Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Çурла 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
293031
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Раççейри чăвашсен хăйсен ирĕклĕ патшалăхне йĕркелеме ирĕк пур-и?
Пурĕ миçе ответ: 18
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Юнкун, 27.11.2024, 03:26
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2011 » Çурла » 30 » Михаил Игнатьев: «Эпир - çирĕп аталану çулĕ çинче» (вĕçĕ)
    Михаил Игнатьев: «Эпир - çирĕп аталану çулĕ çинче» (вĕçĕ)
    18:27
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    «Трактор завочĕсем» концерн пысăк /паян унта 16 завод/, эпĕ унăн ертÿçипе Михаил Болотинпа тăтăшах тĕл пулатăп, вăл мана ял çыннисем валли кăларакан тĕрлĕ техника ассортименчĕ пуянланса, анлăланса пырасса шантарать. Ку çаплах пуласси мана иккĕлентермест.

    - Каллех техника пирки. Оппозици хаçачĕсенчен пĕринче республикăри комбайн-трактор шутне 1991 çулхипе танлаштарса кăтартнă. Анчах ун чухнехипе хальхи техникăна танлаштараймăн, çакна эпĕ те - виçĕ çул комбайнер пулăшуçире ĕçленĕскер - чухлатăп. Çапах та - ял хуçалăхне паян техника мĕн чухлĕ кирлĕ?

    - Паянхи кун техникăна улăштарса, çĕнетсе пырасси патшалăх шайĕнче - приоритетлă политика. Мĕншĕн тесен ĕлĕкхи кивĕ комбайнсемпе ĕçленĕ чухне ял хуçалăхĕнче тăкак нумай. Ку - пĕрремĕшĕ. Иккĕмĕшĕ - кăткăс машинăсен механизаторне вĕренмешкĕн паянхи кун ансатах мар. Çавна шута хурса патшалăх енчен укçа-тенкĕ уйăратпăр, тĕслĕхрен, çăмăллăх кредитсем илмешкĕн. Çавăнпа ял хуçалăх предприятийĕсем кăçал комбайнсем туянма палăртнă тĕллевсем пурнăçланчĕç тесе калăттăм. Çĕнĕ комбайнсем хирте еплерех ĕçленине, комбайнерсен савăк кăмăлне курсан чăннипех хĕпĕртетĕп. Мĕнле хăвăртлăхпа ĕçленинчен, ĕç тухăçлăхĕнчен шалу, натурăпа тырă мĕнле илсе пырасси килет. Çавна кура ял хуçалăхĕнче çамрăк механизаторсен йышĕ ÿсме пуçларĕ. Ку - питĕ лайăх, мĕншĕн тесен ял пуласлăхĕ - çамрăксенче.
    Комбайн шучĕ пирки. Йĕркеллĕ, лайăх, çĕнĕ комбайнпа механизатор кунне 30 гектар таран вырма пултарать. Кивĕ комбайнпа, ас тăватăр пулĕ, Алексей Петрович, 5-6 гектартан ытла çапса-вырса тĕшĕлеймен. Çавăнпа та, танлаштарас пулсан, - эпĕ хам та çамрăк чухне комбайнпа ĕçленĕ, - çирĕм çул каяллахи комбайнсемпе халĕ музей экспоначĕ вырăнне çеç усă курмалла. Çав техникăпа паянхи кун вырма юрамасть. Кун пирки эпĕ министр пулнă чухне те каланă, халĕ те çавнах çирĕплететĕп. Рынокра çĕнĕ комбайнсем паян çителĕклех. Пирĕн ял хуçалăх предприятийĕсен ку чухнехи комбайнсем, çĕнĕ ытти инноваци техники туянма, çапла майпа ĕç хăвăртлăхне пысăклатма, тупăша пысăклатма, çынсен шалăвне ÿстерме ăнтăлмалла.

    - Эсир хăвăр хăш техникăна кăмăллатăр? Ют çĕр-шывсенче кăларнине-и е хамăрăнне-и?

