Паян - Çемье кунĕ. 1989 çулта çемье ыйтăвĕсене тимлĕх уйăрас тесе Пĕрлештернĕ нацисен организацийĕн Генеральнăй Ассамблейи 1994 çула Пĕтĕм тĕнчери çемье çулĕ тесе палăртнă. Çавна май 1993 çулхи авăн уйăхĕн 20-мĕшĕнче Пĕрлештернĕ нацисен организацийĕн Генеральнăй Ассамблейи Пĕтĕм тĕнчери çемье кунне уявласси çинчен резолюци йышăннă. Ăна кашни çул çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче уявлама йышăннă. Çемье - обществăн тĕп ячейки. Çемье этемлĕх культурин ăс-хакăл пунлăхне упраса пыракан институт. Çемье çирĕп пулсан патшалăх та вăйлă, халăх кăмăл-сипечĕ те тĕрĕс-тĕкел. Çемьере çын пурнăçĕ пуçланать, аталанать, вăй илет, хăйне хăй çирĕплетет. Çемье - юрату, хисеп, чыс, ырăлăх сăпки. Çемьери тăнăçлăх - общество тăнăçлăхĕ.
Миçе çын пăхнă: 684 | | Комментарисем (0)|
Хăш кун хушнă: 15.05.2010
| Рейтинг: