Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Раштав 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
28293031
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Хисеплĕ вĕрентекенĕмĕр! Эсир шкулта ĕçлесе илнĕ тупăшăрпа çăмăл машина туянма пултарятăр-и?
Пурĕ миçе ответ: 27
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Юнкун, 18.12.2024, 20:01
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2009 » Раштав » 24 » 2010 çулта халăх çыравĕ (перепись) пулать
    2010 çулта халăх çыравĕ (перепись) пулать
    19:20
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Русь территорийĕнче пĕрремĕш Çырав XIII ĕмĕрте иртни паллă. Унăн тĕп тĕллевĕ налук тÿлекенсен шутне тĕпчесси пулнă. Тутар-монголсем çак ĕçе 1245 çулта тепĕр хут йĕркеленĕ.
    I Петĕр патша халăха шута илессине 1710 çулта çĕнĕрен пуçарнă. Çак вăхăтран арçынсен ятне кăна мар‚ хĕрарăмсенне те хут çине çырассине йăлана кĕртнĕ. Çырав пĕтĕмлетĕвĕ халăх чылай чухăнланнине кăтартнă. Çакă налуксене пĕчĕклетме хистенĕ. Çапла майпа статистика кăтартăвĕсем çĕршыв политикине пĕрремĕш хут витĕм кÿнĕ.
    II Кĕтерне патша вăхăтĕнчи Çырав наукăллă тĕллевлĕ пулнă. Халăх мĕнле пурăнни вĕреннĕ çынсене хумхантармасăр пултарайман.
    Раççей Империйĕнчи пĕтĕм халăха шута илекен Çырав 1897 çулта иртнĕ. Кунта уйрăм хуçалăхпа пурăнакан çемьери çынсем ăçта çурални‚ мĕнле тĕн тытса пурăнни‚ хут пĕлни‚ мĕн ĕç туни тĕп вырăнта тăнă.
    Октябрьти революци хыççăнхи Çырав 1920 çулта йĕркеленнĕ. Çĕршывăн хăш-пĕр тăрăхĕсенче Граждан вăрçи пынине пула унăн пĕтĕмлетĕвне тăвайман. Пурăна киле Çырав ĕçне политикăпа идеологи хутшăннă. Çапла майпа 1937 çулта иртнĕ Çырав кăтартăвĕсем И. Сталина килĕшмен. Вĕсем выçлăхпа репрессисене пула халăх пысăк йышпа вилнине çирĕплетнĕ. Çавăнпа ăна "вредительски” тесе ăнлантарнă‚ пĕтĕмлетĕвĕсене "вăрттăн информаци” тенĕ‚ çырса пыракансене лагерьсене ăсатнă.
    1939 çулта çак ĕçе тепĕр хут пуçарнă. Кунта СССР халăхĕн шутне ÿстерсе кăтартма малтанах тĕллев лартнă. Çакна 1959‚ 1970‚ 1979‚ 1989 çулсенче те туса пынă.
    Асăннисенчен юлашкийĕ СССРта 286‚7 миллион çын пурăннине кăтартнă‚ вăл шутран Раççей Федерацийĕнче - 147‚4 миллион. Ун чухне пĕрремĕш хут çынсен пурнăç условийĕсене шута илнĕ.
    Совет Союзĕ саланнă хыççăн Раççей Федерацийĕнче тепĕр Çырав 2002 çулта иртнĕ.

    Мĕн тума кирлĕ?

