1989 çулта РСФСРта чăваш халăхĕ 1 733 645 çын пулнă, хамăр йышпа эпир 4-мĕш вырăнтаччĕ, халĕ çиччĕмĕшĕнче. 2002 çулта çĕршывăмăрта эпир 1 637 000 кăна юлнă, 384 пинĕ (23,5 процент) хăйсем чăваш пулнине кăтартман. Çав вăхăтрах ытти тĕрĕк халăхĕсем ӳснĕ: карачайсем – 25,4 процент, пушкăртсем – 24 процент, тывасем – 18 процент, якутсем – 16,7 процент, тутарсем – 6 процент, хакассем – 3,7 процент. Чăвашсем вара 8 процента чакнă? Ăçта кайса кĕнĕ вĕсем, вилсе пĕтмен пулĕ те? Кама тухнă ĕнерхи чăвашсем?
2009 çулта ЮНЕСКО чăваш чĕлхине «Тĕнчере çухалас хăрушлăхра тăракан чĕлхесен атласĕ» документра пĕтсе пыракан чĕлхесен йышне кĕртнĕ.
Чăвашсем! Ентешсем! Хамăр нацишĕн чăмăртанса кар тăрар, çĕкленме вăй парар! Наци пуласлăхĕ – халăх пĕрлĕхĕнче, пĕр-пĕрне тăванла хакланинче. Чăваш халăхĕ хăйĕн чыс-хисепĕпе пĕтĕм тĕнче шайĕнче калаçмалли чĕлхе статусне çĕнсе илнĕ. Хăшĕ-пĕри наци культурипе историне пĕлменнипе ытти халăх умĕнче шайне чакараççĕ, чăвашпа вырăсла калаçаççĕ.
Эпир халĕ чăваш халăхĕпе культуришĕн синкерлĕ улшăнусем пулнă саманара пурăнатпăр. Наци малашлăхĕ тĕтреллĕ курăнать. Паянхи кун чăваш нацийĕ донор пулса ытти халăхсен йышне ӳстерме пулăшать.
...
Малалла вула »