Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Юпа 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
262728293031
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Хисеплĕ вĕрентекенĕмĕр! Эсир шкулта ĕçлесе илнĕ тупăшăрпа çăмăл машина туянма пултарятăр-и?
Пурĕ миçе ответ: 27
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Юнкун, 18.12.2024, 20:59
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2009 » Юпа » 27 » ШОПОГОЛИЗМ - XXI ĔМĔРĔН ТЕПĔР ЧИРĔ
    ШОПОГОЛИЗМ - XXI ĔМĔРĔН ТЕПĔР ЧИРĔ
    19:53
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Ольга НЕСТЕРОВА

    Йывăр ĕç кунĕ хыççăн киле таврăнаттăм. Çула май сĕт туянмаллине аса илтĕм. Лавккана кĕтĕм те куç алчăраса кайрĕ: вăрăм сентресем çинче кĕпе-йĕм тасатмалли порошок, чашăк-тирĕк çумалли гель, тепĕр уйрăмра - хуçалăхра усă курмалли хатĕрсем, виççĕмĕшĕнче - канфет-печени... Хакне йÿнетнĕ таварсем хăйсем патне кăчăк туртаççĕ. Касса умĕнче ларакан сутуçă: “Виç çĕр тенкĕ!” - тесен тин “вăрантăм”. Хĕр сасси ăса кĕртрĕ. Чекри хаксене пăхса тухрăм - тĕрĕсех. Çав кун сĕт туянасси пулмарĕ...

    Усламçă тупăшĕ - çемье куççулĕ

    ЭСИР хăçан та пулсан “ониомани” пирки илтнĕ-и? Е тата “шопоголизм”? Кĕскен каласан ку ăнлавсем финанс лару-тăрăвне пăхмасăр çыннăн япала туянас кăмăлĕ çуралнине палăртаççĕ. Вĕсемпе XXI ĕмĕр чирне палăртма йышăннă. Америкăра кăна 60 миллион “шопоголик”, Аслă Британире - 700 пин, Раççейре пĕтĕмĕшле халăх йышĕнчен 30 проценчĕ лавккара хăйне алăра тытаймасть, астармăш акцисен умĕнчен лăпкăн иртме пултаракан çав тери сахал. 
    Раççей çыннин шухăшлавне финанс кризисĕ те улăштарайман. Унчченхи пекех хаклă апат-çимĕç, паха тумтир туянса тăкакланатпăр. Тĕнчери чи пысăк “Nielsen” тĕпчев компанийĕ çирĕм сакăр çĕршывра ыйтăм ирттернĕ, вĕсенчи халăх пурнăçне сăнанă. Раççей “чи пуяннисен” йĕркинче пĕрремĕш вырăн йышăнать: хаклă юсав ĕçĕсем тăватпăр, техника туянатпăр, ют çĕршыва канма çÿретпĕр... Психологсем чан çапаççĕ: “Алкоголизмпа наркоманирен уйрăлайман чир алăкран шаккать!” 
    - Эпĕ япала туяннă самантра телейлĕ. Юрама тăрăшса йĕри-тавра сутуçăсем чупкалаççĕ, вĕсен сасси çепĕç те вашават. Лавккара хама юратнине туятăп, - сиплев учрежденийĕн тухтăрне каласа кăтартнă пĕр хĕрарăм. Киленĕçĕ чикĕрен иртнине туйнă упăшки ăна специалист патне кайма сĕннĕ. Хĕрарăм хăйне кăна сиен кÿнĕ-ха. Ониомани çемьене аркатнă тĕслĕх темĕн чухлех. Çынна эрех-сăрапа наркотик пекех тĕп тăваканскер малтанах психикăна аркатать. Этем хăй мĕн тунине ăнланмасть. Çак серепене ытларах чухне хĕрарăмсем çакланаççĕ. Вĕсен кăмăл-туйăмĕ çирĕп маррипе çыхăннă-тăр çакă. Этемлĕхĕн черчен çурри тумтирпе, косметикăпа, алка-вăчăрапа куллен кăсăкланать. Мода вара пĕр вырăнта тапăртатса тăмасть-çке. Туянас туртăм хăçан тата мĕнле çуралнине ăсчахсем тĕпчеççĕ кăна-ха, пĕтĕмлетĕвне халăха пĕлтерме васкамаççĕ. Вĕсем усламçă вăрттăнлăхĕсене уçса параççĕ вĕт. Çапла çын куççулĕ çинче предпринимательсен пурлăхĕ ÿсет. Лавккара тултарса тухнă сумкăна килте пушатнă чухне пăшăрхану туйăмĕ çуралнишĕн хамăр кăна мар, ăста маркетологсем те айăплă. 
    Телекураври реклама кунĕн-çĕрĕн темĕн те пĕр туянма сĕнет, чылай чухне хистет те. «Çак япала пурнăçа самай çăмăллатĕ», - тенине ас туса юлатпăрах. Япала туянасси çапла майпа хăйне евĕр астармăш пулса тăрать те. Хăш-пĕр çемьен канмалли кунсенчи пĕлтерĕшлĕ ĕçĕсенчен пĕри - лавкка-пасар тăрăх çÿресси. Çакă ывăннине ирттерет иккен.