    Пĕтĕм Раççей Çыравĕ - çĕршыв территорийĕнчи халăх шутне кăтартакан чи тĕрĕс информаци. Вăл наци‚ чĕлхе енчен‚ экономикăпа социаллă лару-тăрупа паллаштаракан пĕтĕмлетÿ. 2010 çулхи Çырав юлашки çулсенчи çитĕнÿсемпе çитменлĕхсене‚ тĕнчери кризис пире еплерех килсе "çапнине” уçса парĕ. Çакă Раççей халăхĕн 2002-2010 çулсенчи пурнăç пахалăхĕн пĕтĕмлетĕвĕ пулĕ. Тепĕр тесен - кашни Çырав обществăн культурăпа историллĕ портречĕ. Çитĕнекен ăрусемшĕн вăл - XXI ĕмĕрте пурăннă çынсемпе паллашма пулăшакан материал.
    Кризиса пăхмасăр патшалăх ăна ирттерме укçа-тенкĕ уйăрма пултарни те Çырав чăннипех кирлĕ те пĕлтерĕшлĕ пулнине кăтартать. Вăл чи малтан демографи лару-тăрăвне уçăмлатĕ. Юлашки пĕтĕмлетÿ хыççăн эпир сахалланнă е пирĕн йыш ÿснĕ? Бюджет укçине хăш сферăна ытларах уйăрмалла? Çакăн евĕр цифрăсемсĕр пĕтĕм ĕç йĕркерен тухса кайма пултарать. Урăхла каласан‚ тĕрĕс статистика кăтартăвĕсемсĕр стратегиллĕ аталану çук. Тĕслĕхрен‚ Раççейре паян миçе наука докторĕ е кандидат пулнине‚ вĕсем мĕнле тупăшпа пурăннине никам та калаймасть.
    2002 çулчченхи Çыравсенче ĕçсĕррисем пирки ыйту çĕклемен пулсан‚ халĕ вăл чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри. Кунта сăмах паянхи ĕç‚ иккĕмĕш специальность çинчен пырать. Кил-çурт‚ хуçалăх пирки те тĕплĕнрех каласа памалла пулать‚ çавна май çитменлĕхсем куç умне уççăнрах тухĕç.
    Çырав вăхăтĕнче халăхăн тимлĕрех пулмалла. Çак самантпа вăрă-хурахсем те усă курма пăхĕç. Çавăнпа килекенсен докуменчĕсене тĕрĕслемелле. Çырав ирттерекенсен хăйсемпе пĕрле паспорт‚ ятарлă портфельте Çырав бланкĕсем пулмалла. Ыйту çуралсан‚ пулăшу кирлĕ пулсан шăнкăравласа пĕлтермелли номерсемлĕ плакатсемпе листовкăсем кашни кĕтесрех çакăнса тăрĕç. Çырав ĕçне хутшăнакансенчен вара хăрама кирлĕ мар‚ вĕсене çак тивĕçе шалти ĕçсен органĕсен ĕçченĕсем тĕрĕсленĕ хыççăн çеç шанса парĕç.
    Тата тепĕр самант: Çырав ĕçне тăвакансем сире палăртнă кунсенчен маларах та‚ каярах та кансĕрлесе çÿремĕç. Çак кунсем пирки хаçатсенче‚ радио-телевиденире пĕлтерÿсем пĕрре мар пулĕç. Çавăнпа та вĕсене асра тытса‚ вăхăтран маларах е каярах килекенсемпе сыхлануллă пулма тăрăшмалла.
    2002 çулхи Çыравăн хăш-пĕр кăтартăвĕсем
    * 1989 çулхи Çырав хыççăн Раççее 12 миллион çын пурăнма куçнă. 45 пине яхăн этем çак çулсен хушшинче çĕршыврах пурăнмалли вырăнне улăштарнă.
    * Çĕршыври пĕтĕм халăх шутĕнчен 73% хуласенче кун кунланă. Вĕсенчен 1/3 пайĕ мегаполиссенче пурăннă: Мускавра‚ Санкт-Петербургра‚ Новосибирскра‚ Чулхулара (Нижний Новгород)‚ Екатеринбургра‚ Самарăра‚ Омскра‚ Хусанта‚ Челябинскра‚ Дон-çи-Ростовра‚ Ĕпхÿре‚ Пермьре‚ Волгоградра. Çĕртен пуçласа ик çĕр пин таран çын пурăнакан пĕчĕк хуласен шучĕ ÿснĕ‚ 87-рен 93 çитнĕ. Пĕтĕм тĕнчери чи пысăк 20 хула шутне кĕрекен Мускавра 10‚4 миллион çын хăй вырăнне тупнă.
    * Халăхăн 60% Тĕп‚ Атăлçи‚ Кăнтăр федераллă округсенче пурăнни паллă пулнă. 1989 çултанпа Инçет Хĕвелтухăçра пурăнакансен шучĕ 18%‚ Çĕпĕрте - 5% сахалланнă.
    * РФ чи сахал йышлă халăх - керексем. Вĕсем пурĕ саккăрăн.
    Г. ДАНИЛОВА хатĕрленĕ.
    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 678 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 3.1/16 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 2
    1 mixaj_58   (24.12.2009 19:23) [Материал]
    Всероссийская перепись населения будет происходить с 14 по 25 октября 2010 года
    Москва. 25 декабря. INTERFAX.RU – Председатель правительства России Владимир Путин подписал постановление правительства "Об организации Всероссийской переписи населения 2010 года", сообщили в четверг в пресс-службе правительства РФ.

    В соответствии с постановлением, перепись граждан будет происходить с 14 по 25 октября 2010 года.

    Этим же постановлением В.Путин утвердил положение о Комиссии правительства РФ по проведению Всероссийской переписи населения 2010 года.


    2 Majkl67   (13.01.2010 00:02) [Материал]
    Мĕн чухлĕ тулли информаци.


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)