Ульянов ячĕллĕ университет профессорĕ В.А. Иванов пире хăйĕн куçарăвĕпе пулăшрĕ.
      Шупашкарти коопераци институчĕнче литература кружокĕ ăнăçлă ĕçлет. Çавăнпа студентсен кăвар чĕреллĕ поэта халалласа çырнă хайлавĕсем те чăвашла, вырăсла янăрарĕç.
      Литература каçне хутшăннисем çакăн пек пĕтĕмлетÿ турĕç: Çеçпĕл Мишшин çуралнă кунне юбилейрен юбилее кăна мар анлăн палăртмалла. 

    В. Кошкин-Кервен, 
    Шупашкарти кооперации институчĕ доценчĕ
    // Хыпар. – 2009. – 6 октября. – С. 1.
    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 1354 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 3.9/11 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)