Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Юпа 2012  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
293031
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Шкул директорĕсене демократиллĕ майпа вĕренекенсемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсем суйланине ырлатăр-и?
Пурĕ миçе ответ: 15
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Кĕçнерникун, 19.12.2024, 01:54
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2012 » Юпа » 19 » "НАРСПИ" МЮЗИКЛĂН АШШĔ - НИКОЛАЙ КАЗАКОВ
    "НАРСПИ" МЮЗИКЛĂН АШШĔ - НИКОЛАЙ КАЗАКОВ
    22:21
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Талант тенине кивçен илейместĕн çав. Иккĕшĕнчен пĕри: е вăл пур, е вăл çук! Николай Казаков юрăç тата композитор пирки вара «ăна çут çанталăк, чăнласах та, кÿрентермен» темелли çеç юлать. Çĕр-çĕр юрă-кĕвĕн, «Нарспи» мюзиклăн «ашшĕ» темле пултаруллă пулсан та нихăçан та пуç каçăртса «эп-кам!» тесе мăнкăмăлланса çÿремест. Хăйĕн чун тĕпренчĕкĕсемпе темиçе теçетке çул пин-пин çынна самантлăха та пулсан телейлĕ туса савăнăç пама пултарнă хăйне евĕрлĕ чăваш ачи паян – «Тăван Ен» хăни.
    – Коля, хăвна ху пĕр шикленмесĕр «Эпĕ – пултаруллă композитор», – теме пултаратăн-и? 
    – Пултаруллă тесе калама аванах мар та, çавах та Турă пани пурах тесе шухăшлатăп. Паллах, хама Моцартпа танлаштарас пулсан эпĕ композитор та мар пекех туйăнать. 
    – Манăн вара сан пирки «Казаков – чăваш эстрадин ашшĕ» теес килет. Кала-ха, тархасшăн, чăваш эстради хăй вырăнне тупайрĕ-и?
    – Эпĕ хама çеç чăваш эстрадин «ашшĕ» тесе калаттарасшăн мар-ха. Борис Чиндыкова та аса илес килет, Валерий Туркайпа та пĕрре мар чуна уçса калаçнă, Валерий Игнатьев, Владимир Михайлов аранжировщиксене манар мар. Çавах та пытармастăп, паянхи чăваш эстради мана тивĕçтермест. 
    – Сăлтавне пĕлесчĕ!
    – Шайĕ аялта. Ăна хăпартас тесен нумай ĕçлемелле. Эстрадăра хăйсене шыракансен вĕренмелли нумай! Ăслă та пултаруллă вĕрентекенсем кирлĕ! Сцена çине тухиччен музыка училищинче ăс пухмалла, унтан пĕлĕве консерваторинче тăсмалла. Турă пани çеç çителĕксĕр. Çав вăхăтрах ют çĕршывсенче эстрадăра мĕнлерех çĕнĕлĕхсем пуррине тишкермелле!
    – Борис Чиндыков сăвăçпа пĕрле çырнă юррусем халăхра анлă сарăлнă. Иртнĕ шăмат кун анчах «Тĕрленĕ шурă тутăрпа» юрруна чăваш наци радиовĕн «Юрă вăчăри» кăларăмра итлерĕм-ха. Сан шухăшупа, юрăсем итлекене мĕнпе тыткăнлаççĕ: кĕввипе е сăввипе? 
    – Чунран тухнипе! Манăн кашни юрăрах вĕсене çырнă вăхăтри туйăмсем! Çав асамлăха эпĕ нота çине çеç куçарнă. Борисăн шухăшлавĕ вара питĕ хăйне евĕрлĕ, оригиналлă тейĕттĕм. Эпĕ унпа килĕшмесен те пултаратăп, анчах та унăн идея нумай. 
    – Кĕвĕ те сăвă пекех чунра юрату хĕлхемĕ кăварланмасăр çуралаймасть. Мĕнлерех хĕрсем çунтарнă-ши сан ачаш чĕрÿне?
    – Юрату çак çĕр çинче – чи кирли, чи пылакки, чи лайăххи...Юрăра юрату çук пулсан вăл нота тата сăмах пуххи çеç пулса тăрать. Манăн вĕри туйăмсен шучĕ те çук! Хавхаланса каятăп та кĕвĕ çырса хуратăп. Ултă çулта чухнехи юрату чи хĕрÿреххи. 10-мĕш класра вĕренекен хĕре килĕштернĕччĕ. Ăна курас тесех лавкка умне кайса тăраттăм. Хĕре аякран курсанах чун хĕпĕртетчĕ. Эх, еплерех савăнаттăм! 
    – Çавăн чухнех кĕвĕсем çырма пуçламан-и-ха эсĕ? 
    – Пĕррехинче атте мана телевизорпа пĕр арçын ача 12 юрă çырни çинчен каларĕç терĕ. Эпĕ ăна «Юрă çырасси мĕн вăл!»– терĕм те лартăм та çыртăм. Эпĕ ун чух шăп та лăп ултă çултаччĕ. 
    – Кĕввине ас тăватăн-и? 
    – Ас тумасăр! Сăвви вара «Атя, Ванюк, урама» ятлăччĕ. 
