Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Çурла 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
3031
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Раççейри чăвашсен хăйсен ирĕклĕ патшалăхне йĕркелеме ирĕк пур-и?
Пурĕ миçе ответ: 18
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Ытларикун, 05.11.2024, 18:19
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2010 » Çурла » 31 » Пĕлÿ кунĕ ячĕпе саламлатпăр!
    Пĕлÿ кунĕ ячĕпе саламлатпăр!
    14:56
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

       Чăваш Республикин  вĕрентÿ министрĕ Г.П.Чернова уяв умĕн панă видеоинтервью

      Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче юлашки çулсенче кĕнĕ йăлапа Пĕлÿ кунне уявлатпăр. Мана республикăри учительсен Шупашкарта иртнĕ канашлăвĕн ĕçне хутшăнма тÿр килчĕ. Районти учительсен канашлăвĕнче вара тухса калаçма ыйтрĕç. Ман сăмахăм çапларах пулчĕ. (Регламента пула манăн кĕскен калама тиврĕ, ку текст - тулли текст).

         Эпĕ хам та ялта çуралса ÿснĕ çын. Ман куç умĕнче, çур ĕмĕрте, ял шкулĕ нумай енлĕ улшăнса пычĕ. Эп шутлатăп та, пире учитель тăвакан çынсем хамăр хушăрах, вĕсене аякра шырама кирлĕ мар. Учитель çулĕнче хама ача чухне вĕрентсе ăс панă учительсене аса илес кăмăл пур ман.  Красноармейски районĕнчи Карай шкулĕнчи учительсем вĕсем, мана çын тума тăрăшнă маттур педагогсем. Яланах ырăпа аса илетĕп вĕсене. Пуçламăш класс вĕрентекенĕсем Федосия Федоровнăпа Алексей Васильевич Сорокинсем, вырăс чĕлхи вĕрентекен Юлия Федоровна Васильева (унпа пĕрле мĕн тĕрлĕ конкурса хутшăнман пулĕ, çав шутра республика шайĕнче иртнисене те…), шкул директорĕ пулнă Петр Васильевич Васильев военрук, историпе обществознани вĕрентекен Владимир Ефимович Ефимов,  нимĕç чĕлхи вĕрентекен Аполинария Прокопьевна Прокопьева, класс тулашĕнчи ĕçсен организаторĕ Ефалия Марковна Маркова, халĕ хулари шкулта директорта вăй хурать вăл (шкулти стена хаçачĕн редакторĕччĕ эпĕ, комсорг пулнă), биологи вĕрентекен Людмила Моисеевна Павлова тата унăн мăшăрĕ, директор пулнă Виталий Арсентьевич Павлов, класс ертÿçисем Милистина Семеновнăпа Руфина Тимофеевна Железнова. Пурне те каласа пĕтерме те çук çак аслă форумра. Анчах та вĕсенчен мана чăваш чĕлхине юратма вĕрентнĕ Елена Антоновна Маркова уйрăмах çывăх. Эпир унпала тăван чĕлхе кружокĕнче спектакльсем хатĕрлесе канмалли кунсенче ялсем тăрăх тухса каяттăмăр. Халăх сăмахлăхне пухаттăмăр. Сăвă-калав хайласа, историлле халапсем пуçтарса алпа çырса пĕчĕк журналсем кăлараттăмăр. Çак хăнăху мана ĕçре питĕ пулăшрĕ. Асăрхарăр-и, кăна тума пире университетра çеç вĕрентмен. Чăваш чĕлхи вĕрентнĕ май, ман архивра халĕ çакăн йышши ĕçсем çĕршер. Эпĕ хам вĕрентекенрен кăшт маларах пулас терĕм те кĕнекесем кăларма та хал çитертĕм. 18 кĕнеке – брошюра халĕ ман автор библиотекинче. 

         Елена Антоновна вара чунĕпе халĕ те çамрăк. Иртнĕ кунсенче вăл,  манпа тупăшмалла тейĕн, Шупашкарти «Перфектум» типографире кĕнеке калăпласа кăларчĕ. «Манăçми вăрçă çулсем» ятлă вăл. Ăна вăл Аслă Аттелĕх вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитнине халалланă. Кĕнеке икĕ пайран тăрать. Пĕрремĕшĕнче вăрçă çулĕсенчи ялти пурнăçа аса илсе çырнисем, иккĕмĕшĕнче – Карай таврашĕнчи историлле халапсемпе асаилÿсем. Эпир ача чухне кружокра тăрăшса хайланă, ял тăрăхĕнче пуçтарнă халăх сăмахлăхĕ çине таянса çырнă вăл вĕсене. Сая ан кайччăр сирĕн ĕçсем терĕм тет вăл. Чăннипех маттур педагог вăл Елена Антоновна. Паянхи кун та вĕрентекенсен ретĕнче 85 çулхи ветеран. Çĕр çултан кая мар пурăнмалла пултăрах ăна!

