Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Утă 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Хисеплĕ вĕрентекенĕмĕр! Эсир шкулта ĕçлесе илнĕ тупăшăрпа çăмăл машина туянма пултарятăр-и?
Пурĕ миçе ответ: 27
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Юнкун, 18.12.2024, 19:44
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2009 » Утă » 29 » “Çемье - пурнăç тыткăчи” теççĕ
    “Çемье - пурнăç тыткăчи” теççĕ
    11:41
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    null(Çамрăксен хаçачĕ)»

    “Çемье - пурнăç тыткăчи” теççĕ. Çирĕп, телейлĕ, шанчăклă мăшăрлану çеç савăнăç кÿме пултарать. Чи кирли - ăнланма пĕлни. Çемье тĕрекĕшĕн çÿпçипе хупăлчин мĕн тумаллине Республикăри психотерапи центрĕн çемье психологĕнчен Светлана Шетиловăран ыйтса пĕлтĕмĕр. 

    - Нимĕç философĕ Гегель: “Çынсем ăрăва тăсма çемье çавăраççĕ”, - тенĕ. Эсир çакăнпа килĕшетĕр-и?

    - Çын пĕччен пурăнаймасть, нимĕнле ĕç те тăваймасть. Çакă çут çанталăк йĕрки тесессĕн те юрать. Этем хăй пурнăçне теприне шанса парать. Ахальтен мар ĕнтĕ арăмĕпе упăшкине пĕр-пĕрин çурри теççĕ. Эпир хăрах алăпа, урапа нимĕн те тăваймастпăр, çавна пулах ĕмĕр тăршшĕпе пĕрле утма тивĕçлĕ мăшăр шыратпăр. Ăна тĕл пулмасан пире кичем, йывăр. Çемьене савăшушăн е ăрăва тăсма çавăрни çеç тĕрĕс мар. Ачана саккунпа килĕшÿллĕн мăшăрланмасăр та çуратма пулать-çке. Çемье чи малтан юрату çинче тытăнса тăрать. 

    - Çемье хăш вăхăтран пуçланать, хут уйăрттармасăр пурăннине çемье теме пулать-и?

    - Çемье - чи малтанах пĕр-пĕрне шанни. Арăмĕ е упăшки хăйĕн çуррине яланах пулăшать. Ахальтен мар: “Арçын пуç тăк хĕрарăм мăйĕ”, - теççĕ. Вĕсем пĕрле çыхăннă, уйрăлсан çемье саланать. Юратса, пĕр-пĕрин умĕнчи тивĕçе ăнланса пĕрлешсен чăн-чăн çемье пулать. Çырăнмасăр пурăнни çемье мар. Паллах, хĕрпе каччă туйăмĕсене, чăтăмлăхне тĕрĕслеме кĕске вăхăт пĕрле пурăнни япăх та мар, анчах хутшăнăва саккунпа çирĕплетмесĕр вăрах выртса тăни мăшăр пĕр-пĕрне шанманнине, яваплă утăмран хăранине, кăмăл-туйăм енчен çирĕпленсе çитменнине пĕлтерет. Чылай чухне хут уйăрттарман мăшăр пĕр-пĕрне шанмасть.

    Чăн-чăн çемье венчете тăнă кунран пуçланать тесен те йăнăш пулмĕ. Хăш чухне Турра ĕненменнисем те венчете тăнă хыççăн вĕсен çемйине асамлă вăй пулăшса пынăнах туйăннине пĕлтереççĕ. 

    - Анчах чиркÿ те саккунпа çирĕплетнĕ хыççăн çеç çемье чăмăртаннине ĕненет.

    - Çемье çавăрнине хут çинче çирĕплетни мăшăр яваплăхне, шанчăклăхне палăртать. Çырăнни пĕр-пĕрин умĕнчи тивĕçе çирĕплетет, çавăнпах пĕтĕмпех çурмалла пайлама тивет. Алă пусса шантарни мăшăр хăй тĕллĕн пурăнма пултарнине пĕлтерет.

    - Чылай чухне çырăнмасăр пурăнакансем: “Нумай çул пĕрле эпир. Телейлĕ, пĕр-пĕрне юрататпăр. Паспортри пичет пĕлтерĕшлĕ мар”, - тенине илтме пулать. Эсир вĕсене мĕн каланă пулăттăр?

    - “Телейлĕ, канлĕ пурăнатпăр” тени сăмах çеç. Ун пеккисен чунĕнче пăлхану хуçаланать. Психологире “вĕçне çитермен ĕç” феномен-ăнлав пур. Хут уйăрттармасăр пурăнакансен вĕçленнĕ туйăм çук, çавăнпа чылайăшĕ темшĕн пăшăрханать, ĕçе вĕçне çитереймен пек туйăнать. Ытларах чухне çакă аслăрах çулти хĕрарăмсене пырса тивет. Вăхăт иртнĕçем хитре чечек те шанать-çке. Арçын вара пĕрле пурăнакан çуррийĕ умĕнче хăйĕн яваплăхне туймасть, ăна ун çумĕнче нимĕн те тытса тăмасть, апла урăххине тупма та ирĕк пур. 

