Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланиччен шутлă кунсем юлчĕç. Ун умĕн, йăлана кĕнĕ тăрăх, педагогсен канашлăвĕсем иртеççĕ. Паян республикăри педагогика активĕн канашлăвĕ уçăлать. Çавна май «Хыпар» хаçатăн тĕпелне Чăваш Республикин вĕренÿпе çамрăксен политикин министрне Владимир Иванова чĕнтĕмĕр, паянхи лару-тăрупа, малашлăх тĕллевсемпе паллаштарма ыйтрăмăр.
- Владимир Николаевич, иртнĕ 2010-2011 вĕренÿ çулĕн кăтартăвĕсене мĕнле хаклатăр? Сирĕн шухăшăрпа, ырă улшăнусем пур-и?
- Юлашки çулсенче федерацин тата республикăн тĕрлĕ программине, инноваци проекчĕсене пурнăçлани Чăваш Енри вĕренÿ тытăмне укçа-тенкĕ чылай уйăрса пама витĕм кÿчĕ. Ку шкул инфратытăмне палăрмаллах улăштарма май пачĕ. Паянхи куна ачасен 92, 3 проценчĕ хальхи условисенче вĕренет, паха пĕлÿ илет. Çакна пирĕн выпускниксем Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсенче çулленех лайăх кăтартусемпе палăрни те, пирĕн ачасем Раççей предмет олимпиадисенче çĕнтерни те çирĕплетеççĕ. Олимпиадăсен çĕнтерÿçисен шучĕ икĕ хут ÿсрĕ: 2010 çулта 16-ăн пулнă, 2011 çулта - 31 шкул ачи. Аслă классенчен 90 ытла проценчĕ профиль класĕсенче е хăш-пĕр предмета тарăн вĕренмелли классенче пĕлÿ илет. Профиль вĕренĕвĕ ачасене пулас профессие суйласа илме тата тĕллевĕ патне çирĕппĕн утма пулăшать. Шкулти апатланăва йĕркелессине лайăхлатас, сывлăх тĕлĕшĕнчен кăлтăк пур ачасене инçет вĕренÿпе тивĕçтерессине аталантарас тата ытти ыйтупа ĕçлетпĕр. Паян кадр, ертÿлĕх, пурлăх-техника хăвачĕпе усă курса вĕренÿ пахалăхне малалла ÿстерсе пырас тĕллев тăрать. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче тĕп вырăнта - пĕтĕмĕшле вĕренĕвĕн регион тытăмне тата професси вĕренĕвне çĕнетсе улăштарасси, шкулчченхи вĕренÿпе туллин тивĕçтересси тата пахалăхне лайăхлатасси.
- Кăçал Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕ Раççейре шăв-шав нумай çĕклерĕ. Республикăра ППЭ кăтартăвĕсем мĕнлерех, экзамен панă чухне йĕркене пăснине палăртман-и?
- Кăçал республикăри шкулсенчен вĕренсе тухнисен кăтартăвĕсем, тĕпрен илсен, япăх мар. Ятарлă икĕ предметпа вăтам балл пĕлтĕрхинчен кăшт лайăхрах: вырăс чĕлхипе - 64, 8 /2010 çулта - 62, 8/, математикăпа - 55, 2 /51, 8/. Çĕр балл пухнисен йышĕ ÿсрĕ: пĕлтĕр ППЭ-шĕн 59 çын чи пысăк хаклава тивĕçнĕччĕ, кăçал - 62.
Суйласа илсе тытмалли экзаменсемпе те лару-тăру палăрмаллах лайăхланчĕ. Ансат мар дисциплинăсемпе - физикăпа, биологипе - ППЭ тытакан нумайланса пырать.
Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕн тапхăрĕнче йĕркене пăснисем пулнă, çапах та пĕлтĕрхинчен сахалрах. 2011 çулта Патшалăх экзамен комиссийĕн никама пăхăнман инспекторĕсен шутне ÿстернĕ. Надзор пайĕн специалисчĕсемпе пĕрле вĕсем мĕн пур экзаменра ĕçленĕ. Пирĕн «вăйсăр сыпăк» малтанхи пекех - этем факторĕ. Шел те, вĕренекенсем кăна мар, учительсем хăйсем те право культури енĕпе тĕслĕх кăтартаймаççĕ. Йĕркене пăснин яланхи тĕслĕхĕ - кĕсье телефонĕ илсе кĕрсе унпа усă курма хăтланни. Çавăн пекех хăш-пĕр аудиторире экзамен тытакан предметпа вĕренÿ пособийĕсем пур тĕслĕхсене, йĕркелÿçĕсем экзамен парас йĕркене çителĕксĕр тĕрĕслесе тăнине тата ыттине палăртнă.
Паянхи куна федераци шайĕнче «ППЭне йĕркелес тĕлĕшпе» тăратнă сĕнÿсене пăхса тухаççĕ. Чи малтанах кунта çак ыйтусем тăраççĕ: ППЭне йĕркелес ĕçе хутшăнакансен юридици яваплăхĕ пирки нормативлă актсем йышăнасси, ППЭн мĕн пур процедурине видеоçыравпа тивĕçтересси, вĕренĕвĕн регион департаменчĕсен сайчĕсем урлă кăтартасси, экзамен ирттерекен пунктсенче карас сечĕн сигналне хуплакан аппаратура вырнаçтарасси, ытти те.
- Сирĕн шухăшăрпа, Патшалăхăн пĕрлехи экзаменне шкул ачисен пĕлĕвне объективлă, туллин кăтартса паракан пĕртен пĕр меслет тесе хаклама пулать-и?
- Пĕлÿ пахалăхне ППЭпе кăна виçни тĕрĕсех мар. Пĕрлехи экзамен кăтартăвĕсене олимпиадăсен, конкурссен кăтартăвĕсемпе, шкул ачисен пултарулăх, проект çитĕнĕвĕсемпе пуянлатмалла. Тата кăтартусене хакланă чухне пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсене гимназисемпе, ял шкулĕсене хуларисемпе танлаштармалла мар: вĕсем тĕрлĕ шайра.
Шкулта ачан вĕренес туртăмне ÿстерме пулăшакан условисем тумалла. Федерацин патшалăх çĕнĕ вĕренÿ стандартне те çак тĕллеве тĕпе хурса ĕçе кĕртеççĕ. 2011 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пĕрремĕш класс ачисене унпа килĕшÿллĕн вĕрентме пуçлаççĕ. Иртнĕ çулсенче республикăн вĕренÿ тытăмĕнче нумай ĕç туса ирттернĕ. Паян пирĕн ачасене паха пĕлÿ пама пухнă çак кадр, ертÿлĕх, пурлăх-техника хăвачĕпе тухăçлă усă курасси пĕлтерĕшлĕ.
- Çитес вĕренÿ çулĕнче вун пĕрмĕш классем чăваш чĕлхипе ППЭ тытма пултарасси çинчен пĕлтĕмĕр. Тĕрĕслев материалĕсене /КИМ/ кам хатĕрлĕ?
- Çапла, çитес вĕренÿ çулĕнчен республика шкулĕсенчи выпускниксем хăйсен кăмăлĕпе чăваш чĕлхипе тата литературипе Патшалăхăн пĕрлехи экзаменне тытма пултараççĕ. Çак ыйтупа РФ «Вĕренÿ çинчен» саккунне кăçалхи çу уйăхĕнче улшăну кĕртнĕ. Çавна май палăртса хăварасшăн: Раççей патшалăх чĕлхипе - вырăс чĕлхипе ППЭ тытмалли йĕрке те, паллах, малтанхи пекех кашни выпускникшĕнех сыхланса юлать.