         Эп астăвасса, ял учителĕсем пурте общестăлла ĕçсене хастар хутшăнатчĕç. Халăх умĕнче лекцисемпе докладсем вулатчĕç, спектакльсемпе концертсем лартатчĕç, ашшĕ-амăшĕн пухăвĕсене питĕ анлă ирттеретчĕç. Колхоз ĕçне тухма манмастчĕç: ытти ял ĕçченĕсем пекех купăста, çĕр улми, кăшман анисем илсе çитĕнтеретчĕç. Вăт камсем пулнă ман наставниксем, паян та маншăн вĕсем тĕслĕх пулса тăраççĕ, ман чунра вĕсем ĕмĕрлĕхех ырă йĕр хăварнă. Пĕр сăмахпа каласан, ял учителĕ общество пурнăçĕпе, сывлăшĕпе, аталанăвĕпе пурăннă, пурăнать те. Вĕсем çинче паянхи кун та ял культури тытăнса тăрать.

         Хальхи шкул тĕпрен улшăнса пырать. Мелпа çырмалли доска вырăнне электронпа çыракан мультимедиллĕ доска, тетрадь-кĕнеке вырăнне компьютер, ручка-кăранташ вырăнне – пÿрне пусса çапмалли клавиш-раскладкăсем. Интернет вара пирĕн ăç-пуçа та, сăн-сăпата та ылмаштарчĕ. «Чăнкă та продвинутăй (ăспа малта пыракан)» пулса кайрăмăр. Конвертлă çыру мĕнне манса кайрăмăр. Электронлă çыру ещĕкĕ ĕçлет ун вырăнне. Электронлă открыткăсемпе саламлатпăр пĕр-пĕрне. Видеоуроксене Интернетпа инçет шкулсене çитерсе кăтартмалла та тума пулать паян. Видеоконференци, чат, мастер-класс, мастер-сесси, электронлă дневник çĕнĕ ăнлавсем килчĕç пирĕн чĕлхене.  Класс пÿлĕмĕнчен тухмасăрах мĕн кĕна тума пулмасть паян. Акă хамăн иртнĕ вĕренÿ çулĕнчи результатсене илем-ха. Вĕсенчен ытларахăшне Интернет пулăшнипе çĕнсе илнĕ. Акă, экономика предмечĕпе Республикăри çĕнĕ технологисен центрĕ иртнĕ çул ирттернĕ икĕ инçет олимпиадăра 7 призлă вырăн йышăнса илме пултартăмăр, вĕсенчен 3-шĕ - пĕрремĕш вырăн. Çĕрпÿ районĕнчи Михайловка шкулĕн никĕсĕ çинче ĕçлекен Республикăри чăваш чĕлхин инçет вĕренÿ центрĕ Константин Иванов поэт-классик çуралнăранпа 120 çул çитнине халалласа ирттернĕ чăваш чĕлхин олимпиадинче 5-мĕш класра вĕренекен Михайлова Дианăпа пĕрремĕш вырăн йышăнса илме пултартăмăр. Пĕтĕм Раççейри финанс пасарĕн аталанавĕн темипе ирттернĕ инçет олимпиадăна та хутшăнтăмăр эпир. Ăна Раççейри финанс пасарĕн Федераллă службипе Хаклă хутсен пасарне йĕркелессипе тата ăна тытса пырассипе ĕçлекен институт йĕркеленĕ. 12 ачаран 6-шĕ иккĕмĕш тура тухма пултарчĕ, пĕрин вара финала тухма пĕр балл кăна çитмерĕ. Хамăн ывăлпа Михайлов Алексейпе Пĕтĕм тĕнчери «Симĕс планета» ача-пăча экологи форумĕн конкурсĕнче (ăна Раççей Патшалăх Думипе пĕрле йĕркелесе ирттереççĕ) икĕ çул ĕнтĕ çут çанталăка сыхлас-упрас темăпа тунă сайтсен конкурсĕнче лауреат ятне çĕнсе илтĕмĕр. Район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн аппаратĕнче ĕçлекен ĕçтешсем пулăшнипе Мускаври тĕп форума та кайса килтĕмĕр. Пысăк тав вĕсене уншăн! Чăваш чĕлхин пĕлтерĕшĕ ÿссе, аталанса пытăр тесе темиçе чăвашла сайт уçрăм эпĕ Интернетра. Хамăн портфолио-сайтра хам ĕç опытĕнчен çеç мар, республикăри тата республика тулашĕнчи ĕçтешсен ĕç опытне вырнаçтартăм унта. Ют çĕр-шыв çыннисем те час-часах кĕрсе тухаççĕ унта, паллах, ытларах пайĕ тăван чĕлхешĕн тунсăхланă чăвашсем. Самантпа усă курса эпĕ сиртен те пулăшу ыйтасшăн. Эпĕ Красноармейски район сайчĕн чăвашла версине тытса пыратăп, хальлĕхе кун евĕр опыт-практика пирĕн районта кăна-ха. Кунта, паллах, район администрацийĕн информатизаци секторĕн пуçлăхĕн Вдадимир Тимофеевич Никифоровăн тÿпи пысăк. Сирĕн халăха усăллă, питĕ кирлĕ статья е информаци пур пулсан – вырнаçтарăр ăна çак сайтăн страницине. Çапла майпа эсир хăвăр ĕçĕр-хĕлĕр çинчен пĕтĕм тĕнчене пĕлтерме пултарăр, район чысне-сумне çĕклес ĕçре сумлă тÿпе хыватăр.  Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх сайчĕ те, Чăваш ачисем валли уçнă сайт та (унта чăваш ачине вĕренÿре кирлĕ дидактика материалĕсене, ачасен чи лайăх сочиненийĕсене вырнаçтартăм) Интернет тетелĕнче хăйсен вырăнне тупрĕç. Республикăри «Чĕвĕлти чĕкеç» конкурс сайтне  эпĕ пулăшнипе уçнă. Районти темиçе учителе чăвашла сайт уçса пама пулăшрăм.

