Республикăра иртнĕ "Чи лайăх класс ертÿçи” конкурса çак эрнере пĕтĕмлетрĕç. Савăнăçлă чыслава ЧР вĕрентÿ министрĕн çумĕ Виктор Алексеев, "Чăваш Ен” фонд президенчĕ Лев Смирнов хутшăнчĕç.
- Раççей шайĕнче те çак конкурс виççĕмĕш çул кăна иртет, Чăваш Енре вара вăл пилĕк çул каяллах йĕркеленчĕ, ку - историе кĕрсе юлмалли самант. Сăмах май, çакăн пирки кĕнеке те кăларма пулать, - палăртрĕ Лев Евгеньевич. Камсем палăрчĕç-ха?
Шкулсенче, районсенче тупăшнă хыççăн финала республикăри чи лайăх 70 класс ертÿçи тухайнă. Конкурсçăсем интернетра класс сайтне уçнă, унта воспитани енĕпе мĕн ĕçлени пирки хыпарсем вырнаçтарнă, вĕренекенсен çитĕнĕвĕсемпе паллаштарнă, ашшĕ-амăшĕ валли усăллă сĕнÿсем кĕртнĕ. Пĕтĕмлетÿ тапхăрĕнче класс ертÿçисем çемьесемпе тачă çыхăнса ĕçлемелли тата ачана аталантармалли проектсене хÿтĕленĕ.
Регион шайĕнче 5-мĕш хут йĕркеленнĕ "Чи лайăх класс ертÿçи” конкурсра кĕçĕн звенора Елена Васильева /Канаш районĕнчи Çĕнĕ Ачча пуçламăш шкулĕ-сачĕ/, Наталья Самойлова /Улатăрти 3-мĕш шкул/, Наталия Кузьмина /Çĕнĕ Шупашкарти 12-мĕш шкул/ палăрчĕç. Вăтам классен ертÿçисен хушшинче çĕнтерÿçĕ ятне Ирина Соловьева /Комсомольскинчи 1-мĕш шкул/ тивĕçрĕ. Ирина Петровăпа /Етĕрне районĕнчи Тури Ачак шкулĕ/ Антонина Петрова /Вăрнар районĕнчи Аçăмçырма шкулĕ/ иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç. Аслă звенора пĕрремĕш вырăна Алина Григорьева /Шупашкар районĕнчи Апаш шкулĕ/ тухрĕ, иккĕмĕшне - Татьяна Филиппова /Çĕмĕрлери 8-мĕш гимнази/, виççĕмĕшне Светлана Миронова /Куславккари 2-мĕш шкул/ йышăнчĕç. 25 çула çитмен çамрăк специалистсен проекчĕсенчен жюри членĕсем Катерина Николаевăн /Шупашкар районĕнчи Çатра Лапсар шкулĕ/ тата Анна Поликарповăн /Шупашкарти 10-мĕш шкул/ ĕçĕсене пысăк хак пачĕç.
Канаш районĕнчи Çĕнĕ Ачча пуçламăш шкул-садĕнче кĕçĕн классене ăс паракан Елена Васильева тĕрлĕ проект-программа шухăшласа кăларнă. "Ачапа калаçса киленĕç кур” ĕçпе вĕренекенĕсен ашшĕ-амăшне куллен паллаштарать вăл, аслисене тренингсене явăçтарать.
- Мĕн пытармалли: çывăх çыннисем, уйрăмах ялта, ачасене вĕренÿре ĕлкĕрсе пырайманшăн, итлеменшĕн, ĕçлеменшĕн тăтăшах ятлаççĕ, вĕсене ăнланмаççĕ. Ачана мĕнле пур - çавăн пек йышăнмалла. Ашшĕ-амăшне çак шухăша ĕнентерме тăрăшатăп та, - палăртрĕ пĕлÿ çуртĕнче 13 çул тăрăшаканскер.
Елена Корниловна Канашри педагогика колледжĕнче ăс пухнă, диплом илсенех аслă классене вĕрентнĕ.
- Пысăкраххисемпе ĕçлеме çăмăлрах, пĕчĕккисемпе вара кăсăклăрах. Шкул сукмакне тин çеç такăрлатма тытăннисене йăлтах вĕрентмелле, вĕсен интересленĕвĕ те анлăрах, - шухăшне пĕлтерчĕ РФ Президенчĕн грантне тивĕçнĕ педагог.
Ачасене тивĕçлĕ воспитани, çирĕп пĕлÿ панипех çырлахмасть Елена Васильева, тĕрлĕ конкурса хутшăнать, шăпăрлансене те фестиваль-ăмăртура хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарма ÿкĕтлет.
"Ташлакан шкул” проекта ахальтен пуçăннă-им вăл? Çак кружок вĕренекенсен организмне аталантарма пулăшнине çирĕплетрĕ учитель. Унсăр пуçне вĕсен хастарлăхне палăртма май панине ĕнентерчĕ.
Елена Корниловна 2009 çулта республикăри педагог-психологсен пултарулăх тупăшăвĕнче уйрăм номинацире палăрнă, çавăнпа вăл хăйĕн çуначĕ айне илнисене витĕр курма пĕлет:
- Вĕренÿре юлса пыракансене "4” тата "5” паллăсемпе ăс пухакансем пулăшаççĕ, ăнланман темăсене пĕрле пăхса тухаççĕ - çакă ачасене ушкăнпа ĕçлеме хăнăхтарать.
Сăн ÿкерме кăмăллани ял учительне республика шайĕнчи ăсталăх ăмăртăвĕнче çĕнтерме май панă. Вĕрентÿ институчĕ йĕркеленĕ фотоконкурсра пĕлтĕр те, кăçал та унăн ĕçĕсене пысăк хак панă. Халĕ 4-мĕш классене ăс паракан Елена Васильевăн сăн ÿкерчĕксен куравĕпе Канаш район администрацийĕн çуртĕнче паллашма пулать.
"Ĕç - чун киленĕçĕ”, - теççĕ. Хăйĕн ăшшипе, ырă кăмăлĕпе 9 ачана çупăрлакан учитель çак каларăшпа килĕшет. Хăй пуçламăш классенче ăс пухнă чухне класс ертÿçине Юлия Смирновăна хисепленĕ-çке вăл, унăн ĕçне кăмăлланă, шкултан вĕренсе тухсан педагогра тăрăшма ĕмĕтленнĕ. 7 çул класс ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлаканскер тĕллевĕ çунатлантарнишĕн савăнать. Çавăнпах вăл вĕрентекен кăна мар, садикри педагог-психолог та, кружок ертÿçи те.Учительшĕн чи пĕлтерĕшли, ахăртнех, шкул ачисем унăн çулне суйласа илни. Елена Корниловнăн малтанхи вĕренекенĕсен хушшинчех çак ĕçе кăмăлланисем пур. Акă Оля Васильева Канашри педагогика колледжĕн дипломне алла илсе ача садĕнче вăй хума тытăннă.
=Тĕплĕнрех=