"Пур професси те лайăх, пур професси те кирлĕ", - тенĕ çынсем. Паллах, эпĕ çакăнпа килĕшетĕп. Анчах учитель ĕçĕ чи явапли, чи кирли. Пулас ăрăва тĕрĕс воспитани парасси, пурнăç çулĕ çине тăратасси унран нумай килет-çке. Кукамай калашле, "Кукăлĕн тути чустана çăрма пĕлнинчен нумай килет". Апла пулсан ачасен пуласлăхне туптаканĕ - Учитель. Вĕрентекен пепкепе пĕр чĕлхе тупнинчен те нумай килет. Тарăн пĕлÿ пама тăрăшнисер пуçне çамрăкăн чунне ăнланма пĕлмелле, хăйне шаннине те юратать вăл. Унăн вăрттăнлăхне упрама пĕлни те, ыра канашсем пани те çак професси ĕçĕнче нумай пулăшу кÿрет тесе шутлатăп эпĕ.
Шӑпах ҫавӑн пек пысӑк туйӑмсем, вӑрттӑнлӑхсем пытаннӑ та ӗнтӗ Вера Вениаминовна Васильева ӑста педагогра. Вӑл 23 ҫул хушши Красноармейски районĕнчи Упири пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта ачасене чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентет. Ҫак хушӑра мӗн чухлӗ ачана ӑс паман пулӗ вӑл. Вӗсене тӑван чӗлхене юратма, чӗлхе вӑрттӑнлӑхне туйма, ӑна хисеплеме вӗрентнӗ. Литература урокӗсем урлӑ вара пурнӑҫра тӗрӗс пурӑнма ӑнлантарса пырать тесен те йӑнӑш пулмасть пулӗ.
Вера Вениаминовна — пирӗн класс ертӳҫи. Шӑпах вӑл пирӗн ертÿҫӗ пулнӑран аннесем савӑнаҫҫӗ. Унччен вӑл 20 ҫул
...
Малалла вула »