Чăваш халăх культурипе, йăли-йĕркипе кăсăкланакансем интернетри форумсенче çу уйăхĕн вĕçĕнчех Акатуй ирттерессипе çыхăннă ыйтăва çĕкленĕччĕ. Пĕлтĕрхи пек пулса ан тухтăр тесе /2009 çулта çĕршывăн тĕп хулинче çак уява ирттермен/ чунран пăшăрханнăччĕ вĕсем. Телее, йĕркелÿçĕсем чăвашлăхшăн тăрăшакансен шанчăкне тÿрре кăларчĕç, укçа-тенкĕ ыйтăвне вăхăтра татса пачĕç.
Çĕртме уйăхĕн 5-мĕшĕнче Мускаври «Измайлово кремлĕ» культурăпа кану центрĕнче IX Чăваш акатуйĕ иртрĕ. Ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе - 65, Чăваш Республики йĕркеленнĕренпе 90 çул çитнине халалланă. Уява уçас умĕн сумлă хăнасене - ЧР Министрсен Кабинечĕн председателĕн çумне, Чăваш Республикин РФ Президенчĕ çумĕнчи полномочиллĕ представительне, Федерацин чăваш наци культура автономийĕн президентне Геннадий Федорова, Мускаври чăвашсен наци культура автономийĕн ертÿçине Анатолий Григорьева, РФ Патшалăх Думин Ют çĕршыв ĕçĕсен комитечĕн председательне Константин Косачева - кăпăклă сăрапа, кăпăшка çăкăрпа кĕтсе илчĕç. Саламлă сăмахсем хыççăн пурте туслăх кăшăлне карталанса тăчĕç. Купăсçăсем музыка инструменчĕн тÿмисене вылятма пуçласанах капăр тумлă хĕрарăмсем юрă шăрантарчĕç, пурте пĕрле ушкăнпа кÿлĕ хĕрринчи сцена çине хăпарчĕç.
Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин Патшалăх гимнĕсене янăратнă хыççăн «Асран кайми» юрра шăрантарчĕç. Часах кÿлĕре «Акатуй - 2010» ялавпа ишекен кимĕ курăнчĕ. Ялава хăпартма Анатолий Григорьева шанчĕç. Сухана тĕрлĕ тĕслĕ хăюпа çыхса илемлетрĕç.
- Чăвашсем пуян историллĕ халăх. Тепĕр паха енĕ - ĕçченлĕх тата йăла-йĕркене упраса хăварма тăрăшни. Акатуй - çу, çĕр, суха пĕрлешнĕ тапхăр, урăхла вăл - çĕнĕ пурнăç пуçаракан туй, - терĕ Константин Косачев. Пултарулăх ушкăнĕсене, чăваш культурине аталантарассишĕн ырми-канми тăрăшакансене дипломсемпе, парнесемпе чысларĕç.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче паттăрлăх кăтартнă ветерансен умĕнче пуç тайрĕç. Уява ертсе пыракан Светлана Яковлева юрăçпа Вячеслав Оринов режиссер пухăннисене Совет çарне Чăваш Енрен 208 пин ытла салтака ăсатнине, вĕсенчен 106 пинĕ юнлă çапăçу хирĕнче пуç хунине тепĕр хутчен аса илтерчĕç. Чăваш халăхĕн çутта кăларуçин Иван Яковлевăн тăхăмĕсене уява килнĕшĕн тав турĕç.
Якути, Украина, Кăркăсстан, Калмăк, Дагестан, Беларуç çыннисем чăвашсене мĕн авалах çирĕпленнĕ йăлана çак таранччен тытса пыма пултарнăшăн саламларĕç. Раççей 160 ытла халăха пĕрлештерет. Акатуй сценине кунĕпех Самар, Ульяновск облаçĕсенчен, Чăваш Ен тата Мускав хулин фольклор ансамблĕсемпе хорĕсем илем кÿчĕç. Чăваш эстрада çăлтăрĕсем уява пухăннисене тĕрлĕ вăйă-конкурса хутшăнтарса асăнмалăх парнепе хавхалантарчĕç, хит-парадра пĕрмай мала тухакан, халăх кăмăллакан юрăсене шăрантарчĕç. Халăх пĕр вырăнта лара-тăра пĕлмерĕ, хаваслă кĕвĕпе киленсе чăваш ташшине ташларĕ.
Йăхташĕсене курма пухăннисем «Чăваш ялĕ» этнографи комплексĕпе, Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ ÿнерçин Мария Симаковăн тата ытти ăстан ĕçĕсемпе хаваспах паллашрĕç.
Кĕрешÿсĕр мĕнле уяв ирттĕр-ха? Раççей шайĕнче ĕçлекен чăваш наци кĕрешÿ федерацийĕ тăххăрмĕш çул çĕршывăн тĕп хулинче уяв паттăрне палăртать. Унăн президенчĕ Виталий Васильев каланă тăрăх, кăçалхи паттăра палăртма питĕ йывăр пулнă. Юлашки тапхăрччен хĕрÿ кĕрешÿ пынă, çулталăк тăршшĕпе ăсталăхне туптанă каччăсем парăнасшăн пулман. Патăрьел районĕнче çуралса ÿснĕ Рафис Козлов мăнтăр такана тивĕçрĕ. Сăмах май, вăл Мускаври Акатуйра иккĕмĕш хут çĕнтерчĕ. Кире пуканĕ йăтассипе - Сергей Соловьев, армрестлинг енĕпе Федор Андреев мала тухрĕç. Хăйне евĕрлĕ тепĕр тупăшура - регатăра - Мускав тата Чăваш Ен аслă шкулĕсенче вĕренекенсем вăй виçрĕç.
Акатуй чăваш сăрисĕр, какай шÿрписĕр иртмест. Халăхĕ нумай пулнăран-ши е шÿрпи сахаллипе-ши - пурте хăналанаймарĕç, вăрăм черет вĕçĕнче тăракансем хуран патне çитнĕ çĕре шÿрпе пĕтрĕ.
Уява вĕçлеме вăхăт çитсен те Мускавсем саланма шухăшламарĕç, программăна малалла тăсма ыйтрĕç. Аякран килнĕ хăнасене тунсăхлăн пăхса, куçран çухаличченех алă сулса ăсатрĕç, Чăваш Ене хĕрÿллĕ салам илсе çитерме хушрĕç.
Регина КУБАЙКИНА.