Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Юпа 2012  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
293031
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Шкул директорĕсене демократиллĕ майпа вĕренекенсемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсем суйланине ырлатăр-и?
Пурĕ миçе ответ: 15
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Кĕçнерникун, 19.12.2024, 01:35
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2012 » Юпа » 19 » Зоя Акчурина: “Чăваш тĕрри çĕнĕрен вăй илессе шанатăп”
    Зоя Акчурина: “Чăваш тĕрри çĕнĕрен вăй илессе шанатăп”
    22:15
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Йĕпреç районĕнчи Пучинке шкулĕнче чăвашлăха упрама тăрăшаççĕ. Кунти кашни учителĕн тенĕ пекех хăйсем çĕленĕ кĕпе пур. Чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕсен кунашкаллисем темиçешер те. Учительсем кĕпесене чăваш тĕррипе илемлетеççĕ. Пĕрисем хăйсемех ĕçе пикенеççĕ, теприсем çынран пулăшу ыйтаççĕ. Ачасем те аслисенчен юлмаççĕ. Пур хĕр ачан тенĕ пекех чăваш тумĕ пур. Çакнашкаллисемпе вĕсем тĕрлĕ уява хутшăнаççĕ.
    Кĕçĕн классене вĕрентекен Зоя Акчурина хăйĕн валли икĕ кĕпе çĕленĕ. Чăваш тĕррипе капăрлатнăскерсем пуян курăнаççĕ. 
    - Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсем йывăр килнĕрен укçа çукчĕ. Лавккара та тавар сахалчĕ. Упăшкапа 3 ача ÿстереттĕмĕр. Кашнинех тăхăнтартмалла, çавăнпа вĕсене хамах çĕлесе параттăм. Кивĕ юбкăна илеттĕм те ывăл валли шарт кăна шăлавар янтăлаттăм. Пĕчĕкскер ларма-тăма пĕлменрен кашни эрнерех çĕлеме тиветчĕ. Ачасен тумтирне тĕрĕпе илемлететтĕм, - калаçăва иртнĕ самантсене аса илнипе пуçларĕ Зоя Алексеевна. Вăл И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУра /ун чухне институт пулнă/ кĕçĕн классен вĕрентекенĕн дипломне илнĕ. 1994-1996 çулсенче Липовка шкулĕнче ĕçленĕ. Шăпах унта ачасене чăваш тĕррипе паллаштарма тытăннă та.
    - Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ май 10-11-мĕш классене чăваш тĕрри пирки каласа пама тиветчĕ. Пĕррехинче ачасене: «Сирĕн тĕрлес килет-и?» - терĕм. Хаваспах килĕшрĕç. Тахçан телекуравпа «Пĕрле ларса ĕçлер-ха» кăларăм кăтартнине пурте ас тăваççĕ пулĕ. Унăн ертÿçи Станислав Руссков пире институтра вĕрентетчĕ. Чăваш тĕррипе салфетка тĕрлеме хушрĕ. Киле çитсен кукамай арчинчен илемлĕ салфетка туртса кăлартăм, унпа тата кĕнекесемпе усă курса пир çинче хамăн ĕçе пурнăçларăм. Хитре пулса тухнăскере преподаватель ырларĕ. Кукамай тĕрленĕ эрешсемпе малашне те усă куртăм. Пучинке шкулĕнче вĕрентме тытăнсан «Чăваш тĕрри» кружок йĕркелерĕм. Кăçал унта манăн 2-мĕш класс хутшăнать. Вĕсем алла йĕппе çип пĕлтĕрех тытрĕç, питĕ тăрăшаççĕ. Ыттисем те чăваш тĕррине тĕрлемешкĕн вĕрентме ыйтаççĕ. Эппин, ачасем хĕреслесе тĕрленине чăвашлинчен уйăраяççĕ. Пĕррехинче Йĕпреç район администрацийĕн ĕçченĕсем салфеткăсене, телефон чикмелли йĕнĕсене Камай праçникĕнче сутма ыйтрĕç. Кун пирки шухăшламанччĕ те çухалсах кайрăм. Ара, ачасене вĕрентнĕ май ытлах тĕрлеменччĕ. «Хамăн ĕçсем мĕншĕн çук вара?» - шухăшларăм ăшра. Ачасемпе пĕрле тĕрлеме тытăнтăм. Камай праçникне çитнисем пирĕн ĕçсене хакларĕç, туянчĕç, - тĕрĕпе паллаштарнă май калаçрĕ Зоя Акчурина. Вăл ачасен пĕрремĕш ĕçĕсене халĕ те упрать. Ăна Раççей халăх маçтăрĕ Евгения Жачева хавхалантарать. Вăл унăн курсĕсене те çÿренĕ. Зоя Алексеевнăна чи малтанах маçтăрăн «Чăваш халăх шкулĕ» журналра тухнă схемисем пулăшнă. Учитель халĕ ачасене Евгения Жачева кăларнă «Чăваш тĕрри» кĕнекепе усă курса вĕрентет. Кунта кашни эреш мĕне пĕлтернине, ăна мĕнле тумаллине тĕплĕн ăнлантарнă. Пĕррехинче Зоя Акчуринăран хăй çĕленĕ, тĕрлесе илемлетнĕ йĕнне парса яма ыйтнă. Çакскер каярахпа «Узоры земли чувашской» кĕнекене кĕнĕ. Зоя Акчурина вĕтĕ шăрçапа та тĕрлĕ япала тума маçтăр. 6-мĕш тата 10-мĕш классенче вĕренекен кашни ачан вĕтĕ шăрçаран тунă ум çакки пур. Ăна вĕсем кĕçĕн классенче ăс пухнă чухнех Зоя Алексеевнăпа пĕрле ăсталанă. 
    Халĕ, шел те, чăваш тĕррине тĕрлекен сахал. Асаннесемпе кукамайсен йăли манăçса пырать. Ку Зоя Акчуринăна та пăшăрхантарать. Анчах вăл шанчăка çухатмасть.
    - Ачасем чăваш тĕррине вĕрентме ыйтни, вĕсем ăна ыттисенчен уйăрни савăнтарать. Паян вĕсене çак ĕçе хăнăхтарсан чăваш тĕрри аталанĕ, çĕнĕрен вăй илĕ, - терĕ вăл калаçăва вĕçленĕ май.

    Ирина АЛЕКСЕЕВА ("Çамрăксен хаçачĕ").
    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 738 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 0.0/0 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)