         Ку таранччен хам та Интернет урлă миçе инçет олимпиада, миçе инçет викторина тата конкурс ирттермерĕм пуль... Тăватă вĕренÿ çулĕ хушши ĕнтĕ эпĕ Красноармейски иккĕмĕш шкул никĕсĕ çинче виçĕ турпа «Çамрăк ăсчах» конкурс ирттеретĕп. Ку конкурсра районта чăващ чĕлхин историпе грамматикине чи лайăх пĕлекен ачана палăртатпăр, ăна «Çамрăк ăсчах» медаль-паллă çакса яратпăр. Хамăр ентеш Нестер Янкас поэт çуралнăранпа 100 çул çитнине палăртса республика шайĕнчех олимпиада ирттертĕмĕр. Унта республикăри тата Пушкăрт Республикинчи чăваш ачисем хутщăнчĕç. Электрон почтипе пурĕ 249 хурав килчĕ. Пĕтĕмпе – 39 шкултан, 15 районтан. Авăркас районĕнчи Семенкино шкулĕнчен иккĕн хутшăнма май тупнă. Трак ен 75 çул тултарнине халалласа район историйĕпе культурине лайăх пĕлекенсем хушшинче инçет олимпиада тата литературăри пултарулăх конкурсĕ ирттертĕмĕр. Олимпиадăна хамăр район ачисем çеç мар, Шупашкарти шкулсенче вĕренекенсем те хутшăнчĕç. Пурĕ 61 ача. Сăмахран, 1-мĕш номерлĕ пуçламăш шкул ачисем. Сăмах май, учителĕ пирĕн район çынни, Георги Тусли хĕрĕ Ефимова Светлана Георгиевна пулчĕ. Литература пултарулăхĕн конкурсне вара 50 ытла хайлав килчĕ.

         Халĕ çĕнĕ проектпа хавхаланса таврăнтăм Республикăри учительсен канашлăвĕнчен: районти чăваш чĕлхи вĕрентекен хастар педагогсемпе пĕрле «Чăваш чĕлхине чăваш шкулĕнче вĕрентесси» электронлă интернет пособи хатĕрлеме пуçласшăн. Ку сайтпа усă курса чăваш чĕлхи вĕрентекен кирек хăш урока та  кирек ăçта та  ăнăçлă ирттерме пултартăр тесе тăвасшăн. 

