Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланиччен шутлă кунсем юлчĕç. Ун умĕн, йăлана кĕнĕ тăрăх, педагогсен канашлăвĕсем иртеççĕ. Паян республикăри педагогика активĕн канашлăвĕ уçăлать. Çавна май «Хыпар» хаçатăн тĕпелне Чăваш Республикин вĕренÿпе çамрăксен политикин министрне Владимир Иванова чĕнтĕмĕр, паянхи лару-тăрупа, малашлăх тĕллевсемпе паллаштарма ыйтрăмăр.
- Владимир Николаевич, иртнĕ 2010-2011 вĕренÿ çулĕн кăтартăвĕсене мĕнле хаклатăр? Сирĕн шухăшăрпа, ырă улшăнусем пур-и?
- Юлашки çулсенче федерацин тата республикăн тĕрлĕ программине, инноваци проекчĕсене пурнăçлани Чăваш Енри вĕренÿ тытăмне укçа-тенкĕ чылай уйăрса пама витĕм кÿчĕ. Ку шкул инфратытăмне палăрмаллах улăштарма май пачĕ. Паянхи куна ачасен 92, 3 проценчĕ хальхи условисенче вĕренет, паха пĕлÿ илет. Çакна пирĕн выпускниксем Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсенче çулленех лайăх кăтартусемпе палăрни те, пирĕн ачасем Раççей предмет олимпиадисенче çĕнтерни те çирĕплетеççĕ. Олимпиадăсен çĕнтерÿçисен шучĕ икĕ хут ÿсрĕ: 2010 çулта 16-ăн пулнă, 2011 çулта - 31 шкул ачи. Аслă классенчен 90 ытла проценчĕ профиль класĕсенче е хăш-пĕр предмета тарăн вĕренмелли классенче пĕлÿ илет. Профиль вĕренĕвĕ ачасене пулас пр
...
Малалла вула »