Чăваш чĕлхипе ППЭ тытни предмета вĕрентес шая ÿстерме, шкул ачисен тăван чĕлхене вĕренес туртăмне вăйлатма, пĕтĕмĕшле илсен, наци культурине малалла аталантарма пулăшасса шанатăп. Тестсем пирки калас тăк, республикăра вĕсене хатĕрлес тĕлĕшпе опыт пур. Аса илтеретĕп: 2008 çултанпа эксперимент шучĕпе чăваш шкулĕсенче тăххăрмĕш класран вĕренсе тухнă чухне чăваш чĕлхипе çĕнĕ формăпа экзамен тытаççĕ. Тăххăрмĕшсен патшалăх /пĕтĕмлетÿ/ аттестацине ирттермелли заданисене ЧР Вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литературин кафедрин специалисчĕсем хатĕрленĕ. Кирлĕ пулсан И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ, И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн лингвист ăсчахĕсене хутшăнтарма пулать.
- Чăваш Енри çамрăксем кăçал ăçти /республикăри, Мускаври, Питĕрти/ аслă шкулсене ытларах вĕренме кĕнĕ?
- Аслă шкулсене вĕренме илесси вĕçленмен-ха, çавăнпа кăçалхи кăтартусем пирки калама иртерех. Малтанхи сăнавсем тăрăх - выпускниксен шучĕ чакнă пулин те, республикăри патшалăх аслă шкулĕсене пыракан ытларах пулни палăрать. Тĕслĕхрен, Чăваш патшалăх университечĕн йышăну комиссийĕнче техника специальноçĕсене кĕме конкурс чылай ÿснине пĕлтерчĕç. Пĕлтĕрхине илес пулсан выпускниксен 25 проценчĕ республика тулашне вĕренме кайнă, вĕсенчен ытларахăшĕ Мускавпа Питĕрти аслă шкулсенче пĕлÿ пухать.
- Учительсене аттестацилемелли йĕрке улшăннă. Квалификаци çук учительсем вĕренекенсене Патшалăхăн пĕрлехи экзаменне хатĕрлеме пултарĕç-ши?
- Учитель чи малтанах ачасене лайăх пĕлÿ никĕсне пама тивĕçлĕ. Шкул ачи ăна илчĕ тĕк унăн ППЭ тытассипе те йывăрлăх пулмасть. Педагогсен 75 проценчĕн тĕрлĕ квалификаци категорийĕ пур, вĕсенчен 16 проценчĕн - аслă, 43 проценчĕн - пĕрремĕш. 2011 çул пуçламăшĕнчен аттестацин çĕнĕ йĕркине ĕçе кĕртнĕ. Аслă тата пĕрремĕш категори илмелли аттестацие хутшăнассине, иртнĕ çулсенчи пекех, учитель ирĕклĕн, хăй татса парать. Енчен те квалификаци категорийĕ çук педагог категори аттестацине хутшăнасшăн мар тăк 5 çулта пĕрре хăйĕн должноçне тивĕçтернине палăртмалли аттестаци витĕр тухать. Çак аттестацирен икĕ çултан сахалрах ĕçленĕ учительсене кăна хăтарнă.
- Хăш-пĕр ял шкулĕнче педагогика кадрĕсем çитмеççĕ. Çавна май патшалăх яла каякан çамрăк специалистсене ятарласа пулăшать. Республика, районсем шайĕнче çакăн пек пулăшу программисем пур-и?
