Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Юпа 2012  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
293031
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Хисеплĕ вĕрентекенĕмĕр! Эсир шкулта ĕçлесе илнĕ тупăшăрпа çăмăл машина туянма пултарятăр-и?
Пурĕ миçе ответ: 27
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Кĕçнерникун, 19.12.2024, 01:36
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2012 » Юпа » 19 » ЧĂВАШЛĂХ МИССИОНЕРĔ: САРАНСКРА ÇĔНТЕРНĔ, ПАРИЖА «ПАРĂНТАРНĂ» («Самант», Шупашкар)
    ЧĂВАШЛĂХ МИССИОНЕРĔ: САРАНСКРА ÇĔНТЕРНĔ, ПАРИЖА «ПАРĂНТАРНĂ» («Самант», Шупашкар)
    21:50
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Тăван чĕлхе вĕрентекенĕсен Пĕтĕм Раççей конкурсĕнче çĕнтернĕ, «Методика тупсăмĕсен хăйне евĕрлĕхĕшĕн тата çĕнĕлĕхĕшĕн» диплома тивĕçнĕ Александр Степанов тĕнче курăмĕпе те ыттисенчен уйрăлса тăрать. Ĕмĕчĕсемпе пĕлĕтре вĕçмест пулин те, çĕр çинче те çиле май шуса пырасшăн мар вăл. Ĕçре вăй-хăватне шеллемест, лайăх канма укçи-тенкине хĕрхенмест. Паллă олигархсем пек çуралнă кунне те Парижра паллă тума пултарать Калайкасси шкулĕн вĕрентекенĕ. 
    «Хамăн 29-мĕш çуралнă куна шăпах Францин тĕп хулинче кĕтсе илнĕччĕ. «Шуçăм» ансамбльти юлташсем Европăри Диснейленда кĕме билет парнелерĕç», – ырă самантсене хаваспах аса илчĕ кашни çуллахи каникултах пĕр-пĕр çĕр-шыва çитсе килекен Александр Марсович. 
    Муркаш районĕнчи Калайкасси шкулĕн вĕрентекенĕ çÿрекен «Шуçăм» ансамбль çулленех тĕрлĕ çĕр-шыв çыннисене чăваш юрри-ташшипе паллаштарма тухса каять. Мускав правительстви çумĕнчи «Уçă Европа» проект урлă хăйсен укçи-тенкипех çÿреççĕ вĕсем. Германи, Турци, Финлянди, Польша, Швеци, Голланди, Бельги, Франци çыннисем тăвăллăн алă çупса тав тунă хастарсене. 
    «Чи малтанах Атăлçи Пăлхар патшалăхĕн таса вырăнĕсене çул тытрăмăр, ялсенче концертсем патăмăр. Несĕлĕмĕрсене пуç тайса, киреметсене парнесем парса пулăшу ыйтрăмăр. Çавăн хыççăн чăнах та çул уçăлчĕ», – кăмăллăн калаçать юрра-ташша ăста педагог. 
    Хальлĕхе вăл çемье çавăрма ĕлкĕреймен, ирĕклĕ. «Тĕнче касса çÿренĕ чух авланма вăхăт çук», – текелесе шÿтлет. Кăшт шухăша кайнă хыççăн: «Ура çине çирĕп тăрайман-ха, иртерех», – тесе хушса хурать. 
    Унăн шучĕпе пирĕн пикесем чи илемлисем тенинче ÿстерни çук. Францире те хитре хĕр питĕ сахал иккен. Çавăнпа чипер, тарăн ăслă, ар çынна хисеплеме, тутлă апат янтăлама пĕлекен чăваш пикисен Александр Марсовичăн кăмăлне çавăрас шанăç пысăк. Учитель ĕç укçипе çемьене тăрантараймăн тенине те ан ĕненĕр – çак сăмахсен чăнлăхĕ чаксах пырать. 
    «Шкулта мĕн чухлĕ ĕçлесе илесси йăлтах хăвăнтан килет, – иккĕленмест Калайкасси шкул директорĕн çумĕ Александр Степанов. – Хăвăн уроксене чуна парса ирттеретĕн – патшалăх çирĕплетнĕ ставкăна илетĕн. Ачана предметпа кăсăклантарма класс тулашĕнчи ĕçсене ытларах явăçтармалла. Ун чух хавхалантару укçи иккĕмĕш шалу пек хушăнать. Ялан интереслине тупса тĕлĕнмелле, вĕренекенсене те кăсăклантармалла. Пĕр урока 20 хут ирттерсен те кашнинчех урăхла, пĕрремĕш хут панă пек йĕркелемелле. Питĕрĕнсе лармалла мар. Ачасемпе тухса çÿремелле, ун чух вĕсен те тĕнче кураслăхĕ ÿсет». 
