Хĕвел тухăç календарĕпе 2010 çул – Тигр çулĕ. Апла-тăк Çĕнĕ çул сĕтелне хатĕрленĕ чух хăвăрăн фантазипе усă курма ан манăр. Ара, вăйлă характерлă Тигр пултаруллă çынсене кăмăллать. Уяв сĕтелĕ тутлă апат-çимĕçпе «авăнса тăтăр» – çитес çул сирĕн пурнăç пыл та çу пулĕ. Çăткăн чĕрчун нумай аш юратнине шута илмелле: аш-какайран хатĕрленĕ тĕрлĕ апат йышлă пултăр.
ĂШНЕ ПАНУЛМИПЕ МĂЙĂР ТУЛТАРНĂ ХУР
Кирлĕ: хур тушки, пырши-пакарти, 1 стакан вĕтетнĕ аçтăрхан мăйăрĕ, 3-4 панулми, тăвар тата пăрăç, хăйма.
Хур тушкине лайăх çумалла, йĕри-тавра тăварпа тата пăрăçпа сăтăрмалла. Хурăн пырши-пакартине 2-3 минут вĕрекен шывра пĕçерсе илмелле те шывран кăларса сивĕтмелле. Унтан ваккăн турамалла. Хур çуне тураса вăйсăр çулăм çинче ăшаламалла, ун çине пыршă-пакартасене, мăйăр тата туранă панулми хушса пăтраштармалла, тăвар тата пăрăç сапмалла. Пулнă хутăша хур ăшне тултарса çĕлесе хумалла. Хура противень çине хурса духовкăна лартмалла. Кашни 15-20 минутра хура хăйĕнчен тухакан çуллă сĕткенпе шăварсах тăмалла. Хатĕр пуличчен кăшт маларах хура хăймапа сĕрсе каллех духовкăна лартмалла, кăштахран кăлармалла.
ПЫЛЛĂ КĂВАКАЛ
Кирлĕ: кăвакал тушки, 3 кашăк пыл, 3 кашăк майо
...
Малалла вула »