    Лавккари юмах тĕнчин серепи

    ЧИР çинчен тĕплĕнрех ыйтса пĕлес тесе Республикăри психологи пулăшăвĕн центрĕн ĕçченĕсемпе çыхăнтăмăр.  
    - Ониомание хирĕç тăрайманнисен икĕ ушкăнне палăртаççĕ, - терĕ медицина психологĕ С.Н.Романов. - Ăслă-тăнлă “шопоголиксем” тата чăн-чăннисем пулаççĕ. Пĕрремĕшĕсем çапларах пĕлтереççĕ: “Лавккана супăнь туянма кĕтĕм. Çула май алла сĕрмелли крем, шампунь илтĕм. Юратнă авторăн çĕнĕ кĕнекипе те паллашасшăнччĕ, йÿнетнĕ хакпа сутакан ал шăллисен умĕнчен те пăрăнса иртеймерĕм”. Чăн-чăн “шопоголик” вара мĕн тунине ăнланмасăр çÿрет. Ал айне мĕн лекет - пĕтĕмпех туянать: пĕр пек вунă шăлавар, чечек чÿлмекĕсем, ют чĕлхепе çырнă кĕнекене... 

    Психологсем чирĕн виçĕ сăлтавне палăртаççĕ: 

    А. Адреналиншăн çунни. Вăл наркотик евĕрех. Организм ăна хăвăрт хăнăхать. Уншăнах чылайăшĕ çÿллĕ кĕпертен сикет, автомашинăна пысăк хăвăртлăхпа хăвалать. Лавккара та адреналин сыпкăмне тутанма май пур. «Хаклăрах пĕр япала туянсан теприне йÿнĕпе илме пулать», - пĕлтереççĕ акцисем. Анчах маркетологсем чикĕ тăршшĕ лартнине кайран тин ăнланаççĕ.

    Ă. Влаçа туйни. Япалана туяниччен сутуçăсем пуç тайнăн туйăнать: «Эх, сирĕн çинче епле илемлĕ курăнать!», «Кĕлеткĕр мĕн тери чипер», «Ку кĕпене сире валлиех çĕленĕ пулас»... Усламçă кăмăла тивĕçтерекеннине шыраса ăшталанать çеç. Хисеплесе пăхни, паллах, кăмăла çĕклет.

    Б. Ирĕклĕх. Укçа ура çинче çирĕп тăнине кăтартнине ĕненекенсем нухрата унталла-кунталла сапаланă вăхăтра ирĕклĕх туйăмĕ вăраннине туяççĕ. «Эпир тума пултарайман ĕç çук, пире пурте пăхăнаççĕ», - çакăн евĕр шухăшсем çуралаççĕ вĕсен.

    Ĕçе чупнă пекех ониомансем лавккана васкаççĕ. Тĕрлĕ тĕспе йăлтăртатакан сентресем, кăмăллă сутуçăсем çемьери йывăрлăха манма пулăшаççĕ. Çав юмах тĕнчинче çеç пĕчченлĕх, кичемлĕх туйăмĕсем сирĕлеççĕ. Психиатрсем депрессипе аптăраканнисене лавккара уçăлса çÿреме сĕнеççĕ. Кăмăллă сутуçăсен хушшинче çын хăйне ăнăçуллă тытать. Анчах медалĕн тепĕр енĕ те пур: аманнă чунсен кун пек сипленмелле-ши? Пĕр чир аллинчен тухнăскерсем теприн серепине çакланаççĕ вĕт.

    Ониомани хĕрарăмсене кăна пусса илеет тесе шухăшлакансем йăнăшаççĕ. Арçынсем те сентресен хушшинче кичемлĕхе сиреççĕ. 

    Улталанас мар тесен 

    УСЛАМÇĂСЕМ халăха лавккана илĕртес тесе тем тĕрлĕ мелпе те усă кураççĕ. Суту-илÿ пÿлĕмĕнче çÿрекенсене тимлĕ сăнаççĕ. Вăрласран хăраса мар, туянакан психологине пĕлес тĕллевпе. Ăслăлăхăн ку пайне «визуаллă мерчандайзинг» теççĕ. 

    Лавккара карçинккасем, урапасем пур. Алăра йăтса çÿриччен урапана хур та тĕк, анчах кунта та чеелĕх пытаннă. Психологи тĕлĕшĕнчен тишкерсен пушă урапана курсан кăмăлсăрланатпăр, ăна хăвăртах тултарас килет. Çакна шанаççĕ те лавкка хуçисем. Сĕт е çăкăр патне кĕрекенсем усăсăр япала илсе тухаççĕ. 