    - Паянхи Раççей ял хуçалăх техникине илес тĕк - юлашки вăхăтра кăмăла килмелĕх çĕнĕ техника кăларма пуçларĕç. Калăпăр, тĕрлĕ çĕр-шывра кăларнă узел-агрегатран лайăх техника пухаççĕ. Патриот пулнăран çеç мар, чăннипех калатăп: ют çĕр-шывран кÿрсе килнипе хамăрăн техника пĕр-пĕринчен питех уйрăлса тăмаççĕ. Хамăрăн техника 1,5-2 хут йÿнĕрех. Тепĕр самант: ют çĕр-шыв техникине туяннă çĕрте патшалăх субсиди уйăраймасть. Сăмах май, мелиораци валли çăмăллăх кредитсем панă чухне те процент ставкине субсидилетпĕр.

    - Михаил Васильевич, иртнĕ çулхи типĕ-шăрăх çанталăк мелиораци ĕçне аса илме хистет. Ку енĕпе программа пурнăçланать-и?

    -Чăнах та, пĕлтĕрхи çанталăк условийĕсем ял хуçалăх производствинче ĕçлекенсем валли тĕрĕслев кăларса тăратрĕç. Çавна май эпир, патшалăх влаç тытăмĕсем, айккинче тăраймастпăр. Совет саманинче мелиораци пăрăхĕсем, мелиораци системи питĕ нумай пулнă. Ăна валли бюджетран укçа-тенкĕ нумай уйăрнă. Рынок условийĕсем вăй илнĕ май эпир çак ĕçе пăрахăçа кăлартăмăр. Çанталăк условийĕсем пирĕн тĕрлĕрен пулма пултарнине манса кайрăмăр. Çавна шута илсе мĕн турăмăр-ха? Республикăн 2011 çулхи бюджетĕнче 35 миллион тенкĕ пăхса хăвартăмăр. Ял хуçалăх предприятийĕсем валли ĕçлеме меслетсем туса памашкăн. Шăвармалли системăпа пăрăхсене чи малтанах çĕр улми çинче, çавнашкалах выльăх апачĕлĕх лаптăксенче усă курмалла. Мĕншĕн тесен унта хывнă укçа тупăш хăвăртрах та ытларах парать. Тепĕр тесен - çĕр çинче ĕçлекенсене вĕрентме кирлĕ мар: вĕсем мелиораци системипе ăçта усă курмаллине хăйсемех палăртаяççĕ. Çанталăк планета çинче палăрмаллах ăшăнни ял хуçалăхĕнче мĕн пур меслетпе, çав шутра çĕре шăварассипе те, усă курма хистет. 
    Аграрисен çĕр ĕçĕнчи теветкеллĕхсене малашне те шута илмелле, çавăнпа та мелиораци программисене анлăлатмалли куç кĕретех.

    - Хăмла отраслĕн малашлăхне мĕнле куратăр?

