Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Пуш 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
28293031
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Раççейри чăвашсен хăйсен ирĕклĕ патшалăхне йĕркелеме ирĕк пур-и?
Пурĕ миçе ответ: 18
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Шăматкун, 14.12.2024, 15:27
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2011 » Пуш » 4 » Чавса çывăх та, çыртма çук...
    Чавса çывăх та, çыртма çук...
    11:08
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Пĕррехинче И.П.Павлов академикран: "Пурнăçа мĕнле вăрăмлатмалла;" тесе ыйтнă. "Эрех ан ĕçĕр, чĕрене табакпа ан сиенлĕр, вара эсир Тициан чухлĕ (Возрождени эпохинче пурăннă питех те паллă художник, вăл 99 çула çитсе вилнĕ) пурăнăр", – тенĕ ученăй. Çапла, пурнăçа йĕркеллĕ, сывă пурăнса ирттермелли пĕрремĕш услови – эрех-сăра ĕçменни, тесе шутланă аслă физиолог. Алкоголь организма сиенлени çав тери йывăр япала, çак наркăмăш сиенлемен орган çыннăн çук та пулĕ. Эрех-сăра çын организмне сиенленине кăтартакан паллă вăл – ялан ĕçекен çынсен ĕмĕрĕ кĕске пулни. Алкоголь çын пурнăçне 12-15 çул таран кĕскетет! Ученăйсем çакна тĕрĕс пĕлнĕ. Вăраха кайнă алкоголизмпа аптракан чирлĕ çынна сăнанă май врач "Кунта медицина та пулăшаймасть" теме кăна пултарать. Унашкал çыннăн каппайланма та, "хаваслă" пурнăçа малалла тăсма та вăй юлман ĕнтĕ. Çавăн пек чирлĕ çынна куçран пăхатăн та унăн куçĕнче час-часах "Тен, веçех пĕтмен;" текен ыйту вулатăн. Çав çыннăн сăн-питĕнче усăсăр ирттернĕ кунсемшĕн, юлашкинчен, сывлăх пĕтнишĕн пăшăрханнине тÿрех сисетĕн. 
    Темиçе çул каялла пулса иртнĕ пĕр япала аса килет, ăна пĕрле ĕçлекен юлташ каласа панăччĕ. Психиатрăн ĕç кунĕ вĕçленес умĕн кабинета пăлханчăк сăн-питлĕ çын пыра кĕнĕ. Вăл ывăнни, асапланни курăннă. Тенкел çине ларсан, чирлĕ çын час сывлăш çавăрайман, минутсерен питĕнчи тарне шăла-шăла илнĕ. Ун çине тимлĕрех пăхсан, врач хăйĕн тахçанхи пациентне палласа илнĕ. Анчах епле улшăннă вăл! Карточки çине 44 çулта тесе çырнă, хăй вара утмăл çулти çын пекех курăннă. Çав çын тăванĕсемпе ĕçри администраци хистенипе нарколог патне хăйне алкоголизмран сыватма ыйтса пĕрре кăна мар пынă, анчах кашнинчех "Эпĕ алкоголик мар, кирек хăш вăхăтра та ĕçмешкĕн чарăнма пултаратăп" тесе, сипленме пăрахнă. Ку хутĕнче чирлĕ çын хăех пулăшу ыйтнă. Пăлханса, куççульне аран-аран чарса, вăл хăйне-хăй епле пĕтернине ăнланса илни çинчен каласа панă. Анчах мĕн тери пысăк хака ларнă çакă;
