ЮНЕСКО «чăваш чĕлхи пĕтсе пыракан чĕлхе» тесе палăртнă хыççăн республикăра тĕрлĕ шăв-шав çĕк-леннĕччĕ. Кун пирки МИХсем те кĕрлерĕç. Чылай чăваш çак шухăшпа килĕшесшĕн пулмарĕ. Вĕрентекенсемпе пуçлăхсем сăмахлăхăмăра сыхласа хăвармалли тĕрлĕ çул-йĕр шырама пикенчĕç тейĕн. Çак кунсенче Вĕрентÿ министерствинче пресс-конференци йĕркелерĕç. Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Светлана Петрова та çак пулăма аса илчĕ. - Чăваш чĕлхи çухалма пултарасси, чăнах та, пăшăрхантаракан ыйту. Çĕр çинче хăш-пĕр пĕчĕк чĕлхе пĕтет. Ку йĕркене эпир тытса чараймăпăр. Манăн шухăшпа кашни çыннăн май килнĕ таран ырă ĕç тума тăрăшмалла. Эпир - министерство енчен, вĕрентекенсем - методика тĕлĕшĕнчен, ашшĕ-амăшĕ вара хăйсем Чăваш Енĕн чăн-чăн гражданинĕсем иккенне кăтартмалла. Чăваш чĕлхи сехечĕсене чакарнишĕн пуçлăхсене çеç айăпланипе инçе каяймăн. Ача киле таврăнсан пĕр чăваш сăмахĕ те илтмерĕ пулсан шкулта вĕренни пĕтĕмпех сая каять. Çавăнпа та чĕлхе пуласлăхĕ пирки калаçнă чухне чи малтан хамăра хакламалла. Пуплевĕмĕре малалла аталантарас тесе тăрăшатпăр-и? Тĕслĕх пулаятпăр-и? Хулара пурăнакан мăнук чăвашла вĕренет-и-ха? Çемьере тăван сăмахлăхпа анлă усă куратпăр тăк, кÿршĕ-аршăпа, тăвансемпе чăвашла калаçатпăр пулсан - утăм хыççăн утăм тусан чĕлхе пĕтмест. Пире никам та чармасть - калаçас, ачасене вĕрентес, - çапла палăртрĕ хăйĕн шухăшне Светлана Владимировна. Чăн сăмахăн суйи çук теççĕ-и халăхра, несĕлĕмĕрсен йăли-йĕркине, сăмахлăхне сыхласа хăварас тесен ăна малтан юратма, хисеплеме пĕлмеллех. Чăннипе вара журналистсене çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче ачасене кĕтекен çĕнĕлĕхсемпе паллаштарас тĕллевпе пуçтарчĕç. Тĕл пулăва вĕрентÿ министрĕн çумĕ Светлана Петрова, "Хулари шкулсенче чăваш чĕлхине ăнăçлă вĕрентесси” проект ертÿçи, ют чĕлхесене вĕрентекен шкулăн коммерци пуçлăхĕ Александр Блинов, И.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче французла тата испанла вĕрентекен социолингвист Эктор Алос и Фонт, Шупашкарти А.Николаев летчик-космонавт ячĕллĕ шкул ертÿçи Светлана Кумалькова хутшăнчĕç. Хускатнă ыйту чи малтанах пĕрремĕш класа килекенсене пырса тивет. Ашшĕ-амăшĕпе пепкисене кĕтекен çĕнĕлĕх - малашне шкулта хăш-пĕр предметсене чăвашла вĕрентесси. Вырăс шкулĕсенчи 1-мĕш классене физкультурăпа ÿнер урокĕсене малашне чăваш сăмахлăхĕпе усă курса ирттерме шантараççĕ. Кăçаллăха çак çĕнĕлĕхпе республикăри темиçе шкул усă курма тытăнĕ. Вĕсен хушшинче чăваш космонавчĕ А.