    - Раççей Федерацийĕнче иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче 16 регион хăмлапа ĕçленĕ тĕк - паян Чăваш Республикисĕр пуçне «симĕс ылтăн» никам та çитĕнтермест. Пĕлтĕр шăрăхра 160 гектара яхăн хăмла пĕтрĕ. Ку - питĕ пысăк çухату. Мĕншĕн тесен нумай çул ÿсекен хăмла пĕтнĕ тĕк - çĕнĕ хунавсем лартмалла. Çав вăхăтрах отрасле хывакан укçа-тенкĕ каялла тупăшпа таврăнса тăкаксене 4-5 çултанах саплаштараймасть. Ку - технологи. Çав вăхăтрах паянхи кун рынокра хăмла çитĕнтерекенсем валли хаксем лайăх. 1 килограмшăн 600 тенкĕрен кая мар тÿлеççĕ. Пахалăхлишĕн 800 тенке яхăнах. Çавна шута илсе Вăрнар районĕнчи «Агрохмель» фирма çĕнĕ плантацисем тара илсе, вĕсене лайăх юсаса 33 гектара çитерчĕ. Етĕрне районĕнчи «Ленинская искра» хуçалăх ĕлĕкренпех хăмлапа ĕçленĕ, специалистсем пур. 2 çул каялла Чехирен çĕнĕ комбайн кÿрсе килчĕ, 10 миллион тенке яхăн кайса ларчĕ. Малтан хăмла комбайнĕпе 10 çын ĕçленĕ - халĕ 4 çын çеç. Хăмли /пахалăхли/ комбайн хыççăн питĕ таса тухать. Вăл паха пулнăран сутнă чухне хакĕ те пысăк. Çавна май пирĕн патшалăх шайĕнчи позици çавăн пек: тимĕр-бетон юпасемпе капиталлă тунă хăмла пахчисене эффективлă ĕçлекенсене памалла. Малтан тара илччĕр, кайран хăйсен харпăрлăхне куçарма та пултараççĕ.
    Çапла вара Чăваш Енĕн хăмла отраслĕ малтанхи шайрах пулмасан та вăйлăн аталанма никĕс çирĕп. Ку енĕпе эпир хăйне евĕр монополист пулнипе туллин усă курмалла тесе шухăшлатăп.

    - Ялан купăста яшки çисен йăлăхтарать тенешкел - тепĕр чух сурăх какайĕ туянатăп. Шупашкарти тĕп пасарта, ĕненетĕр-и, ĕненместĕр-и, çав какая пĕр çын çеç сутать. Ăнланатăп-ха: пирĕн йышлă сурăх ĕрчетме анлă улăх-çаран çук. Çапах та...

    - Пирĕн йăлара çирĕпленнĕ тăрăх - çак выльăха ытларах килти хушма хуçалăхсенче ĕрчетеççĕ* ытлашшине хресчен сутать. Чăваш халăхĕн йăли-йĕркипе Питрав çитмесĕр сурăх пусман. Ĕлĕк, план системипе ĕçленĕ май, мĕн пур хуçалăха сурăх ĕрчеттернĕ. Паян, паллах, экономика ку енĕпе никама та хистемест. Вырăнти майсене тĕплĕ пĕтĕмлетсе йышăну тăваççĕ. Калăпăр, Çĕмĕрле районĕнчи «Полянка» хуçалăх 200 пуçа яхăн сурăх тытать, Шупашкар районĕнчи çĕнĕ фермер хуçалăхĕ ку отрасле аталантарса пырать. Çавăн пекех ытти вăтам хуçалăхсем те сурăх ĕрчетме пуçласса шанас килет. Çакна мĕншĕн калатăп? Мĕншĕн тесен рынокра сурăх какайĕн хакĕ питĕ лайăх. Çак какай халĕ çителĕксĕр, тĕрĕсех палăртатăр эсир. Пĕр тĕслĕх. Нумай пулмасть Иран Республикин делегацийĕпе тĕл пулнă май вĕсем пире хăйсен тĕллевĕпе паллаштарчĕç: сурăх какайне вĕсем пирĕнтен 100 тоннăран кая мар туянма пултараççĕ. Эпир хаксемпе кăсăклантăмăр. Лайăх хак.

    - Чăваш пĕтсен тĕнче пĕтет тесе авалхи ватăсемех каланă. Паллах, ытарлă, философи пĕлтерĕшĕпе. Чăваш ялĕ пĕтсен тăван культура пĕтет тенине вара хирĕçлеймĕн. Сăмахăм культура валли бюджетран ытларах укçа уйăрасси пирки. Калăпăр, Тутарстанра илемлĕ литература кĕнекисен тиражĕсен 80% шкулсемпе библиотекăсене республика бюджечĕн шучĕпе валеçсе параççĕ. Эпир вара тĕслĕх библиотекăсене те тивĕçтерейместпĕр. Ку енĕпе Культура министерстви Финанс министерствине ыйтупа нумай хут тухнине пĕлетĕп...