    Çав çын врачсен канашĕсене, асăрхаттарнине итлемен, ĕçме çав-çавах чарăнман. Юлашки çулсенче унăн килте те, ĕçре те, творчествăра та ăнман. Анчах эпир урăххи çинче чарăнса тăрасшăн. Яланах эрех ĕçнипе чирлĕ çынна пуç ыратни канăçсăрлантарнă, куçне темĕскер курăннă, хырăмлăхра ырă мар туйăннă. Терапевт унăн гипертони чирĕ, вăраха кайнă гастрит пулнине палăртнă. Эрех-сăра ĕçме пачах та пăрахсан кăна сипленни усăллă пуласси çинчен асăрхаттарнă. Малтанхи вăхăтра чирлĕ çын врач хушнисене пурнăçласа пынă, анчах хăйне кăшт çăмăлрах туйсанах ĕçме тытăннă. Ку вара унăн сывлăхĕнче тÿрех палăрнă: пуçпа вар-хырăм ыратни çумне лĕклентерни, хăсас килни, сылтăм аяк пĕрчи айĕнче ыратни хушăннă. Анчах пурнăç йĕрки малалла çав майлах тăсăлнă: пĕр вăхăт врач хушнисене пурнăçланă, унтан каллех ĕçме пуçланă. Чирлĕ çын виçи чакса кайнă, вăл ватăлнă, шыçăнса кайнă, сывлăшĕ пÿлĕннĕ. Çав чирсен сăлтавĕ эрех-сăра ытлашши нумай ĕçнинчен килнине ăнланнă вăл, анчах ĕçме пăрахмашкăн вăй çитереймен. Врач патне вара пурнăçĕ чăтма çук йывăрланса çитсен тин пынă. Шел пулин те, кунашкал тĕслĕхсем сахал мар. Чи кансĕрри вара – кунашкал чирлĕ çынна пулăшма çав тери йывăр.
    Наука аталаннăçемĕн алкоголь сиенне тĕрĕс, тĕплĕн пĕлмелли майсем уçăлаççĕ. Унăн сиенĕ питех те нумай. Этем организмĕн системисен ĕçне йĕркелекен пайсем, улттăшĕ те, алкогольпе сиенленеççĕ. Ĕçнĕ эрехĕн 10 проценчĕ кăна организмран улшăнмасăр тухать, ытти пайĕ вара тĕрлĕ клеткăсемпе тканьсен ĕçне хутшăнать.
    Алкоголизм чирĕ тапхăрăн-тапхăрăн аталанни çинчен каланăччĕ ĕнтĕ: тимлĕ пăхсан çеç курăнакан хăнăхусемпе паллăсенчен пуçласа çынна сыватма май çук улшăнусем таранах. Çавнашкал пулăма шалти органсен ĕçĕ пăсăлнинче те асăрхама пулать. Çакă чи малтан нерв системи шалти органсен ĕçне йĕркелейменнинче палăрать, мĕншĕн тесен алкоголь наркăмăшĕ чи малтан нерв клеткисене сиенлет.
    Кашни черкке хыççăнах çын ывăнса, йăвашланса пырать, ыйхă пăсăлать. Хырăмлăхра, пĕверте, ытти органсенче аван мар туйăм палăрать. Паллах, чирлĕ çын çакна пĕрре те эрех ĕçнинчен тесе шутламасть. Ĕçнĕ хыççăн тепĕр чухне ирхине артери юн пусăмĕ хăпарать, чĕре вăйлă тапать. Чирлĕ çын вара терапевт патне каять. Врача малтанхи каçсене мĕнле ирттернине пĕлтермен пирки "асапланакан çын" хăй чирли çинчен хут илет, унта вара... "гипертони" тесе çырнă.
    5-6 кунтан юн пусăмĕ йĕркене кĕрет, чĕре малтанхи пекех ĕçлеме тытăнать. Кунашкалли пĕрре кăна пулмасть. Чирлисем яланах терапевт патне пыраççĕ, чирлине ĕнентерекен хут илеççĕ, анчах хăйсене улталаса "гипертони" чирĕнчен "сипленеççĕ". Чăннипе вĕсем чирленин сăлтавĕ эрех ĕçнинче, чирлисем вара çакна аса та илмеççĕ.
