Трак енре те Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул тултарнине сумлăн паллă турĕç.
Çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче, ав, пур ял тăрăхĕнче те митингсем пулчĕç, вĕсем вăхăтĕнче вăрçă ветеранĕсене чысларĕç, вилнисене асăнса лартнă палăксем умне чĕрĕ чечексем хучĕç. Майăн 9-мĕшĕнче вара район центрĕнчи Мухтав монуменчĕ умĕнче пысăк уяв иртрĕ. Район администрацийĕн йĕркелÿпе тĕрĕслев управленийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, икĕ кунхи мероприятисене районĕпе 3300 ытла çын, çав шутра вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсем те хутшăннă.
Красноармейски ялĕнчи митинг умĕн Трак чукун çул станцийĕнче (унтан пирĕн ентешсем вăрçа тухса кайнă) Асăну хăми уçрĕç. Унта район пуçлăхĕ С. А. Николаев, унăн пĕрремĕш çумĕ Н. И. Антонов, Çĕрпÿ чукун çул станцийĕн начальникĕ А. И. Григорьев, вăрçă
...
Малалла вула »