    - Тĕрĕс те çивĕч ыйту. Кун пирки эпĕ ЧР Патшалăх Канашне кăçал янă Çырура та каланăччĕ. Çавна май эпир приоритетли ача-пăча литератури терĕмĕр. Кăçал укçа-тенкĕ калăпăшĕ пысăкланчĕ. Паллах, хальлĕхе çителĕксĕр, ăнланатăп. Анчах тĕллев палăртнă, çитес çул татах хушатпăр. Мĕншĕн тесен культурăна, чăваш литературине финанс тĕлĕшпе «тĕревлемесен», ачасене вулама вĕрентмерĕмĕр тĕк, тăван сăмахлăха хаклама вĕрентмерĕмĕр тĕк - пирĕн пуласлăх, чăваш халăх пуласлăхĕ, чăваш наци культурин малаш аталанăвĕ тивĕçлĕ шайран чакĕç. Халăхăмăрăн тĕп пуянлăхне - чĕлхине, культурăна, пĕтĕмĕшпе йăла-йĕркене çухатмалла мар. Ку енĕпе Правительствăн бюджет политикинче улшăнусем пулаççех.

    - Тутарстанăн пĕрремĕш Президенчĕ Минтимер Шаймиев ертсе пынипе авалхи Пăлхар хулин территорийĕнче тĕнче шайĕллĕ музей-заповедник тăваççĕ. Çакна май 7-8 çул каялла Шаймиев пĕр видеофильмра çав тери тĕлĕнсе ыйтнине аса илетĕп: «Авалхи Пăлхар территорийĕнче тупнă вил тăпри çинчи чул палăксенче çырнине мĕншĕн чăвашла кăна вулама пулать»? Мĕншĕн тесен Атăлçи Пăлхар патшалăхĕн тĕп чĕлхи чăваш чĕлхи пулнă. Ыйту: музей-заповедникре чăваш халăхĕн - пăлхар-сăвар тата ытти йăх-несĕлĕн - историне кăтартас тесен мĕн тумалла?

    - Пăлхар хули пулнă территорире чăваш халăхĕн историне кăтартакан площадка-и е экспозици-и пулмаллах. Рустам Минниханов Президент та, Минтимер Шаймиев та чăваш халăхĕ çине питĕ йĕркеллĕ пăхаççĕ. Хутшăнусене туслă шайра тытса пыраççĕ. Çавăнпа та эсир хускатнă ыйтăва татса пама пулать. Эсир хăвăр енчен пире мĕнле проект-эскиз кирлĕ - çакна хатĕрлесе парăр. Пирĕн художниксем, архитекторсем Культура министерствине йĕркеллĕ, сумлă проект сĕнеççех-тĕр.

    - Михаил Васильевич, ку ыйтупа çывăх вăхăтрах Чăваш наци конгресĕпе Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, Чăваш наци музейĕ, художниксемпе архитекторсен пĕрлĕхĕсем ятарлă конференци-канашлу ирттерсен вырăнлă пулмалла...

    - Çапла, идейăсем сĕнсе, тĕплĕ сÿтсе явса хатĕрлемелле. Хатĕр проекта эпир Рустам Нургалиевичпа тĕл пулсан сÿтсе явăпăр, ĕçе кĕртĕпĕр. Пăлхар территорине малалла аталантарса пынă май Тутарстан, паллах, туристсене ытларах явăçтарасшăн. Ку пире те кăсăклантармалла. Шупашкарта, республикăра туризмăн çĕнĕ маршручĕсене уçмалла.

    - Çакна май Шупашкар хулине никĕсленĕ вăхăт пирки сăмах пуçарасшăн. Шупашкар хули сахалтан та 750-800 çул каялла пуçланса кайнине Мускаври тĕп институтсем, сумлă историксемпе археологсем тĕпчесе палăртнă ĕнтĕ. Анчах ыйтăва ниепле те татса параймастпăр. Камăн татса памалла: хула влаçĕсен-и, республика шайĕнче-и?

