Ача пĕрремĕш хут шкула кайнине психологсем революципе танлаштараççĕ. Мĕншĕн тесен уншăн йăлтах улшăнать: хăнăхнă йĕрке, тавралăх, кун режимĕ, хăйне тыткаласси. Чи пĕлтерĕшли – яваплăх, тимлĕх ыйтакан çĕнĕ тивĕç тупăнни. Ачана шкула мĕнле тĕрĕс хатĕрлемелле, вăл шкула юраттăр, хаваспах вĕрентĕр тесен ашшĕ-амăшĕн мĕн тумалла?
Пĕрремĕш класс ачи шкула хăвăрт хăнăхтăр тесен ашшĕ-амăшĕн шкул çинчен нумайрах каласа памалла, вĕренӳ çулĕ çитиччен ачапа пĕрле вăл çӳремелли шкулта час-часах пулма тăрăшмалла. Енчен те шкула кĕме май пулчĕ-тĕк, ачана парта хушшине лартса пăхмалла, кунта салтăнмалли пӳлĕм, столовăй, акт залĕ, библиотека, тухтăр пӳлĕмĕ пурри пирки каласа памалла. Çапла шкулта вĕренесси интереслĕ те усăллă пулнине ача майĕпен хăех ăнланса пырать.
Çак вăхăтра шкул çинчен япăх калама тăрăшмалла мар. Çапах та ăна вĕренесси çăмăл ĕç маррине, йывăрлăхпа мĕнпур çын тĕл пулнине ăнлантармалла. Çапла тусан пĕчĕкскер йывăрлăхран хăрама пăрахать.
Ачана шкула ăсатни ун çинчен манмалла тенине пĕлтермест, паллах. Çавăнпа ашшĕ-амăшĕ унăн пурнăçĕпе интересленсех тăмалла, пĕрремĕш класра паллăсем лартмаççĕ пулин те. Ун вырăнне «Паян интересли мĕн пулчĕ?», «Вулав у
...
Малалла вула »