    – Каçар та, ку юрра эпĕ 1 класра вĕреннĕ чух шăрантарнă, унăн авторĕ эсĕ мар-ç­ке! 
    – Эпĕ урăх кĕвĕ çыртăм. Пĕр сăвăпа вун-вун кĕвĕ те çырма пулать!
    – Эсĕ пурĕ миçе юрă кĕвĕленĕ?
    –Шутламан.
    – Мĕншĕн?
    – Мана ку пачах та интереслĕ мар!
    – Çавах та... пĕр 1000 пур-и? 
    – Филипп Лукин 800 ытла юрă çырнă тенине вуланăччĕ. «Модерн Токинг» ансамблĕн композиторĕ вара çамрăк пулсан та 1500 юрă кĕвĕленĕ. Эпĕ юрă çырнă чухне ăна чунтан кăларатăп та питĕ хĕпĕртетĕп. Кирлех-ши шутне пĕлме?
    – Эсĕ калăпланă чи сумлă произведенисенчен пĕри – «Нарспи» мюзикл. Кала-ха, тархасшăн, классикăн поэмине çапла майпа улăштарма сире Чиндыковпа иксĕре кам ирĕк панă? Çакă классикран тăрăхлани пулмасть-и-ха? 
    – Пачах та çук. «Нарспи» поэма чăваш халăхĕн асĕнче 100 çул ытла, ку Константин Иванов супер талантлă иккенне çирĕплетет. Мюзикла çырнă чух кăмăл-туйăм питĕ хавхалануллă пулчĕ. Поэмăна çĕнетсе улăштарас идея Самара тăрăхĕнче, ялсенче трактор урапи çинче «Нарспи» спектакле кăтартнă чух пуçа пырса кĕчĕ. Эпĕ çĕтĕк джинспа çÿреттĕм. «Мĕн, сан çĕнĕ джинс илсе тăхăнма укçа çук-им?» – тесе тăрăхласа шÿтлетчĕç куракансем. Мана чылайăшĕ питĕ «модный» каччă тесе шухăшланă. «Атя, «Нарспи» спектаклĕн çĕнĕ вариантне хайлатпăр», – терĕ мана Борис. Тытрăмăр та турăмăр. 
    – Пĕр çынран çеç мар «Казаков «Нарспире» чăваш пентатоникипе пачах усă курман», – тенине илтме тÿр килчĕ... 
    – Эпĕ музыка çырнă чух нихçан та пентатоника пирки шухăшламастăп. Чунран мĕн тухать, çавна хут çине шăрçалатăп. Чăвашла-и, чăвашла мар-и – ку манран килмест. 
    – Шел те, паянхи чăвашăн тĕнче шайĕнчи произведени питĕ сахал! «Нарспи» мюзиклпа тĕнчене тухма пулать-ши?
    – Мюзикл валли ялти вăрманта шĕшкĕ патаккисем каснă чух пуçа шухă шухăш пырса кĕчĕ – «Ку патаксем Францине çитсе кураççех пуль-ха!»
    – Унта юрласа вылякан артистсене ятарлă комисси суйланă-и?
    – Уйрăм специалистсем. Вĕсенчен пĕри манăн юратнă мăшăр Валентина Салихова. Ăна ыттисенчен ытларах шантăм. Маншăн вăл – чи пултаруллă композитор тата режиссер. 
    – Эсĕ, апла пулсан, ăна пулах çемьерен уйрăлнă пулĕ-ха! 
    – Эпĕ Валентинăна тĕл пулнă чух каччă пулнă. Вăл вара мăшăрĕнчен уйрăлса мана качча тухрĕ. Унăн пĕрремĕш упăшки питĕ пултаруллă специалист, лайăх арçын. 
    – Сире иксĕре мĕн ытларах çыхăнтарать: тĕнче пысăкăш хĕрÿ туйăм-и е пĕрле тăвакан ĕç-и? Сиртен хăшĕ теприне ытларах пулăшать?
    – Валентина мана ытларах пулăшса пырать пулĕ. Вăл пукане театрĕнче ĕçленĕ чух питĕ нумай кĕвĕ çырнă. Вĕсем паян та Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче янăраççĕ. Унăн кĕввисем спектакльсене те илемлетеççĕ. Уйрăмах ачасем валли нумай хайланă вăл. 
    – Мюзикл хакла кайса ларчĕ-и? 
    – 1 миллион тенке «вырнаçрăмăр». 
    – Спонсорсем пулăшрĕç-и?
    – ЧР Президенчĕн грантне çĕнсе илтĕмĕр. Эпĕ нихăçан та спонсорсен куçĕсенчен ыйтуллăн тинкермен. Пулăшас текенсем вара хăйсен ирĕкĕпех укçа сĕнеççĕ. 
    – «Нарспин» юлашки кăларăмĕнче тĕп роле санăн хĕрÿ Саша Казакова вылять. Эпĕ вăл сан тăван мар хĕрÿ тенине илтнĕччĕ... Тĕрĕсех-и?
    – (

    Альбина ЮРАТУ ("ТĂВАН ЕН")
    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 851 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 5.0/1 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)