    - Чи малтанах, паллах, хула влаçĕсен интерес пулмалла. Историпе питĕ çыхăннă, сумлă, хаклă пулăм ку. Вăл çамрăк ăрушăн, туристсемшĕн питĕ кирлĕ. Кала вĕсене ку япала XII ĕмĕрте пулнă тесе - пачах урăхла пăхма пуçлаççĕ вĕт. Тавтапуç, Алексей Петрович, çак ыйтăва хускатнăшăн. Ăслăлăх пĕтĕмлетĕвне тивĕçлĕ тытăмсене вăраха тăсса ямасăр çитересчĕ.

    - Чăваш кухни питĕ пуян. Çак ятлă кĕнекере çырса-ÿкерсе кăтартни те, асанне-кукамайсен пÿремĕчĕ-шăрттанĕ те çакна çирĕплетеççĕ. Анчах Шупашкарта, ытти хулара, райцентрсенче чăваш кухнин сумлă, илĕртÿллĕ апатланмăшĕсем /кафе-ресторанĕ/ çук. Хамăрăн пайтаçăсене чăвашлăх кирлĕ мар тăк, тен, правительство шайĕнче мĕнле те пулин документ кăларса витĕм кÿмелле?

    - Ку ыйтупа та эпĕ сирĕнпе пĕтĕмпех пĕр шухăшлă. Шупашкарта «Волжанка» апатланмăш пурччĕ: какай шÿрпи, шăрттан, чăвашăн ытти апачĕ... Нумаях пулмасть эпир «Премиум» хăна çурчĕ уçнă чухне çак ыйтăва хускатрăмăр. Унта чăваш кухни пулать. Çавна май Шупашкар хула влаçĕсен умне тĕллев лартрăм. Хула ертÿçисен апатланмăшсем валли вырăн тупмалла. Чăваш кухнипе туристсене илĕртме пулать. Мускавра та, Шупашкарта та, ытти хулара та паян темĕн тĕрлĕ кухня пур: яппунсен, китайсен... Стандартпа хаклас тăк мĕнле вĕсем - пахалама йывăр. Тĕрĕс калатăр: чăваш кухнин ĕлĕк пахалăхлă ĕçме-çими теçетке-теçетке пулнă. Ялта çав рецептсемпе халĕ те анлăн усă кураççĕ, вĕсене республикăмăр «сĕтелĕ» çине кăларма пуçламалла.

    - Авалхи йăла-йĕркен нумай сыпăкĕ çухалнă пирĕн. Хамăртан килет тепĕр хутчен çĕклесси. Калăпăр, хăй вăхăтĕнче хресченĕн тĕп уяв Акатуй пулнă. Кăçал Чĕмпĕрте ирттертĕмĕр, тата, яланхи пекех, - районсенче. Республика шайĕнче те Акатуй ирттерме пулатех-çке.

    -Кăçал «Шупашкар: 500 çул» паркра ентешлĕхсем, аякран килнĕ чăваш делегацийĕсем хутшăннипе ирттерчĕç. Наци конгресĕн, тĕп хуламăрăн вăйĕпе. Ăна Чăваш Республики шайĕнче çĕртмен 24-мĕшĕнче Республика кунĕнче ирттермеллех. Çавна май уява анлăлатмалла, çÿллĕрех шая çĕклемелле. Ку пире сумлатать. Акатуй ирттерме, паллах, укçа сахал мар кирлĕ. Ăна ытти çĕрте перекетлесе тупма пултаратпăр.

    - Шупашкарта Андриян Николаев космонавтăмăр палăкне лартма эсир пысăк витĕм кÿни савăнтарать. Эппин, чаплăран та чаплă ытти ентешĕмĕрсен те черет çитет-тĕр. Гуманитари интеллигенцийĕ ячĕпе эпĕ сире Н.В.Никольский палăкне тумашкăн ятарлă хушу кăларма ыйтасшăн.

