Ева Николаевна Лисина (Митта Ваçлей премийĕн лауреачĕ, Пĕтĕм Союзри чи лайăх ача-пăча кĕнеки конкурс çĕнтерӳçи, Библи куçаруçи) Патăръел районне кĕрекен Именкасси ялĕнче вĕрентӳçĕ кил-йышĕнче çуралнă. Мускав ял хуçалăх Тимирязев ячĕллĕ академийĕнче агроном-биолога вĕренсе тухнă. Мускав патшалăх университечĕн ботаника садĕнче, Мускаври ют çĕр чĕлхисен литература библиотекинче, Щепкин ячĕллĕ театр училищинче вĕрентӳçĕре ĕçленĕ, Театр институтĕнче пулас чăваш артисчĕсене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ.
1994 çултанпа Шупашкарта Библи куçарăвĕпе пурăнать. 1991 çулта "Нимĕç хумĕ" радиостанци (ФРГ, Кельн) ирттернĕ конкурсра 1600 калав хушшинче "Çăкăр чĕлли" калавĕпе (Deutsche Welle Literature Prize) çĕнтерӳçĕ ятне тивĕçнĕ
...
Малалла вула »