Николаев ячĕпе хисепленекен 10-мĕш вăтам шкул та. Кунта çĕнĕ методикăпа усă курса вĕрентме 25 ачаран пĕр класс йĕркеленĕ те ĕнтĕ. Малтисен опытне кура малашне ыттисене те çак ĕçе явăçтарĕç. Иккĕмĕш класра вара музыкăна та чăвашла вĕренме тивĕ. Ашшĕ-амăшĕ килĕшсен тĕпренчĕкĕсем аслă классенче физикăна та çак чĕлхепех ăша хывĕç. Тăван тавралăх культурипе тата хуламăрăн историйĕпе, паллах, чăвашлах паллашма лекет. Çĕнĕ проекта Вĕрентÿ министерствипе пĕрле ют чĕлхесене вĕрентессипе ĕçлекен общество организацийĕ, И.Яковлев ячĕллĕ ЧППУ йĕркелеççĕ. Малашне чăваш чĕлхипе литература урокĕсене вырăс шкулĕсенче ют чĕлхене вĕрентес методикăна тĕпе хурса ирттерĕç. Çавна май ачасене ытларах кăсăклантарасса шанаççĕ. Ытти предмета чăвашла вĕрентни те ачасене чĕлхене тарăнрах та тĕплĕнрех шĕкĕлчеме май парĕ. Ывăлĕ е хĕрĕ ыттисенчен пултаруллăрах тесе шухăшлакан ашшĕ-амăшĕ сахал мар паян. Ачаранах тĕрлĕ кружока, ăс-хакăл енчен аталантаракан занятисене илсе çÿреççĕ. Ку пĕр енчен - тĕрĕс паллах. Анчах та пĕчĕкскерне ытлашши «тиемелле» маррине те манас марччĕ. Çакна Светлана Владимировна та аса илтерчĕ: - Кашни ашшĕ-амăшĕ хăйĕн ачи ыттисемпе танлаштарсан маттуртарах, ăстарах тесе шухăшлать. Çавна май ачисене шкула кайичченех май пур таран ытларах вĕрентме тăрăшать. Анчах ача психологи тĕлĕшĕнчен çавăн чухлĕ информаци илсе пуçĕнче вырнаçтараймасан та пултарать. Е шкулта ыттисенчен тăрса юлас хăрушлăх та пур. Çавăнпа тухтăрпа, вĕрентекенпе канашлама ан манăр. Унăн сывлăхĕ пирки кăсăкланăр. Кĕçĕн классенче вĕреннĕ чухне мĕнле шкулта ăс пухни мар, малтанхи вĕрентекенрен нумай килет.
Тĕп калаçу çĕнĕ проект йĕри-тавра çаврăнчĕ пулин те пĕрремĕш класа кайма хатĕрленекенсем çинче те сахал мар чарăнса тăчĕç. Шкула кайма пуçтарăнакансем пресс-конференцин тĕп сăнарĕсем пулчĕç тесен те йăнăшас çук. Министр çумĕ ачисене шкула яма вăхăт çитнĕ ашшĕ-амăшĕнчен ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа ыйту йышăнма тытăннине систерчĕ, хăш-пĕр йĕркепе паллаштарчĕ. Чылайăшĕ паян пепкине шкула ăсатиччен вулама-çырма вĕрентмелле тесе шухăшлать. Ара, унсăрăн йышăнмаççĕ тесе хăратакансем те пур-çке. Пĕрремĕш класа кайма та хăйне евĕр экзамен тытмалла, тест çырмалла текен сас-хура çÿрет. Анчах та çакă пачах тĕрĕс мар! Ача шкула кайма хатĕрленекен ушкăна çÿреме пултарать, апла пулин те сас паллисене палламан ачасене те пĕлÿ паракан çуртра йышăнмаллах. Тарăнрах пĕлÿ паракан лицейсемпе гимназисенче çеç тĕрлĕ тĕрĕслев, калаçу ирттерме ирĕк пур. Çавăнпа та пăшăрханма кирлĕ мар. Пепкĕр сумка йăтса шкул енне сукмак такăрлатма тытăнсан та вĕренĕ. Пĕрремĕш учитель тĕрĕс пĕлÿ парсан, хăвăр пулăшсан шăпăрлан аванах ĕлкĕрсе пырĕ.
http://hypar.ru/nws/show/58/7283/index.php?id=s021619381981 Çыпăçтарнисем: |