Ача пĕрремĕш хут шкула кайнине психологсем революципе танлаштараççĕ. Мĕншĕн тесен уншăн йăлтах улшăнать: хăнăхнă йĕрке, тавралăх, кун режимĕ, хăйне тыткаласси. Чи пĕлтерĕшли – яваплăх, тимлĕх ыйтакан çĕнĕ тивĕç тупăнни. Ачана шкула мĕнле тĕрĕс хатĕрлемелле, вăл шкула юраттăр, хаваспах вĕрентĕр тесен ашшĕ-амăшĕн мĕн тумалла? Пĕрремĕш класс ачи шкула хăвăрт хăнăхтăр тесен ашшĕ-амăшĕн шкул çинчен нумайрах каласа памалла, вĕренӳ çулĕ çитиччен ачапа пĕрле вăл çӳремелли шкулта час-часах пулма тăрăшмалла. Енчен те шкула кĕме май пулчĕ-тĕк, ачана парта хушшине лартса пăхмалла, кунта салтăнмалли пӳлĕм, столовăй, акт залĕ, библиотека, тухтăр пӳлĕмĕ пурри пирки каласа памалла. Çапла шкулта вĕренесси интереслĕ те усăллă пулнине ача майĕпен хăех ăнланса пырать. Çак вăхăтра шкул çинчен япăх калама тăрăшмалла мар. Çапах та ăна вĕренесси çăмăл ĕç маррине, йывăрлăхпа мĕнпур çын тĕл пулнине ăнлантармалла. Çапла тусан пĕчĕкскер йывăрлăхран хăрама пăрахать. Ачана шкула ăсатни ун çинчен манмалла тенине пĕлтермест, паллах. Çавăнпа ашшĕ-амăшĕ унăн пурнăçĕпе интересленсех тăмалла, пĕрремĕш класра паллăсем лартмаççĕ пулин те. Ун вырăнне «Паян интересли мĕн пулчĕ?», «Вулав урокĕнче мĕн турăр?», «Столовăйĕнче мĕн çитерчĕç?», «Класра кампа туслашрăн?» пек ыйтусем памалла. Мĕншĕн тесен пĕрремĕш класс ачишĕн çак вăхăтра çывăх çыннисем унпа пĕрле пулни, ун ĕçĕсемпе интересленни пуринчен ытла хаклăрах. Хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ ача лайăх вĕренни чи пĕлтерĕшли тесе йăнăшать. Мĕншĕн тесен кун пек ача шкулта пĕлӳ мар, лайăх паллă илме çеç тĕллев лартать. Йăнăшассинчен хăрама кирлĕ маррине те ашшĕ-амăшĕн ăнлантармалла. Мĕн-тĕр пĕлменни, пулсах пĕтменни ачашăн йĕркеллĕ пулăм иккенне каламалла. Ашшĕ-амăшĕн ачине ыттисемпе танлаштарма, теприне тĕслĕхе илсе кăтартма тăрăшмалла мар. Унăн кашни çитĕнĕвне мухтамалла çеç. Шкула кайиччен ачан алă моторикине аталантармалла, мĕншĕн тесен унăн уроксенче нумай çырма тивет. Çавăнпа ачапа пластилинран тĕрлĕ япаласем ăсталамалла, ӳкермелле, аппликаци тумалла. Шăрçасенчен тĕрлĕ эрешсем туни, тĕрлени, çĕлени те пулăшать. Мозаика пуçтармалла. Çакăн пек ĕçсем унăн ăс-тăнне аталантараççĕ, тимлĕхне ӳстереççĕ, пĕр вырăнта ларма хăнăхтараççĕ. Ача шкула кайиччен шутлама, вулама вĕренни лайăх, итлеме пĕлмелле. Çакăн пек пултăр тесен вĕсене мĕн пĕчĕкрен кĕнеке вуласа парассине йăлана кĕртмелле. Шкула каякан ачапа малтан медицина тĕрĕслевĕ иртме те манмалла мар. Шкулта çурăм шăммипе куç пуринчен ытла ывăнать, çавăнпа çак органсемпе проблемăсем пур-тăк, ăна халех татса памалла. Ачана хăйĕн килĕн адресне, килти телефон номерне пăхмасăр калама вĕрентмелле. Çыпăçтарнисем: |