    Çурла уйăхĕнче Саранск хулинче иртнĕ тăван чĕлхе вĕрентекенĕсен ăмăртăвĕнче ытти регионти ĕçтешĕсем те питĕ вăйлă ĕçленине туйса илнĕ вăл, хăй те ыттисене самаях тĕлĕнтернĕ. Конкурса кĕске вăхăтрах хатĕрленме тивнĕ пулин те «Манăн регион, манăн шкул, професси ĕçĕ-хĕлĕ» презентацие наци тумĕсен кăтартăвĕпе те пуянлатнă. 
    «Сцена çине 13-мĕш тухмалла пулчĕ. Теприсем çак хисепрен хăраççĕ пулсан мана вăл яланах телей кÿнĕ. Чăвашсем Алтайран килнине кăтартса, тăван халăх юрри-кĕввипе тухрăмăр эпир. Хыçалта «Шуçăм» юрласа тăрать, шăпăр каласа ярсан эпĕ сăмах илтĕм – Чăваш Енпе паллаштарма пуçларăм. Залри халăх тÿрех «вăранчĕ», тăвăллăн алă çупса ячĕ. Ыттисем пурте пĕр евĕрлĕрех хатĕрленсе пынăччĕ», – халь тин йăлтах лăпкăн аса илет Калайкасси вĕрентекенĕ. 
    Урокăн 10 минутлăха пыракан видеороликĕнче те тăван чĕлхене вĕрентнĕ чух тĕрлĕ культура хутшăнăвне ăста усă курнине кăтартнă чăваш учителĕ. Ăна ÿкерме вĕренекенĕ-сене çурла уйăхĕнче шкула пухма, тренинг евĕр урока тыр-пул уйĕнче ÿкерме тивнĕ. Саранска кайиччен хăй панă уçă уроксен тата класс тулашĕнчи мероприятисен сценарийĕсене пухса кĕнекесем кăларма та ĕлкĕрнĕ. 
    Сирĕншĕн хăш çитĕнĕвĕ хаклăрах: сумлă ăмăртура çĕнтерни е вĕренекенсене кирлине, вĕсене чĕртсе яма пултарнине туйни тесе ыйтсан пĕртте иккĕленсе тăмарĕ Александр Марсович: 
    «Конкурса хутшăнни ÿсме май парать, анчах вăл паян пур та ыран çук. Чи кирли – мĕн пĕлнине ачасем патне çитерни, эпĕ туйнине вĕсем туйни. Тăван чĕлхе вĕрентекенсенче тĕлĕнмелле пысăк яваплăх. Йăх-несĕлĕмĕрсем вăрçă-харçă урлă, пире тем пек пĕтерес тесен те культурăна упраса хăварма пултарнă. Эпир вара хамăр мăнтăр кăмăла пула ăна пĕтерсе пыратпăр. Садикрех вырăсла калаçса ÿсекен ачасене шкулта чăвашла вĕрентме çăмăл мар. Хамăр Катькасри воспитательсем те е чăвашла пĕлмеççĕ, е вырăсланнă. Совет Союзĕ арканнă хыççăн казахсем те çавăн пек лару-тăрăва лекнĕ. Çавăн чух хулари садиксенче ĕçлеме казахла пĕлекен кинемисене ялсенчен пухса килнĕ...» – чунтанах пăшăрханать чăваш чĕлхипе литература учителĕ. 
    Тахçан, Г.Лебедев ячĕллĕ интернат лицейĕн музыка класĕнче вĕреннĕ чухне, Александр Степанов чăвашлăхшăн çапла çунма пуçласса шухăшлама та пултарайман. Юрăç та мар, чылайăшĕ пек юрист, экономист, историк пулма тĕмсĕлнĕ вăл. Ăнсăртран-кĕмсĕрт тенĕ пек пуçри çав шухăшсене çĕнни, хăватлăраххи сирсе кăларнă та çамрăк йĕкĕте ЧПУн чăваш филологийĕпе культура факультетне илсе çитернĕ. Ăна пĕтернĕ хыççăн тата 3 çул аспирантурăра вĕренме хистенĕ. Шупашкартан Муркаш районĕнчи Калайкасси шкулне куçсан та унчченхи ĕмĕчĕсене, çыхăнăвĕсене татман Вăрмар районĕнчи Кĕçĕн Чак каччи. «Шуçăм» ансамбль репетицийĕ-сене Шупашкара çÿреме тивни те юрра-ташша юратакан вĕрентекене хăратайман, питĕрĕнсе ларма хистеймен.

    Алина ГЕРАСИМОВА
    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 681 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 5.0/1 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)