(Çамрăксен хаçачĕ)»
“Çемье - пурнăç тыткăчи” теççĕ. Çирĕп, телейлĕ, шанчăклă мăшăрлану çеç савăнăç кÿме пултарать. Чи кирли - ăнланма пĕлни. Çемье тĕрекĕшĕн çÿпçипе хупăлчин мĕн тумаллине Республикăри психотерапи центрĕн çемье психологĕнчен Светлана Шетиловăран ыйтса пĕлтĕмĕр.
- Нимĕç философĕ Гегель: “Çынсем ăрăва тăсма çемье çавăраççĕ”, - тенĕ. Эсир çакăнпа килĕшетĕр-и?
- Çын пĕччен пурăнаймасть, нимĕнле ĕç те тăваймасть. Çакă çут çанталăк йĕрки тесессĕн те юрать. Этем хăй пурнăçне теприне шанса парать. Ахальтен мар ĕнтĕ арăмĕпе упăшкине пĕр-пĕрин çурри теççĕ. Эпир хăрах алăпа, урапа нимĕн те тăваймастпăр, çавна пулах ĕмĕр тăршшĕпе пĕрле утма тивĕçлĕ мăшăр шыратпăр. Ăна тĕл пулмасан пире кичем, йывăр. Çемьене савăшушăн е ăрăва тăсма çавăрни çеç тĕрĕс мар. Ачана саккунпа килĕшÿллĕн мăшăрланмасăр та çуратма пулать-çке. Çемье чи малтан юрату çинче тытăнса тăрать.
- Çемье хăш вăхăтран пуçланать, хут уйăрттармасăр пурăннине çемье теме пулать-и?
- Çемье - чи малтанах пĕр-пĕрне шанни. Арăмĕ е
...
Малалла вула »