    Медицина тĕпчевĕсем эрех ялан ĕçекенсен 95 проценчĕн чĕре йĕркеллĕ ĕçлеменнине кăтартаççĕ. Чĕре мышци çулланса ларать, дистрофи пуçланать. Вăл ленчешкеленсе каять, юн çÿресси япăхланать. Электрокардиограмма чĕре мышцисем улшăннине, чĕре йĕркеллĕ ĕçлеменнине кăтартать. Америка ученăйĕ Бринк каланă тăрăх, ĕçке ернĕ çынсен кардиограмми хăйне евĕрлĕ уйрăмлăхсемпе палăрса тăрать, çавăнпа çав кардиограмма камăн иккенне пĕлмесĕрех çын алкоголизмпа чирленине диагноз лартма пулать.
    Чирлĕ çынсене кăкăр кĕлеткин сулахай енче, чĕре тĕлĕнче, ыратни канăçсăрлантарать. Касса е туртса ыратни канăçсăрлантарать, ку уйрăмах ĕçме чарăннă вăхăтра палăрать.
    Алкогольпе чĕре мышци сиенленнине витаминсен (уйрăмах В ушкăнрисен), магнипе кали тăварĕсен ылмашăвĕ йĕркерен тухни йывăрлатать. Унсăр пуçне, сывлав центрĕн туйăмлăхĕ (сисĕмлĕхĕ) чакнине пула юнри газ тытăмĕ пăсăлать.
    Вăраха кайнă алкоголизмпа асапланакан çамрăк çынсем хушшинче атеросклерозпа чĕре чирĕсем ытларах тĕл пулнине нумай авторăн кăтартăвĕсем çирĕплетсе параççĕ. Куншкаллисен, ытларах хĕрĕхе çитменнисенех, инфаркт аталанать. Çакăн пек тĕслĕхсене сахал мар илсе кăтартма пултаратăп. Хăватлă эрех ытлашши нумай ĕçнипе çамрăк çынсенех инфаркт пулнине чылай сăнанă. Пĕр хутчен кăна ытлашши нумай ĕçни те чĕрене йывăр чирлеттерме пултарать.
    Алкоголизмпа аптракансен сывлав системин ĕçĕ пăсăлнине те час-часах тупса палăртатпăр. Ĕçке ернĕ çынсен, ĕçменнисемпе танлаштарсан, ÿпке сиенленни 3-4 хут часрах тĕл пулать. Алкоголь, сывлăш çулĕсем тăрăх пырса, бронхсемпе ÿпкен ачаш тканĕсене хытă сиенлет. Ку вара трахея тăртанасси, ÿпке хытса хулăнланасси, ÿпке эмфиземи аталанасси патне илсе пырать. Кунашкал улшăнусем сывлав çулĕсемпе ÿпкере ытти ерекен чирсене аталанма лайăх услови туса параççĕ.
    Ĕçке ернĕ çынсен бронхитпа пĕрлех пырпа карланкăн вăраха кайнă чирĕсем пулаççĕ, çавăнпа вĕсен час-часах сасси тытăнчăк е хăйăлти пулать.
    Ĕçке юратакансем шăннипе пулакан чирсемпе питĕ хăвăрт чирлеççĕ, мĕншĕн тесен вĕсен организмĕ чире хирĕç кĕрешеймест. Унсăр пуçне, вĕсем ÿсĕр чухне çанталăка шута илсе тумланмаççĕ, час-часах сивĕ çĕр çинче выртаççĕ. Алкоголизмпа асапланакан çынсем, ĕçменнисемпе танлаштарсан, ÿпке шыçнипе 4-5 хут нумайрах чирлеççĕ. Унсăр пуçне, чир вĕсен чылай йывăртарах иртет. Алкоголизмпа пĕрлех, ÿпке туберкулезĕ те час-часах тĕл пулать.