    - Миçе çулта мăшăрланни пĕлтерĕшлĕ-и?

    - Хĕвел анăç енчи çĕршывсенче çын аслă пĕлÿ илсе, тивĕçлĕ ĕçе вырнаçса çителĕклĕ шалу илме пуçласан çеç çемье çавăрать. Пирĕн патра 18 çултах этем çитĕннĕ шутланать, анчах ытларах чухне ку паспорт тăрăх çеç палăрать. Халĕ яшсем хăйсем тĕллĕн пурăнма пĕлмеççĕ, арçын шутне каярах кĕреççĕ. 19 çулти пĕр каччă Мускавра ĕçленĕ май ашшĕ-амăшне укçа тенкĕпе пулăшать, анчах ун пек тĕслĕх сахал. Хальхи вăхăтра хĕрарăм хăй çине ытлашши тиев илнинпе этемлĕхĕн вăйлă çурри çăмăлттай шухăша час пăрахаймасть, уншăн урăххи явап тытасса шанать.

    Çемьере кам пуç пуласси ытларах ашшĕ-амăшĕн тĕслĕхĕнчен килет. Енчен те çамрăк пĕр-пĕрне хисеплемен çынсен хушшинче ÿснĕ пулсан унăн çемйинче те çаплах пулĕ. 

    - “Çемьере арçыннăн пуç пулмалла” тенине йышăнатăр-и?

    - Çак йăла авалтан пырать. Ĕлĕк арçын каланине çемйипех итленĕ, унран хăранă. Халĕ самана улшăннă пулсан та арçын “хуçа” пулма пăрахман. Ăна аслин тивĕçĕсене пурнăçлама хĕрарăмăн чармалла мар. Анчах çемьене тытса тăракан, укçа-тенкĕ енчен тивĕçтерекен, телее упрама пĕлекен арçынна çеç çемье тĕрекĕ теме пулать. Хĕрарăмăн ăспа, черченлĕхпе, арçыннăн чăтăмлăхпа вăйлă пулмалла. Арăмĕн упăшкинчен яланах пĕр утăм каярах пымалла, çавăн чухне çеç çемье тĕлейлĕ пулĕ. Пĕр çемьене илсе кăтартас килет: арăмĕ мăшăрĕнчен 15 çул аслăрах. Вăл пысăк ĕçре вăй хурать. Питĕ вăйлă çын. Анчах килĕнче вăл лăпкă, черчен хĕрарăм. Çемйи çирĕп вĕсен.

    - Чăрмав кÿрекен хăнăхнă йăларан, кăмăл-туйăмран епле хăтăлма пулать-ши? Кĕвĕçÿ туйăмне мĕнле çĕнтермелле?

    - Чи кирли - пĕр-пĕрне ăнланма пĕлни. Мăшăрланнă хыççăн юратнă çыннăн ирĕклĕхне путармалла мар, хисеплемелле, шанмалла. Ун чухне кĕвĕçÿ туйăмĕ те пулмĕ. Кĕвĕçмен çын çук. Анчах хăшĕ-пĕрне вăл пурăнма чăрмантармасть, теприсене ытлашши пулнипе йывăрлăх кăларса тăратать. Кашни юпа çумне хушакансем мăшăрне хаклама пĕлмеççĕ, çавăншăнах ниçта кайса кĕреймеççĕ. Çакна чир тесен те юрать. Ăна çĕнтерме йывăр. Ун пеккисемпе психологсен ĕçлемелле.

    - Çамрăк çемье арканнă тĕслĕх чылай, сăлтавĕ мĕнре-ши?

    - Чылай чухне пĕр-пĕрне ăнланманнипе çемье арканать. Пĕрлешсенех мăшăрăн романтика тапхăрĕ пырать. Вăхăт иртнĕ май вĕсем пĕр-пĕрне пĕлсе çитеççĕ, килĕшменнине калама пуçлаççĕ. Çакна тепĕр майлă “кризис тапхăрĕ” тетпĕр. Йывăрлăха тÿссе ирттерекенсем чăн-чăн çемье тапхăрне куçаççĕ, чăтайманнисем - уйрăлаççĕ. 

    - Хăш-пĕр мăшăр: “Малтанласа хамăршăн пурăнăпăр, каярах ача çуратма та юрать”, - тенине мĕнле хаклатăр?

    - Чи малтанах çак ыйтăва татса парассинче хĕрарăм пысăк вырăн йышăнать. Вăл тĕрлĕ контрацептив е тата ытти мелпе ача пулассинчен сыхланса сывлăхне хавшатать. Каярахпа вара хăйсемшĕн çеç пурăннă çулсем тарăн йĕр хăварнипе ĕмĕтленни пурнăçланаймасан та пултарать. Ун пек тĕслĕх чылай. Çут çанталăка хирĕç каяймăн, малашлăха палăртса хума çук, ачасене пушшех те. “Хамăршăн çеç пурăнар” тени тĕрĕс мар, пепке çемьене пуянлатать, çирĕплетет çеç. 

    Ольга ДЮКИНА
    Статья оригиналĕ: http://hypar.ru/nws/show/57/4710/index.php?id=s130727126322

    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 1704 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 3.4/16 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)