Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Утă 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Сирĕн шкулта Интернет мĕнле ĕçлет?
Пурĕ миçе ответ: 13
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Юнкун, 18.12.2024, 19:58
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2009 » Утă » 16 » ШЫВĂН ТУРАЧĔ ÇУК...
    ШЫВĂН ТУРАЧĔ ÇУК...
    22:59
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Дмитрий КУЗЬМИН ("ХЫПАР" хаçат)

    nullШывра уйрăмах тимлĕ пулмаллине асăрхаттарса ватă çынсем çапла каланă. Çуллахи nullшăрăхра шыва кĕрсе уçăлма ĕмĕтленекен чылай. Пĕвесемпе кÿлĕсем, юхан шывсем ачасене çав тери илĕртеççĕ. Халĕ, каникул кунĕсенче, вĕсен пушă вăхăт чылай, çавна май пĕчĕккисем те, пысăкраххисем те шыв хĕрринче кун кунлаççĕ. Паллах, ишсе, хĕвелпе пиçĕхсе вĕсем сывлăха çирĕплетеççĕ, ÿт-пĕве тĕреклетеççĕ. Анчах çак ырлăхпа виçине пĕлсе усă курманни те пулать, кану инкекпе вĕçленет.

    Кăçалхи тăватă уйăхра федерацин Атăлçи округĕнче шывра 89 çын вилнĕ, çав шутра - 4 ача. Пирĕн республикăра çулталăк пуçланнăранпа 6 инкек пулнă, 2 çын /пĕри - улттăри ача/ вилнĕ. Пĕлтĕр пĕтĕмпе 52 инкеке шута илнĕ, 41 çын, вĕсенчен 16 çула çитмен 5 ача, путнă. Палăртнă тăрăх, чылай чухне ятарласа майламан вырăнсенче шыва кĕни инкекпе вĕçленет. 2008 çулта шăпах çак сăлтава пула 24 çын /4 ача/ вилнĕ. Эрех ĕçсе çăмăлтайланни те айăплă. Пĕлтĕр ÿсĕрпе шыва кĕнĕ 9 çын путнă.

    Ишме пĕлменни, шывра шăнăр туртса лартни, ашшĕ-амăшĕ ачисемпе тимлĕ пулманни те хăрушă инкек патне илсе çитерме пултарать. Кăçалхи çу уйăхĕн 20-мĕшĕнче 18 сехет тĕлнелле Етĕрне районĕнчи пĕвере 5, 6, 8 çулсенчи виçĕ ача майламан вырăнта хăйсем тĕллĕнех шыва кĕнĕ. Вылянă чухне улттăри ача шыва анса кайнă, курăнми пулнă. Юлташĕсем мĕн пулнине тÿрех ăнланса илеймен, аслисене кая юлса пĕлтернĕ. 19 сехет тĕлнелле кăна ачан ашшĕпе 8-мĕш класс вĕренекенĕ ăна шывран туртса кăларнă, малтанхи медицина пулăшăвĕ пама тăрăшнă. Анчах та васкавлă пулăшу ĕçченĕсем ача вилнине çирĕплетнĕ.

    Шывра шăннипе, ывăннипе мышцăсене тăрук хутлатса лартнипе путакан та чылай. Шăнтса пăрахичченех ишмелле мар, 17-19 градус ăшă шывра 10-15 минутран ытла пулма юрамасть.

    Шăнăр туртса хутлатсан

    - Чи малтанах ишев меслетне улăштармалла - çурăм çинче ишмелле, шывран хăвăртрах тухма тăрăшмалла.

    - Алă пÿрнисем хытса ларма пуçланине туйсанах чышка хыттăн чăмăртамалла, унтан алăсене айккинелле ывăтса ярса пÿрнесене сармалла.

    - Ура хырăмĕн мышцисене хутлатса лартсан сиенленнĕ ура лаппине пĕшкĕнсе икĕ алăпа çавăрса тытмалла та хăвăр еннелле вăйпа туртмалла.

    - Пĕçĕ мышцисене хутлатса лартсан чĕр куççире хуçлатнă урана пакăлчакăн тулаш енчен тытса çурăм патнелле туртмалла.

    Алă е ура мышцисене шăнăр хутлатни иртмесен çак меслетсене тепĕр хут тумалла. Хутлатнă мышцăпа ĕçлени ăна йĕркене кĕртме пулăшнине асра тытăр.

    Ишме пĕлекен çыншăн шыв хăрушă мар. Лайăх ишекен хăйне лăпкă, шанчăклă туять, кирлĕ пулсан инкеке лекнĕ çынна пулăшма пултарать.

    Мĕнле йĕркесене пăхăнмалла-ха?

    - Пляжра ятарласа майланă вырăнта кăна шыва кĕмелле. Чăнкă, ÿсен-тăран, тĕмсем хупласа илнĕ çыранлă вырăнсенче шыва кĕме юрамасть, шыв тĕпĕнче тымарсем чăлхантарма пултараççĕ.

    - Шыва кĕнĕ чухне йĕркене çирĕп пăхăнмалла, буексен - асăрхаттару пичкисен - хыçнелле ишсе тухмалла мар. Çак пичкесем вĕсен хыçнелле шывра чăрмавсем пуррине пĕлтереççĕ.

    - Кимĕсен çывăхне ишсе пыма юрамасть. Иртсе пыракан пăрахут, катер çывăхĕнче шыв çаврăнса тăрать, хумсем, юхăм вăйланаççĕ.

    - Паллă мар вырăнсенче, сулăран, ытти сооруженирен шыва чăмни пурнăçшăн хăрушă. Шыв тĕпне пуçпа тăрăнса ĕнсе шăммисене хуçма, тăн çухатса вилме пулать.

    - Шыв авăрĕсем патнелле ишсе пымалла мар. Хăш чухне авăрсем питĕ тарăна туртса кĕртеççĕ. Опытлă ишевçĕ те аран-аран тухаять.

    - Йĕркене çирĕп пăхăнмалла. Шывра виçерен тухса алхасмалла мар.

    - 16 çула çитмен ачасен аслисемсĕр кĕсменлĕ кимĕсемпе те ярăнма юрамасть.

    Камран пулăшу ыйтмалла?

    Инкеклĕ лару-тăру сиксе тухсан Çăлав службин пĕрлехи “01” телефонĕпе тата шырав-çăлав службин 58-00-48 телефонĕпе шăнкăравламалла.

    Раççей Чрезвычайлă лару-тăру министерствин Чăваш Енри Тĕп управленийĕнче пĕчĕк кимĕсем енĕпе ĕçлекен патшалăх инспекцийĕн 39-99-99 “тÿрĕ лини” телефонĕпе патшалăх инспекцийĕн ĕçĕ пирки ыйтса пĕлме, инспекторсем хăйсен тивĕçне мĕнле пурнăçлани çинчен пĕлтерме пулать.

    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 738 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 2.5/22 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)