    - Вырăнне пăхнă-и, ăçта лартма пулать?

    - Ку ыйтăва пĕрре мар сÿтсе явнă эпир. Е Никольский проспектĕнче, Граждан урамнелле - Чапаев ячĕллĕ завод еннелле пăрăннă çĕрте, унта сквер никĕслемелĕх çерем пур, е Пичет çурчĕ умĕнче. Анчах унта хĕсĕкрех пулать-тĕр.

    - Шухăшласа, хакласа пăхмалла. Палăксем паян, манăн шухăшăмпа, капашсăр мăнаçлă пулмалла мар. Никольские эпир таçта хĕсĕк вырăна лартсан пире халăх ăнланмĕччĕ. Çавна май хам енчен те калатăп вырăн тупма. Çитес çулсенче çак проекта ĕçе кĕртмеллех.

    - Çав хушупах Шупашкарти халăх йышлă пухăнакан-çÿрекен пĕр-пĕр вырăнта Чăваш Паттăрĕсен Пантеонне /вĕсен бюсчĕсене/ çĕклесе лартмашкăн палăртма май пулмĕ-ши? Тен, пулас этнопарка - «Шупашкар: 500 çул» кану паркне - «Студентсен хули» чарăнуран кĕмелли лаптăкра? Мĕн таран чаплă пулатчĕ: икĕ енĕпе паллăран та паллă ентешĕмĕрсен /Чăваш Енрен тухнă ытти халăх çыннисен те/ çÿллех мар бюсчĕсем, вĕсен хушшинче - чечеклĕхсем. Ку - истори те, патриотлăх воспитанийĕ те, мăнаçлăх туйăмне çĕклени те...

    - Çав территорире паян маунтинбайк спорчĕн федерацийĕ ĕçлет. Раççей Федерацийĕн спорт министрĕ Виталий Мутко Раççей чемпионатне килсен укçа-тенкĕ уйăрассине тепĕр хут çирĕплетрĕ. Калăпăшĕ - пĕр гектар е ытларах. Çавăнпа та йĕркеллĕ çав палăксене вырнаçтармшкăн проект халех кирлĕ.

    - Михаил Васильевич, куратăр: политика ыйтăвĕсене юриех хускатмарăм. Чăн та, сирĕн ĕçĕр-хĕлĕр - хăех политика. Çапах та - ЧР Патшалăх Канашĕн, РФ Патшалăх Думин, РФ Президенчĕн суйлавĕсенчен стратеги аталанăвĕ тĕлĕшпе мĕн кĕтетĕр?

    - Стратеги тĕлĕшĕнчен кашни çынна, çемьене ытлăх-çитлĕх туса памалла. Ачасен пуласлăхĕ шухăшлаттарать. Пурте çемье бюджетне пысăклатасшăн. Рынокри пулăшу ĕçĕсен, тавар хакĕсем пĕчĕкрех пулччăр тесе тăрăшмалла. Демографи пирки. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-90-мĕш çулĕсенчи пулăмсем хыççăн ача çуралассипе Чăваш Республикинче кăтарту лайăхлансах пырать.
    Стратеги - çын пурнăçĕ вăрăмрах пултăр. Юлашки çулсенче ку пулăм пирĕн лайăх еннелле улшăнчĕ. Пĕчĕккисене садиксемпе тивĕçтерессипе курăмлă ĕçлеме пуçларăмăр. Федераци шайĕнче 4 çул палăртнă пулсан эпир 3 çул хушшинче шкул çулне çитмен пур ачана та садиксене вырнаçтарас тĕллевлĕ.

    - Тавтапуç тĕплĕ хуравсемшĕн.

    - Сире те тавах. «Хыпар» хаçатпа унăн «ачисем» ÿлĕм те халăх юратакан кăларăмсем пулса юласса шанатăп.
    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 627 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 2.6/16 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)