Пĕлетĕр-и, ыран, çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнче, наци радиовĕ Красноармейски районĕнче дискотека ирттерет? Пĕлмесен — халĕ пĕлтĕр ĕнтĕ. Савăнăçлă юрă-ташă уявĕ райцентрти культура çуртĕнче иртĕ. Паллах, каçхине. 22 сежетре пуçланать.
Ку пĕрремĕш дискотека мар. Виççĕмĕш. Пĕрремĕшĕ икĕ эрне каялла, Элĕк районĕнче пулнă, Юнтапара. Иккĕмĕшĕ Калининăра (Нурăсра) иртнĕ. Халăха питĕ килĕшнине пула дискотекăсене малалла та ирттерме палăртнă. Вăт... ыран виççĕмĕшĕ Красноармейскинче пулать. 22 сехет тĕлне пухăнмалла. Пурте - ватти-вĕтти дискотекăна! Енчен те шăм-шака хуçкалама йывăртарах пулсан - Чăваш наци радионе итлĕр!