Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Юпа 2012  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
293031
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Паянхи шкул ачин ятарлă тум-тир пулмалла-и?
Пурĕ миçе ответ: 15
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Юнкун, 18.12.2024, 23:13
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2012 » Юпа » 19
    Материал сăн ÿкерчĕкĕТалант тенине кивçен илейместĕн çав. Иккĕшĕнчен пĕри: е вăл пур, е вăл çук! Николай Казаков юрăç тата композитор пирки вара «ăна çут çанталăк, чăнласах та, кÿрентермен» темелли çеç юлать. Çĕр-çĕр юрă-кĕвĕн, «Нарспи» мюзиклăн «ашшĕ» темле пултаруллă пулсан та нихăçан та пуç каçăртса «эп-кам!» тесе мăнкăмăлланса çÿремест. Хăйĕн чун тĕпренчĕкĕсемпе темиçе теçетке çул пин-пин çынна самантлăха та пулсан телейлĕ туса савăнăç пама пултарнă хăйне евĕрлĕ чăваш ачи паян – «Тăван Ен» хăни.
    – Коля, хăвна ху пĕр шикленмесĕр «Эпĕ – пултаруллă композитор», – теме пултаратăн-и? 
    – Пултаруллă тесе калама аванах мар та, çавах та Турă пани пурах тесе шухăшлатăп. Паллах, хама Моцартпа танлаштарас пулсан эпĕ композитор та мар пекех туйăнать. 
    – Манăн вара сан пирки «Казаков – чăваш эстрадин ашшĕ» теес килет. Кала-ха, тархасшăн, чăваш эстради хăй вырăнне тупайрĕ-и?
    – Эпĕ хама çеç чăваш эстрадин «ашшĕ» тесе калаттарасшăн мар-ха. Борис Чиндыкова та аса илес килет, Валерий Туркайпа та пĕрре мар чуна уçса калаçнă, Валерий Игнатьев, Владимир Михайлов аранжировщиксене манар мар. Çавах та пытармастăп, паянхи чăваш эстради мана тивĕçтермест. 
    – Сăлтавне пĕлесчĕ!
    – Шайĕ аялта. Ăн ... Малалла вула »
    Миçе çын пăхнă: 850 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 19.10.2012 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Йĕпреç районĕнчи Пучинке шкулĕнче чăвашлăха упрама тăрăшаççĕ. Кунти кашни учителĕн тенĕ пекех хăйсем çĕленĕ кĕпе пур. Чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕсен кунашкаллисем темиçешер те. Учительсем кĕпесене чăваш тĕррипе илемлетеççĕ. Пĕрисем хăйсемех ĕçе пикенеççĕ, теприсем çынран пулăшу ыйтаççĕ. Ачасем те аслисенчен юлмаççĕ. Пур хĕр ачан тенĕ пекех чăваш тумĕ пур. Çакнашкаллисемпе вĕсем тĕрлĕ уява хутшăнаççĕ.
    Кĕçĕн классене вĕрентекен Зоя Акчурина хăйĕн валли икĕ кĕпе çĕленĕ. Чăваш тĕррипе капăрлатнăскерсем пуян курăнаççĕ. 
    - Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсем йывăр килнĕрен укçа çукчĕ. Лавккара та тавар сахалчĕ. Упăшкапа 3 ача ÿстереттĕмĕр. Кашнинех тăхăнтартмалла, çавăнпа вĕсене хамах çĕлесе параттăм. Кивĕ юбкăна илеттĕм те ывăл валли шарт кăна шăлавар янтăлаттăм. Пĕчĕкскер ларма-тăма пĕлменрен кашни эрнерех çĕлеме тиветчĕ. Ачасен тумтирне тĕрĕпе илемлететтĕм, - калаçăва иртнĕ самантсене аса илнипе пуçларĕ Зоя Алексеевна. Вăл И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУра /ун чухне институт пулнă/ кĕçĕн классен вĕрентекенĕн дипломне илнĕ. 1994-1996 çулсенче Липовка шкулĕнче ĕçленĕ. Шăпах унта ачасене чăваш тĕррипе паллаштарма тытăннă та.
