Дмитрий КУЗЬМИН ("ХЫПАР" хаçат)
Шывра уйрăмах тимлĕ пулмаллине асăрхаттарса ватă çынсем çапла каланă. Çуллахи
шăрăхра шыва кĕрсе уçăлма ĕмĕтленекен чылай. Пĕвесемпе кÿлĕсем, юхан шывсем ачасене çав тери илĕртеççĕ. Халĕ, каникул кунĕсенче, вĕсен пушă вăхăт чылай, çавна май пĕчĕккисем те, пысăкраххисем те шыв хĕрринче кун кунлаççĕ. Паллах, ишсе, хĕвелпе пиçĕхсе вĕсем сывлăха çирĕплетеççĕ, ÿт-пĕве тĕреклетеççĕ. Анчах çак ырлăхпа виçине пĕлсе усă курманни те пулать, кану инкекпе вĕçленет.
Кăçалхи тăватă уйăхра федерацин Атăлçи округĕнче шывра 89 çын вилнĕ, çав шутра - 4 ача. Пирĕн республикăра çулталăк пуçланнăранпа 6 инкек пулнă, 2 çын /пĕри - улттăри ача/ вилнĕ. Пĕлтĕр пĕтĕмпе 52 инкеке шута илнĕ, 41 çын, вĕсенчен 16 çула çитмен 5 ача, путнă. Палăртнă тăрăх, чылай чухне ятарласа майламан вырăнсенче шыва кĕни инкекпе вĕçленет. 2008 çулта шăпах çак сăлтава пула 24 çын /4 ача
...
Малалла вула »