    Тумтир сутакан уйрăмсенче пысăк куç кĕскисем çакăнса тăраççĕ-и? Иртсе кайнă чухне хăвăр çине пăхса илетĕр-и? Тăхăннă тумпа кăмăллă-и? Çĕнĕ кĕпе туянни пăсмастчĕ тесе шухăшлатăр-и? Япалана тирпейлĕн хунă çÿлĕксем хăйсем патне туртаççĕ, çавăнпа специалистсем лавккана якатнă, тирпейлĕ тум тăхăнса кайма сĕнеççĕ - ку ытлашши тăкакланасран хăтарĕ. 

    Пысăк ещĕксенче «Виçĕ кĕпе - 299 тенкĕпе çеç» тесе çырнине асăрханах пулĕ. Усламçăсем ним çукран нимĕр тунине ăнланма математика ăславçи пулма кирлĕ мар. 100 тенкĕ тăракан кĕпепе 299 тенкĕлĕх виçĕ кĕпе хушшинче уйрăмлăх çук. «Йÿнĕрех» сăмахăн асамлă хăвачĕ нихăçан та чакман пулĕ. Ку 200 тенке усăсăр пĕтерни çеç. Касса еннелле утнă чухне тавар куписем «кĕтеççĕ». Ятарлă курупккасенче «пурнăçра куллен кирлĕ» ăпăр-тапăр выртать. «Пĕтĕмпех 50 тенкĕ» тенине курсан пырса пăхмасăр малалла утакан пур-ши? «Шăл тасатмалли паста та пĕтнĕччĕ, тутлă шăршăллă супăнь те кирлĕ», - тесех ытлашши япала туянатпăр. Супермаркетсене кĕрекен мĕн пур уйрăм тăрăх çÿремесĕр тухаймасть, çÿлĕксем çинчи вĕтĕр-шакăр: «Эпĕ сана кирлĕ пулăпах», - тенĕн туйăнать ăна. 

    Çăкăр, сĕт-турăх, сыр-кăлпасси уйрăмĕсене лавккан тĕрлĕ тата чи аякри кĕтесĕсенче вырнаçтараççĕ. Сĕнÿсем: чипспа йăлтăркка хутпа чĕркенĕ канфет курупккисем çине çаврăнса пăхмасăр малалла чупăр. Лавккана, пасара каяс умĕн апатланăр. Хăш-пĕр усламçă техĕмлĕ апат шăрши сарăлтăр тесе пÿлĕме ятарласа уçăлтармаççĕ. Выçă чухне сентрери улма-çырлана курсан алă хăйех енчĕк еннелле туртăнать. 

    Чи перекетлĕ туянакан - пĕччен çÿрекен. Ачасене килте хăварма тăрăшăр. Çÿлĕксенчи канфет-печение пĕчĕккисем курмалла хураççĕ. Тĕпренчĕк ÿкĕтлевне чăтакан ашшĕ-амăшĕ иртен-çÿрен умĕнче хăйне аван мар туйĕ. 

    Усăсăр япаласене алла тытмасăр кассăна çитсен те хаш! сывлаймăн - черетре тăнă чухне çÿлĕксенчи шăккалат, чăмлак, хаçат-журнал илĕртеççĕ. Асăрханăр: вĕсен хакĕ залринчен пысăкрах пулаять. Канфетпа пирус курупккине тытас умĕн: «Мана ку кирлех-ши?» - ыйтăр хăвăртан. 

    Пĕтĕмлетÿ
    - ÇИЛПЕ вĕçтернĕ укçашăн пĕр-икĕ кун пăшăрханнă “шопоголик” лавккана кĕрсенех çав кĕрепле çине тепре пусать. Туртăма пурнăçа кĕртеймесен çыннăн абстиненци синдромĕ пуçланать. Вăл агресси, депресси çуратать, чĕрепе юн тымарĕсен ĕçĕ япăхланать, пуç ыратни аптратать. Чир сăлтавĕ кĕçĕн çулта ашшĕ-амăшĕ вăхăта ачапа ирттерменни те пулаять, тăванĕсен ăшшине туйманнисем çитĕнсен психологи хÿтлĕхне лавккара шыраççĕ. Çак киленĕç вăй илнине сиссен психологран пулăшу ыйтма вăтанмалла мар, - тет С.Н.Романов психолог. Çак сĕнÿсене асра тытма сĕнет вăл.

    l Япала кăмăлăра кайрĕ пулсан та енчĕке кăларма ан васкăр. Тĕпчĕр, тишкерĕр, ыйтăр, ыттисемпе танлаштарăр. 

    l Хака йÿнетни тавара туянмаллине пĕлтермест. Енчен те япала нихăçан та кирлĕ пулмасан мĕн тумалла?

    l Çĕнĕ таварсемпе малтанхи кунах паллашма ан васкăр. Сутуçăсем хака чакарма та пултараççĕ-çке. 

    l Чека çÿп-çап карçинккине пăрахма ĕлкĕрĕр-ха. Тăкаксене шута илĕр, ятарлă блокнота çырсан тата лайăхрах пулĕ.

    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 758 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 2.7/20 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)