- Муниципалитетсем утă уйăхĕ тĕлне тăратнă кăтарутсем тăрăх - акăлчан чĕлхи, математика, физкультура, физика, пуçламăш классен учителĕсем ытларах кирлĕ. Кĕçĕннисен учителĕн вакансийĕсем пурри çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче пуçламăш классенче ачасен шучĕ ÿснипе те, авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пĕтĕм педагогăн /1-11-мĕш классем/ эрнери вĕрентÿ нормине пĕр пеклетнипе те çыхăннă. Халĕ вăл эрнере 18 сехет пулать, маларах пуçламăш классенче ĕçлекенсен 20 сехетпе танлашнă. Физкультура учителĕн вакансийĕсем вара вĕренÿ программине физкультурăн виççĕмĕш сехетне кĕртнипе нумайланнă. Вĕренÿри кадр ыйтăвĕсене чи малтанах çынсен пурнăç шайĕпе пахалăхне лайăхлатнипе татса памалла тесе шухăшлатăп. Сăмах май, вĕренÿ çулĕ вĕçленнĕ тĕле учительсен ĕç укçи 30 процент ÿсет. Çакă шкула çамрăк учительсене илĕртессе шанатпăр. Юлашки çулсенче ĕç стажĕ 2 çула çитмен специалистсен йышĕ ÿсрĕ, 3, 4 процентпа танлашрĕ. Муниципалитетсен кадр ыйтăвĕсене татса пама тĕрлĕ çул-йĕр шырамалла, ку вăл кирлĕ специалистсене тĕллевлĕ хатĕрлени те, çамрăк учительсене пулăшма социаллă мерăсен комплексне, тĕслĕхрен, çурт-йĕр тума кредитсем парассине, пурнăçа кĕртни те, хавхалану премийĕсемпе тата патшалăхпа отрасль наградисемпе палăртни те, ытти те пулма пултарать.
- Çĕнĕ вĕренÿ çулĕччен физкультурăна эрнере виçĕ сехет вĕрентме пуçлаççĕ. Вăл вĕренÿ программинчи ытти предмета чăрмантарас хăрушлăх çук-и?
- Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен республикăри кашни шкултах физкультурăна эрнере виçĕ урок вĕрентме пуçлаççĕ. Çак йышăнăва ачасен хусканулăх хастарлăхне ÿстерес тĕллевпе тунă. Çĕнĕлĕх 1-11-мĕш классенчи кашни ачанах пырса тивет. Аса илтеретĕп, республикăра физкультурăн виççĕмĕш урокне 2008 çултанпа 10-11-мĕш классенче наци-регион компоненчĕн сехечĕсен, хăш-пĕр шкулти 5-8-мĕш классенче вĕренÿ учрежденийĕн компоненчĕн шучĕпе ирттереççĕ. Занятисене инноваци методикисемпе тата физвоспитани технологийĕсемпе, чи лайăх физкультура учителĕсен автор методикисемпе усă курса йĕркелеме палăртнă. Çавна май виççĕмĕш физкультура урокĕ вырăнне аэробика, ритмика, ишев занятийĕсем, спорт вăййисем ирттерме пултараççĕ. Вĕсене ирттерме тренерсене те, спорт шкулĕсен преподавателĕсене те хутшăнтараççĕ. Унсăр пуçне авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен республикăра ачасене сывă пурнăç йĕркине хăнăхтармалли «Эпĕ ишме пĕлетĕп» тата «Ташлакан шкул» проектсем старта тухаççĕ. Ачасем унта хаваспах хутшăнасса шанатпăр.
- Ачасене шкулчченхи вĕренÿпе тивĕçтерес тĕллевпе республикăра мĕн тăваççĕ?