    - Чăваш чĕлхипе литературине вĕрен ... Малалла вула »
    Миçе çын пăхнă: 737 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 19.10.2012 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Тăван чĕлхе вĕрентекенĕсен Пĕтĕм Раççей конкурсĕнче çĕнтернĕ, «Методика тупсăмĕсен хăйне евĕрлĕхĕшĕн тата çĕнĕлĕхĕшĕн» диплома тивĕçнĕ Александр Степанов тĕнче курăмĕпе те ыттисенчен уйрăлса тăрать. Ĕмĕчĕсемпе пĕлĕтре вĕçмест пулин те, çĕр çинче те çиле май шуса пырасшăн мар вăл. Ĕçре вăй-хăватне шеллемест, лайăх канма укçи-тенкине хĕрхенмест. Паллă олигархсем пек çуралнă кунне те Парижра паллă тума пултарать Калайкасси шкулĕн вĕрентекенĕ. 
    «Хамăн 29-мĕш çуралнă куна шăпах Францин тĕп хулинче кĕтсе илнĕччĕ. «Шуçăм» ансамбльти юлташсем Европăри Диснейленда кĕме билет парнелерĕç», – ырă самантсене хаваспах аса илчĕ кашни çуллахи каникултах пĕр-пĕр çĕр-шыва çитсе килекен Александр Марсович. 
    Муркаш районĕнчи Калайкасси шкулĕн вĕрентекенĕ çÿрекен «Шуçăм» ансамбль çулленех тĕрлĕ çĕр-шыв çыннисене чăваш юрри-ташшипе паллаштарма тухса каять. Мускав правительстви çумĕнчи «Уçă Европа» проект урлă хăйсен укçи-тенкипех çÿреççĕ вĕсем. Германи, Турци, Финлянди, Польша, Швеци, Голланди, Бельги, Франци çыннисем тăвăллăн алă çупса тав тунă хастарсене. 
    «Чи малтанах Атăлçи Пăлхар патшалăхĕн таса вырăнĕсене çул тытрăмăр, ялсенче концертсем патăмăр. Несĕлĕ ... Малалла вула »
    Миçе çын пăхнă: 680 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 19.10.2012 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Çеçпĕл Мишшин пурнăçĕпе ĕç-хĕлне, поэзине писательсемпе поэтсем, ăсчахсем тĕрлĕ енчен тишкернĕ: вун-вун статья, тĕпчев ĕçĕ, кĕнеке çырнă. Кăвар чĕреллĕ поэтăмăра кашниех хăйĕн ăсĕ-пуçĕ çитнĕ таран, çав вăхăтрах мĕнле саманара пурăннине курса та, хакланă. Пĕрисемшĕн вăл - гени сăвăç, теприсемшĕн - революционер, виççĕмĕшĕсемшĕн - патриот, тăваттăмĕшĕсемшĕн - Шупашкар «мĕскĕнĕсенчен» шар курнă, хĕн тÿснĕ таса çын. 
    Чăваш поэзийĕн ылтăн фондне кĕнĕ поэтăмăр çут тĕнчерен уйрăлнăранпа чылай вăхăт иртрĕ пулин те унăн шăпи паян кун та нумай калаçтарать. Халăхăмăра икĕ ыйту уйрăмах канăç памасть. Пĕрремĕшĕн уççи-хуппине - Çеçпĕл Мишши хăех çакăннă-и е ăна çак утăма тума пулăшнă-и? - халĕ тин тупаймăпăр, пĕлеймĕпĕр ĕнтĕ. Иккĕмĕш пирки вара - поэтăмăра чăваш хутлăхне илсе килмелле-и е çук-и? - çирĕм çул ытла тавлашатпăр. Чăваш патшалăх телестудийĕнче ĕçленĕ чухне эпĕ ку ыйтупа ятарлă кăларăм та хатĕрленĕччĕ. Хаçат-журналта та статьясем пичетлерĕм. Темиçе çул каялла «Хыпарта» анлă дискусси иртрĕ. Влаç хăйĕн шухăшне татăклă каламанран - пĕтĕмпех калаçу шайĕнче юлчĕ.
    Кăçалхи çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕнче, мухтавлă поэтăмăр çут тĕнчепе сыв пуллашнăранпа 90 çул çитнĕ кун ... Малалла вула »
    Миçе çын пăхнă: 669 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 19.10.2012 | Рейтинг:


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)