Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Утă 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Мĕн вăл Çĕнĕ Çул парни?

Пурĕ миçе ответ: 94
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Юнкун, 18.12.2024, 20:24
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2009 » Утă » 3 » ТУТАРСТАНРА СĂРА МĔНЛЕ ТĂВАÇÇĔ?
    ТУТАРСТАНРА СĂРА МĔНЛЕ ТĂВАÇÇĔ?
    22:51
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Чăвашсем авалтан тĕрлĕ майпа сăра вĕретессипе палăрнă. Хальхи вăхăтра ку енĕпе лару-тăру мĕнлерех-ши? Паянхи чăвашăн та сăри кăпăкланать-и? Çакна Уява килнĕ кашни çын хăй тутанса пăхса хак пама пултарать. Районти ял хутлăхĕсен хушшинче кăçал сăра конкурсĕ иртет. Хăш-пĕр ялсен рецепчĕпе тĕплĕнрех паллаштаратпăр.
    Вырăс Менчин рецепчĕ
    Макаровсен вĕлле хурчĕсем те Уява хатĕрленеççĕ тейĕн, чи тутлă чечек тусанне васкаса пуçтараççĕ, ара, вĕсен пылĕнчен хуçисем чĕлхене çăтса ямалла тутлă пыл сăри хатĕрлесе конкурса хутшăнаççĕ-çке. Çитменнине тата витрепе кăна та мар, фляги-флягипех. 
    – Пĕр фляги пыл сăри, тепри хăмлан пулĕ,– пĕлтерет сăра ăсти Люся Евстафьевна. Макаровсем ку праçнике хутшăнмасăр пĕр çул та юлман, кашнинче ятарласа шăрттанпа, сăрапа килеççĕ. Кăçал та ятарласах хатĕрленнĕ. Нӳхрепре кăпăкланса ларакан сăри пур пулин те праçнике çĕннине вĕретме шутланă. Чăвашсем праçнике кивĕ сăрапа кĕтсе илни хальччен пулман-ха. Сим пылран кая мар техĕмлĕ хăмла сăрин вăрттăнлăхне ыйтсан Люся Евстафьевна пытармарĕ, ун шучĕпе, кашни чăваш хĕрарăмĕ сăра вĕретме пĕлмелле. Пысăк стажлă сутуçăна (Люся Евстафьевна райпо лавккинче 28 çул ĕçленĕ) сăра вĕретес ăсталăх асламăш-кукамăшĕнчен куçнă.
    – Эпĕ нурлатла мар, асанне-кукамай вĕрентнĕ пек çĕпрелле вĕрететĕп,– терĕ вăл вăрттăнлăха уçнă май. Хăй вăл Çĕпрел районĕнчи Упи ял хĕрĕ-мĕн, ку тăрăха ача чухнех, ашшĕне Евстафий Дергунова колхоз председателĕ пулма çирĕплетсен куçса килнĕ те кунтах тĕпленнĕ. Кӳршĕ ял каччипе çемье çавăрнă. Халĕ ĕнтĕ Çĕпрел тăрăхĕнче хутран-ситрен кăна пулкалать пулин те асламăш-кукамăш йăлине пăрахмасть.
    – Сăра вĕретме урпа, ыраш çăнăхĕ, хăмла, кăшт çĕпре, шыв тата типĕтнĕ панулми кирлĕ. Малтан витрен тĕпĕнче пĕр ал лаппи чухлĕ урпапа ыраш çăнăхне типĕ чукуна ямалла та лайăх пусармалла, унтан ăна кăмакана лартмалла (типĕлле). Çапла майпа ăшаланнă çăнăха уйрăм савăта ямалла, кăшт хăмла шывĕ, çĕпре ярса ăсла хатĕрлемелле. Хуран тĕпне кăшт сахăр песокĕ ярса хĕреличчен ирĕлтерсен шыв, пĕр ывăç хăмла, кăшт типĕтнĕ панулми ярса вĕреме кĕртмелле, сивĕтмелле. Унтан ăна ăслапа хутăштармалла, 3-4 кунран сăра хатĕр те. Ĕçес умĕн сахăр песокĕ ямалла.
    Конкурс Макаровсемшĕн пĕлтерĕшлех мар, чи хакли – сăри уяв халăхĕн кăмăлне кайни.
    Якуркел рецепчĕ
    Пĕр фляга сăра тăвас тесен 3 килограмм типĕтнĕ чĕкĕнтĕр, 0,5 кг хура слива (чернослив) (е çавăн чухлех карамель), пĕр чăмăр хăмла кирлĕ. Вĕсене шывра пăтратса ăсла тума вĕретме лартатăн. Ăсла вĕреме кĕрсен 0,5 кг сахăр песокĕ хушмалла, пĕрер сехет вĕретмелле. Унтан флягăна ярса хумалла. 3 литрлă кастрюле 0,5 кг çăнăх ярса, кăштах ăсла пĕçеретĕн, унтан, лĕпленсен, 3 кашăк çĕпре яратăн, хăпартма. Хăпарсан çак хушăма сивĕннĕ ăслаллă флягăна яратăн. Унтан кăштах сахăр песокĕ хушса йӳçĕтме лартатăн. Çапла çĕр каçсан, ирхине сивĕ çĕре лартмалла. Сăра хатĕр.
    Чĕкĕнтĕре хатĕрлесси. Сахăр чĕкĕнтĕрне çуса тураса чукун тĕпне кăштах шыв ярса кăмакара пĕçермелле. Иккĕ лартнă хыççăн вăл хăмăрланса каять, унтан чĕкĕнтĕре противень çине лартса кăмакарах типĕтетĕн. Типсен хутаçа ярса çакса хуратăн. 
    Вăрттăнлăхсем
    Сăра ан кивелтĕр тесен вăхăтран вăхăта сахăр песокĕ ярса пăлхатса тăмалла. Тĕсĕ хитререх пултăр тесен чĕкĕнтĕрпе пĕрле типĕтнĕ кишĕр яраççĕ.
    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 800 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 2.2/13 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 1
    1 Сувар С.   (19.07.2009 17:23) [Материал]
    Ку ÿкерчекре элĕксем, ман юлташссем. :)


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)