    Алкоголь витĕмне тĕпчекен пур авторсем те вăл уйрăмах апат ирĕлтерекен органсене, чи малтан хырăмлăха сиенленине палăртаççĕ. Эрех-сăра ĕçнипе пулнă гастрит чухне пыр хĕртет, ирхине кăмăл пăтранать, тем пек асапланса хăссан та çăмăллăх килмест. Малтан эпир алкоголизмпа чирлесен, ытлашши ĕçсен те хăсăк килменнине палăртнăччĕ. Ирхине выçварла хăсăк килсен, унпа пĕрлех кăкăр шăмми айĕнче хĕссе ыратсан, какриш килсен, çăварта тутлă мар пулсан, аппетит пĕтсен – çак паллăсем алкоголь хырăмлăха сиенленине пĕлтереççĕ. Алкоголизмпа чирлесен хырăмай парĕ те сиенленет. Хырăмай парĕ шыçни (панкреатит) ытларах чухне (пĕтĕм чирлисен 50 проценчĕ таран) эрех-сăра ытлашши ĕçнипе пулать.
    Уйрăмах йывăр, тÿрленмелле мар улшăнусем пĕверте пулаççĕ, мĕншĕн тесен вăл организма кĕрекен наркăмăшсене сиенсĕрлетекен орган. Вар-хырăма кĕнĕ пĕтĕм алкоголь пĕверте ирĕлет. Вăл организмри ылмашу йĕркине пăсать, пĕвер клеткисене çуллантарать. Çавăнпа та унăн ĕçĕ йĕркерен тухать, чи малтанах организма наркăмăшлă япаласенчен хÿтĕлес ĕçĕ пăсăлать. Хăш чухне пĕвер клеткисем çулланса ларнипе вилеççĕ, вĕсен вырăнне аш (соединительная ткань) çитĕнет. Ку питĕ йывăр чир, ăна пĕвер циррозĕ теççĕ. Çак чир ĕçке ернисен, ĕçменнисемпе танлаштарсан, 6,6 хут нумайрах тĕл пулать.
    Пĕвер сиенленсен пÿресен вăйлăрах ĕçлеме тивет, мĕншĕн тесен вĕсем организмран наркăмăшлă япаласене кăларма тытăнаççĕ. Наркăмăшлă япаласем пÿре витĕр тухса ăна шыçăнтараççĕ, ку вара çак питĕ кирлĕ органăн ĕçне те йĕркерен кăларать.
    Çапла, çын организмĕнче алкоголь сиенлемен пĕр орган та, пĕр клетка та çук. Çавăнпа пĕрлех çапла каланине те илме пулать: "Эрех унашкал сиенлĕ пулсан, нумайăшĕ эрех ĕçет – анчах ытлашшипех чирлемеççĕ-çке;" Эрех вăрттăн сиенлет, сывлăх начарланни те тÿрех мар, майĕпен сисĕнет. Чирĕн малтанхи тапхăрĕнче çын хăйне япăх туйсан, вăй çукки сисĕнсен, ĕçлес пултарулăхĕ чаксан, вăл ăна алкоголь сиенĕ тесе шутламасть-ха. Çакă ывăннă, çемьери пăтăрмах пирки пулĕ тесе шутлать. Унсăр пуçне, этем организмĕ хăшпĕр сиенлĕ япаласене хăнăхма пултарать, çавăнпа та чир пуçланни малтанах çынна хăйне те, ыттисене те сисĕнмест. Кунашкал чирлисем врач патне алкоголь сывлăха пачах хавшатса çитерсен кăна пыраççĕ. Çавăн чухне çеç вĕсем эрех мĕн патне илсе çитернине ăнланса çитеççĕ.

    Е.ДОЛГОВА, Шăмăршă район больницин врачĕ.
    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 890 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 3.8/8 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 1
    1 Migulaj   (04.03.2011 18:47) [Материал]
    Возрождени тенине чăвашла çырсан питĕ кăмăллă пулĕччĕ.


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)