- Пысăк пĕлтерĕшлĕ çак тĕллеве татса пама темиçе меслетпе ĕçлетпĕр. Пĕрремĕшĕ - профильне улăштарнă ача сачĕсене каялла тавăрни. Тĕслĕхрен, çывăх вăхăтра министерство Шупашкара Çамрăклăх бульварĕнчи 240 вырăнлă ача сачĕн çуртне парать. Çапла - малалла. Хула-районсенче садиксене тавăрса памалли графика темиçе çул валли хатĕрленĕ. Иккĕмĕшĕ - çĕнĕ ача сачĕсем туни. 2011 çулта шкулчченхи ултă объекта тума пуçланă: виççĕшĕ - Шупашкарта, пĕрер - Шупашкар районĕнче, Патăрьелĕнче, Çĕнĕ Шупашкарта. Виççĕмĕшĕ - шкулсенче шкул çулне çитменнисен ушкăнĕсене йĕркелени. Ку лайăх мел: ачасем хăйсем малашне вĕренмелли класпа паллашаççĕ, учитель вĕсене пĕрремĕш класа хатĕрлет. Ыйтăва татса пама шкулчченхи вĕренĕвĕн вариативлă формисене - çемьери, килти ушкăнсене, ыттине - аталантарни те пулăшĕ. Кăçалхи ака уйăхĕнчен пуçласа Шупашкарта, Канашра, Шупашкар районĕнче садике çÿремен 1, 5-3 çулсенчи ачасем пур сахал тупăшлă çемьесене укçан компенсаци тÿлемелли пилот проекчĕ пурнăçа кĕнине те асăнмалла.
- Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен Санитарин çĕнĕ правилисемпе нормисем ĕçе кĕреççĕ. Чăваш Енри шкулсем вĕсене тивĕçтереççĕ-и?
- Çĕнĕ правилăсемпе нормăсене вуланă çын документра çырнă мĕн пур норматив пирĕн шкулсене лайăхлатма кирлипе килĕшет пулĕ тетĕп. Çав вăхăтрах пурте ăнланаççĕ: çĕнĕ пĕтĕм критерие тивĕçтерекен вĕренÿ заведенийĕ тупма нимĕнле те май çук. Шкулсем авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тулли калăпăшпа ĕçе кĕртме хатĕр йĕркелÿпе çыхăннă темиçе самант пур. Тĕслĕхрен, пĕрремĕш классене пĕлÿ парассине тапхăрпа йывăрлатса пырассипе пуçласа усă кураççĕ: авăн-юпа уйăхĕсенче - 35 минутлăх 3 урок, чÿк-раштав уйăхĕсенче - 35 минутлăх 4 урок, кăрлач-çу уйăхĕсенче - 45 минутлăх 4 урок. Унсăр пуçне пуçламăш шкулта отметкăсăр тытăм пуласси паллă /унччен пĕрремĕш çур çулта кăна лартман/. Çĕнĕ правилăсенче палăртнă тăрăх - 10-11-мĕш классенче пилĕк кунлăхра 37 сехетрен ытла вĕрентмелле мар, профиль вĕренĕвĕн те çак виçерен иртме юрамасть. Пурлăх никĕсĕпе, ăна çирĕплетнипе, улăштарнипе çыхăннă ыйтусем пур. Çĕнĕ çурт проектне хатĕрленĕ чухне шкулсенче халĕ спорт лапамĕсемпе футбол уйĕсем кăна мар, территорире кану зонисем те пулмалла. Кивĕ проектсемпе тунă çуртсенче те спорт залĕсен çумĕнче хывăнса тăхăнмалли пÿлĕмсем, душсем, туалетсем тума тивет. Çĕнĕ проектсенче вара санитари пÿлĕмĕсем те палăртнă. Пĕтĕмпех пĕр самантра туса çитерме май çук паллах. Ĕçлетпĕр, тапхăрăн-тапхăрăн йĕркелесе çитерĕпĕр.
- Владимир Николаевич, республикăри педагогсен кăçалхи пысăк канашлăвĕнче мĕнле ыйтусене çĕклетĕр?
- Педагогсем, патшалăхăн влаç органĕсен, общество организацийĕсен представителĕсем пĕрле пухăнса федерацин «Вĕренÿ çинчен» саккунĕн проектне сÿтсе яватпăр, патшалăхăн вĕренÿ сферинчи политикипе килĕшÿллĕн ÿсĕм тĕллевĕсене палăртатпăр.
Алина ЛУКИЯНОВА калаçнă
Çыпăçтарнисем: |