Чăвашстат пĕлтернĕ тăрăх кăçалхи пилĕк уйăхри демографине пĕтĕмлетнĕ хыççăн Чăваш Енре пурĕ 6 433 ача çуралнă, 7 147 (вăл шутра çулталăка çитмен 31 ача) вилнĕ. Вилнисен шучĕ çуралнисенче 11,1% ытларах пулнă. Пĕлтĕр ку вăхăтри кăтартусем 19,4%-па танлашнă. Çуралнисен шучĕ те пĕлтĕрхипе танлаштарсан 69 ытларах (е 1,1%). Вилнисен шучĕ 5,9% чакнă (е 452 çын сахалтарах).
Чăваш Енĕн пур муниципалитетĕнче те тенĕ пекех халăх йышĕ чакнă, Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулинче тата Шупашкар районĕнче — ӳснĕ. Çын йышĕ чи нумай Çĕмĕрле (-16%), Улатăр (-12,5), Пăрачкав (-12,2), Хĕрлĕ Чутай (-11,7) тата Куславкка (-10,1) районĕсенче чакнă.
Пĕлтĕрхипе танлаштарсан 51 çемье ытларах (пурĕ 2 643 мăшăрланнă) çавăрнă. Уйрăлакансен йышĕ чакнă — пĕлтĕрхинчен 277 çемье сахалрах саланнă.