         Шел пулин те, паянхи ял шкулĕн пуласлăхĕ уçăмлах мар. Ялта тивĕçлĕ ĕç вырăнĕпе тивĕçлĕ ĕç укçи ĕçлесе илеймен пирки çамрăксем юлманни, ача сахал çурални, çавна пула шкулсемпе клубсем хупăнни – паянхи кунăн çивĕч ыйтăвĕсем. Патшалăх ялта пурăнакан çынсен пурнăç условийĕсем çине тимлĕх уйăрмасан тепĕр 10 çултан район шăпи пирки те калама хĕн. Ман шутпа, ялта пурăнакан кирек епле специалиста та патшалăхăн тÿрремĕн пулăшу памалла: çăмăллатнă процентлă кредитсем (уйрăмах çурт-йĕр çавăрма), каялла тавăрса памалла мар субсидисем, çул-йĕр тăвассипе шыв кĕртесси çине те тимлĕх уйăрмалла. Эпир ватăлатпăр, кам килĕ пирĕн вырăна ĕçлеме? Çамрăксем пирĕн пек 10-шар çул хушши нушаланса çурт-йĕр çавăрма килĕшмĕç. Учитель статусне, шел пулин те, Учитель çулталăкĕнче те çÿллĕ шаях çĕклеймерĕмĕр. Вĕренсе тухакан ачасенчен педагогика пĕлĕвĕ паракан институтсене каймаççĕ. Кăçал Санкт-Петербургра ирттернĕ педагогсен обществăлла форумĕнче учитель статусне патшалăх служащийĕн статусне памалла тесе резолюци йышăннă. Çакна чиновниксем те илтессе шанатпăр. Унсăрăн ял шкулĕнчен нимĕн те юлмĕ.

         Апла пулин те, йыварлăхсене пăхмасăр пирĕн вĕрентÿçĕ-наставниксен ырă йăлисене манмалла мар, вĕсене малалла аталантармалла, çĕнĕ сĕм кĕртмелле вĕсене. Мĕншĕн тесен учителе нимĕнле машинăпа та улăштарма май çук. Вĕрентекен сăмахĕ чĕр сăмах, вăл ача чунне, ăс-пуçне, ăс-тăнне  чи хăвăрт тата чĕре çумне тарăннăн кĕрсе вырнаçать. Тăван сăмахпа каланă сăмах – пушшех те. 21-мĕш ĕмĕрте пĕр дефицит – чун апачĕ. Чун апатне ача умне вĕрентекен çеç туллин хурса пама пултарать. Ăна тума учителĕн ачасене юратмалла, хăйĕн ĕçне чунтан парăнса тумалла. 

    Пĕлÿ кунĕ ячĕпе сире пурне те! Ырлăх-сывлăх, çитĕнÿ сунатăп!

     В.М.Михайлов, Красноармейски иккĕмĕш шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен 

    Çурла, 26, 2010 çул

    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 1732 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 3.2/22 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 1
    1 mixaj_58   (01.09.2010 19:51) [Материал]
    Çĕнĕ вĕренӳ çулĕнче Чăваш Енре пурĕ 503 шкул ĕçлĕ. 126 пин ача çӳрĕ (2009-2010-мĕш вĕренӳ çулĕнче 125,8 пин пулнă). Пĕрремĕш хут партта хушшине 12 842 ача ларĕ (малтанхи çул — 12 208). 2009-10 вĕренӳ çулĕнче пĕр вĕрентекен çине вăтамран 13 ача (Раççейре — 10) килнĕ. Вăтамран классенче 19,59 ача пулнă (Раççейре — 18), вăл шутра хула шкулĕсенче — 24,93; ялтисенче — 15,55.
    2010-2011 вĕренӳ çулĕнче икĕ çĕнĕ шкул хута кайĕ: Патăрьел районĕнче Сăкăт шкулĕ уçăлĕ, Тăвай районĕнче — Кивĕ Элпуç шкулĕ. Çуртсене темиçе уйăх каялла çеç хăпартма пуçланă пулин те раштав уйăхĕ тĕлне вĕсене уçасшăн. Сăмах май, юлашки 10 çул хушшинче республикăра шкулсем валли пурĕ 152 çĕнĕ çурт хăпартнă.
    Республикăра хальхи вăхăтра 439 шкул умĕнхи вĕренӳ учрежденийĕ ĕçлет, вĕсене пурĕ 53 728 ача çӳрет.
    22 аслă вĕренӳ заведенине пурĕ 73 409 студент вĕренĕ. 31 вăтам професиллĕ пĕлӳ паракан учрежденине 21 954 студент çӳрĕ.


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)